Кăвак çĕмрен :: Эпрахиль юпи
Çăхан тăшман тапăнсан,
Çуйхашăнса тăмăпăр.
Алла ухă тытăпăр,
Чунне чӳклев тăвăпăр.
Авалхи çар юрринчен.
Карлая куç ӳкнĕ. Карлая çын ылханĕ витнĕ. Усал ернĕ. Нумай пулмасть кăна-ха вăл куштанланса, иртĕхсе ял урамĕпе юрă юрла-юрла çӳретчĕ. Юрри вара пĕрреччĕ хăйĕн:
Мĕншĕн каяс Юхман, ай, пасарне,
Мĕншĕн каяс Юхман пасарне,
Вĕтĕ шăллă тура илмесен.
Мĕншĕн çӳрес маттур йĕкĕт пулса,
Мĕншĕн çӳрес маттур, ай пулса,
Хамăр савнисене илмесен?..
— Путлĕ хĕр сан савнийӳ пулать-и вара! — тесе вăрçатчĕç вăл куштанланса çӳренине курнă хĕрсем.
— Сана хĕр париччен хĕрĕме ӳстерем мар, — тетчĕç ватăрах çынсем, вăл çапкаланса çӳренине ырламасăр.
Хĕрарăмсем, ун куç умне пулас мар тесе, хирĕç пынă чухне пĕр-пĕр киле пăрăнса кĕретчĕç.
Çапла, чылай иртĕхсе пурăнчĕ Карлай.
Мĕншĕн каяс Юхман, ай, пасарне...
Мĕншĕн каяс Юхман пасарне...
Вĕтĕ шăллă тура илмесен?
Халĕ, акă, куштанланса юрă юрлас шухăш мар Карлайăн.
Халĕ ăна куç ӳкнĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна çын ылханĕ витнĕ.
Çул çитнĕ çынна куç ӳкни, ылхан витни Чăвашра сахал пулкалать.
Ни пĕтин пĕтмест куç ӳкесси, ылхан витесси. Килтеш ялĕнче ваттисем те çул çитнĕ çынна хальхаççăн куç ӳкнине, ылхан витнине питех астумастчĕç. Халĕ, акă, Карлая Кĕлсулттан кинемей ылханни çитрĕ. Вĕсем тахçан карчамас патне виççĕн: Савантер, унăн хăрах алăллă тарçи тата Карлай пырса епле тустарса çӳренĕччĕ те-ха. Укаслăва шыратпăр, тенĕччĕ. Юлашкинчен тата тустарнипе кăна мар, Карлай ват çынна чышса ӳкерсе-мăшкăлласа хăварчĕ... Епле ылхан çитмĕ ĕнтĕ унта! Кĕлсулттан кинемей ним тавçăрман çын мар, ылханма та пĕлет, ыттине те чухлать.
Хăй усаллăхне пула тертленет ĕнтĕ Карлай. Вăл путлĕ çын мар та-ха, çапах та мĕн тăвас тен, шел, сыватас пулать ĕнтĕ. Кун пек чухне ăна-кăна астуса тăмаççĕ. Чăвашăн йăли çапла. Атту Çӳлти Туррăн этеме пăхса тăракан хĕрĕ çиленет, тет. Сиплевçĕсем тем те туса хăтланчĕç ĕнтĕ, анчах Карлай самайланаймарĕ. Ахаль те çул çитнĕ çынна куç ӳкни, ылхан витни иртсе каймасть теççĕ те.
Ытти çын кун пек аптрасан ун патне Кĕлсулттан кинемее чĕнетчĕç ĕнтĕ. Анчах Карлай патне ăна чĕнейместĕн. Вăл хăй айăплă. Мĕн усалĕ туртрĕ пулĕ ăна ун чухне? Тĕртрĕ те ӳкерчĕ ват çынна, тем-тем каласа пĕтерчĕ.
Никама чĕнме аптранипе паян Карлай патне Укапие чĕнчĕç. Карчамас куншăн питĕ савăнчĕ. Шыв çине кăмрăк ярса пăхрĕ вăл. Çаплах калать: куç ӳкнĕ, ылхан витнĕ, пăснă, тет.
Сыватма пулчĕ-ха хăй.
— Ан кулян, Карлай, ан кулян, — терĕ пĕркеленчĕкпе тулнă тутине пăркаласа кулса. — Аслă Пӳлĕхçĕ пире пулăшсан, темиçе кунтанах сывалатăн, акă. Темле усала та çĕнтерет ман кĕлĕ. Чи чаплă кĕллĕме вулăп.
Киремете кайса пама тесе, Укапи Карлай амăшĕнчен темиçе хутăр сĕвем çип, кĕпелĕх пир илчĕ, пĕр витре çăмарта пухтарчĕ. Кашни сăмах каламассерен хăй Кĕлсулттан кинемее вăрçрĕ.
— Э-э-э, çав пĕтме маннăскере, — терĕ, — мĕн тери ырă çынна пăснă та. Пĕтĕм усал-тĕселе, хăйĕн тусĕсене чĕнсе илсе çын çине янă. Э-э-э? Ан кулян, Карлай. Çĕнтеретĕп эпĕ вĕсене!
— Хамах айăплă çав, — чăтса тăраймасăр сăмах хушрĕ Карлай. — Ват çынна апла териех кӳрентермелле марччĕ!
— Апла ан кала, Карлай! Чарăн! — кăшкăрса тăкрĕ Укапи. — Чарăн! Атту Кĕлсулттана çĕнтерейместпĕр. Эпĕ айăплă мар, те. Хăй айăплă, те. Кала!
— Эпĕ айăплă мар! Хăй айăплă! — хăраса ӳксе Укапи хыççăнах калама тытăнчĕ Карлай.
— Халĕ шăп лар ĕнтĕ, — хушрĕ карчăк. — Кĕлĕ пуçлама вăхăт.
Укапи шĕвĕр вĕçлĕ патак аллине тытрĕ те, вут тивертнĕ юман кăмпи илсе, мăкăртата пуçларĕ:
— Атăл çинчен, Сĕве çинчен, Сăр шывĕнчен, Кĕтнерен, Пăларан, Хырларан Ашапатман карчăк килнĕ, çав тĕтĕрсе кăларса ярать...
Пĕр саманта сăмахне пĕтерчĕ те карчăк ним чĕнмесĕрех Карлай тавра тĕтĕрсе çӳрерĕ.
— Тьфу, тьфу, тьфу... — вĕçĕмсĕр сурчĕ. Унтан каллех сăмахне пуçларĕ:
— Тĕтĕм епле тухса каять, çавăн пек тухса кайтăр, кас пĕлĕт епле саланса каять, усал ӳкни те çавăн пекех саланса кайтăр. Тĕтре епле сирĕлет, çавăн пекех сирĕлсе кайтăр.
Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ усал тĕтре сирĕлнĕ пек сирĕлсе кайтăр: вырăс куç, тутар куç, чăваш куç, арçын куç, хĕрарăм куç — пурте тухса кайтăр. Хура куçран хуралса тухса кайтăр, чакăр куçран чарăлса тухса кайтăр, кăвак куçран кăвакарса тухса кайтăр. Кашласа ларакан вĕлтĕрене хăçан куç тивет, çак ачана çавăн чухне тин куç тивтĕр. Ӳтĕнчен, тирĕнчен, шăмминчен, шаккинчен, сăнĕнчен, сăпатĕнчен, çӳç пĕрчинчен тухса кайтăр.
Тьфу, тьфу, тьфу...
Атăл çинчен, Сĕве çинчен, Сăр шывĕнчен, Кĕтнерен, Пăларан, Хырларан Ашапатман карчăк килет: шурă çӳçлĕ, сарă шăллă, кутĕнче пĕр тĕк, çăварĕнче пĕр шăл. Çав тĕтĕрсе, çав кăларса парать. Тух куç! Тух!
Тьфу, тьфу, тьфу...
Сурса пĕтерчĕ те юмăç кăмпине шывлă курка çине ярса сӳнтерчĕ.
Хайхискер, кăмпи чашлатса сӳнсен, ним илтмелле мар пĕр-ик сăмах пăшăл-пăшăл пăшăлтатрĕ те куркинчи шывпа Карлай çине пĕрĕхме тытăнчĕ:
— Пурсăра та сип пултăр, килĕштĕр! Унтан каллех сурма тытăнчĕ:
— Тьфу, тьфу, тьфу!
Юмăç мĕн хăтланнине Карлай куç хупса хăраса пăхса тăчĕ. Ахаль çĕрте чăрсăр та усалскер çак хушăра вăл хăйне сурăх путекки пекех тытрĕ. Темрен те хăрарĕ. Халĕ вăл, сывалас тесе, тем тума та, такама пуç çапма та хатĕр. Мĕн тăвăн? Пĕчĕкрен чăваш çыннине тĕрлĕрен юмăç-тухатмăшран, киремет-миреметĕнчен хăраса пурăнма вĕрентсе ӳстереççĕ те...
Малаллине вара ку юмăçĕ ытисенчен кăшт урăхларах турĕ.
Кăмпине кăларттарса пăрахтармарĕ вăл. Юлнă шывне те тăкмарĕ — Карлая хăйне тыттарчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, ачам, сываласах тесен, çак шыва санăн Валтиелри Эпрахиль вилтăпри çинчи чул юпа çине кайса сапас пулать, юман кăмпине — юпа çумне хурса хăварас пулать. Çапла вара эп каланине тĕрĕс-тĕкелех тусассăн санăн чирӳ алăпа сирнĕ пекех иртсе кайĕ. Тьфу, тьфу, тьфу! Сип пултăр, им пултăр. Ку сăмаха эп те каламан, ку сăмаха никам та илтмен. Усал мишер килсе кайнă — çав калаçнă ăна, вăрăм вырăс килсе кайнă — çав илтнĕ ăна. Сип пултăр, сип пултăр, сип пултăр...
Юмăç Карлая çула епле тухмаллине, çитес çĕре епле çитмеллине вĕренте пуçларĕ.
— Эпрахиль тăпри çине санăн çуран çитмелле. Кайнă чухне вара çул тăршшĕпех Хайпурене асăнса пырас пулать...
Такамăн та сывалас килет. Ăшĕ ыратнине пăхмасăрах Карлай юмăç панă япаласене пуçтарчĕ те Валтиел хирне тухса утрĕ.
Эпрахиль вилтăприне мĕншĕн чăвашсем пуççапаççĕ-ха? Чăвашстанри ватăсем кун пирки çапла каласа ăнлантараççĕ. Хусан патши, вырăссем Хусана илнĕ чухне, акăш пулса вĕçсе кайнă, тет.
Каяс умĕн вăл хăйпе пĕрле пыма пурне те чĕннĕ:
— Сăмсапа сывлакан, кучĕпе шăвакан атьăр манпала! — тенĕ.
Анчах унпа пыракансем сахалăн пулнă. Вара вăл юлашкинчен çапла юрласа хăварнă:
Каятăп, каятăп,
Акăш пулса вĕçетĕп.
Кам манпа пырĕ —
Çăкăр вырăнне кулач çийĕ;
Шыв вырăнне сĕт ĕçĕ;
Кам кунта юлĕ —
Çăкăр вырăнне улăм çийĕ,
Шыв вырăнне хура шыв ĕçĕ,
Каятăп, каятăп,
Акăш пулса вĕçетĕп... — тесе юрланă пулать.
Ун чухне Хусан патши патĕнче çичĕ пике-элтти, урăхла каласан, çичĕ хĕр-асамçă пурăннă, тет.
Вĕсем, патшана итлесе, хуларан тухса кайнă та çиччĕшĕ çичĕ çĕре саланса, халăх хушшинче пурăнма тытăннă.
Пурăнсан-пурăнсан, ватăлса çитсен, çиччĕшĕ те вилнĕ. Вилес умĕн вĕсем хăйсен вилтăпри çине чул юпасем лартма хушнă. Вĕсем сиплĕх юписем пулĕç, тенĕ.
Аслă хĕрне Эпрахиле çынсем Валтиел патне пытарнă, теприне тепĕр ял хирне, виççĕмĕшне тата урăх çĕре. Вилтăприйĕсем çине пысăк чул юпасем лартнă.
Чăнах та çав чул юпасем çынсене сиплĕх кӳреççĕ иккен. Çавăнпа вĕсем патне чăвашсем час-часах кĕлтума çӳреççĕ.
Эпрахиль — пĕртăван хĕрсенчен чи асли, куç ӳкнинчен, хаяртан, ытти чир-чĕртен сыватать. Çавăнпа Укапи юмăç Карлая унта кайма хушрĕ те ĕнтĕ.
Çĕрĕпе те пĕр кун кунĕпе утрĕ Карлай, каçалапа тин Эпрахиль юпи патне çитрĕ.
Вăл, юмăç-Укапи аппа каласа кăтартнă пек, курки çинчи шывне юпа çумне тăкрĕ, унтан юман кăмпине хучĕ. Вара кĕлтурĕ те юпа кутĕнчи çерем çине канма ларчĕ.
Карлайран сулахай еннерех вăрман шавлать. Ĕмĕрхи юмансем пĕлĕтелле туртăнаççĕ, хăйсен тăррисемпе таçталла васкакан пĕлĕтсене перĕнесшĕн пек. Ĕнтрĕкре пур йывăçсем те хуран курăнаççĕ, пĕртен-пĕр хурăнсем кăна шурă шупăрлă чăваш хĕрĕсем пек. Карлай вăрман çинелле кăштах пăхса ларчĕ те сасартăк унăн чунне шиклĕх пусрĕ. Ара, вăл пĕр нимĕнле кăралсăр кунта килсе тухрĕ мар-и? Пĕр-пĕр тискер кайăк тапăнсан та нимĕн тума пултараймĕ. Кам пĕлет, çак вăрман чăтлăхĕнче тем пытанса тăрать-ха? Çапла шухăшларĕ те Карлай Эпрахиль юпине куçларĕ. Юмăç мĕн хушнине турĕ-ха вăл. Çакă ăна кăштах вăй панă пек пулчĕ.
— Асамлă вăйсене никам та çĕнес çук! Сăваплă Эпрахиль пулăштăрах мана! — мăкăртатса илчĕ те вăл ури çине çĕкленчĕ, анчах тĕлĕннипе çавăнтах каялла кайса ларчĕ.
Хăй куçне хăй ĕненмерĕ Карлай. Вăрмантан çерем çинелле Укаслу утса тухрĕ. Чăнах, Укаслу. Леш унăн тусне Шăхале вĕлерсе, хĕве хупнă çĕртен тухса тарнă Укаслу. Уттинченех палларĕ ăна Карлай. Кăшт улăштарнă вăл уттине, арçынларах утать... Анчах Карлая улталаймăн.
Çитменнине тата Карлай темиçе кун маларах кăна арçынла тумланнă Укаслăва çынсем курнă тенине илтнĕччĕ. Çавăнпа та пулĕ, тӳрех палласа илчĕ.
Хĕре курсанах унăн ыратни те иртсе кайрĕ. — Э-э, арçынла тумлантăм та пĕлеймĕç тетĕн пулĕ. Хĕве хупнă çĕртен тартăн та хăтăлтăм тетĕн пулĕ. Çук, Шăхальрен пулмарĕ пулсан Карлай халĕ мĕн тумаллине чухлать. Халь тин ниçта та тарса хăтăлаймăн. Сана пула эпĕ инкеке лекрĕм. Халь сана çапла савăнтарса çӳрĕп-и!
Васан пеккине пытанса ларчĕ те чирлĕ каччă хăй патнелле килекен хĕре, чăхха куçлакан тилĕ пек, сăнама тытăнчĕ.
Хĕр ăна асăрхамарĕ. Васкамасăр вăл пытаннă васан хĕрринех çитрĕ.
Чĕрĕм. Куç хупса илмелĕх самант. Карлай сиксе тăчĕ те хĕре, упа пек ярса илсе, лапчăтса ӳкерме хăтланчĕ. Анчах хĕр вăйне шута хуман иккен вăл. Укаслу пĕшкĕнсе ларса, карт! туртăнчĕ те ун аллинчен вĕçерĕнчĕ, вăрман еннелле чупса кайрĕ. Карлай ун хыççăн ыткăнчĕ.
— Ӳлексе! Эс тарма-и-ха!.. Тараймăн! Вăрман кил мар! — кăшкăрчĕ вăл.
Темиçе утăм çеç ярса пусрĕ, шик! шăхăрни илтĕнчĕ, çавăнтах ун чĕрине темĕскер пырса çапрĕ, каялла йăвантарса ячĕ. Вăрмантан ухă йăтнă Аçтăрхан сиксе тухрĕ.
— Тем сиснĕ пек пулчĕ-çке чĕре, — терĕ вăл пашка-пашка Укаслу патне чупса çитсен. — Пăхатăп та: эсĕ ни çĕççӳне-анкарна илмен, ни уххуна илмен. Хыççăн каям-ха, тем инкек ан пултăр, терĕм.
— Тавтапуç, — сывлăш çавăрса илме тăрăшрĕ Укаслу. — Хăранипе чупаймиех пулса лартăм. Малтан эпĕ упа ярса тытрĕ тесе.
Сывлăш çавăрса илчĕ те вăл хăйне çăлакана каллех тав тума пуçларĕ:
— Рехмет сана, хурамкка1! Эсĕ маншăн Сыхча2 пултăн.
— Мĕн кирлĕ пулнă вара вăл çынна? Кайса пăхар-ха кам вăл? — часрах калаçма тытăнчĕ Аçтăрхан.
Укаслупа Аçтăрхан иккĕшĕ месерле кайса ӳкнĕ çын патне пырса тăчĕç.
— Э-э, аслă Пӳлĕхçĕ мĕн çырнă иккен, — ик пĕççине шарт! çапрĕ Укаслу. — Ара, ку, Карлай-çке. Кашкăр чунлă çын. Усал çын хăй пуçне хăй çиет, тени тĕрĕсех иккен.
Укаслу лач! сурчĕ те каялла çаврăнса утрĕ. Аçтăрхан та унран юлмарĕ.
Çук, Укаслу паян унăн, Карлайăн мăшкăлĕ пулмĕ. Тахçан вăл çав усалăн суранне çыхса янăччĕ, шелленĕччĕ. Леш кашкăрсене хăваласа янă хыççăн. Ун чухне Укаслу чĕринче шеллени, пăшăрханни, хăраниччĕ. Халĕ вĕсем валли вырăн çук. Унăн чĕринче çав тискер кайăк пек çыншăн пĕр чĕпкĕм шеллев те пулас çук. Паян Укаслу никамран та хăрамасть.
Укаслупа Аçтăрхан Эпрахиль юпи çине çаврăнса пăхрĕç. Эпрахиль юпи çаплах ларать — вăл вĕсен ĕçне, çĕнтерӳне куракан пĕртен-пĕр кӳнтеле.
Эпрахиль юпи... Эпрахиль юпи... Тавăру çиттĕр тесе, юриех Карлая ху патна илсе килтĕн пулать-и-ха эсĕ!
Чăннипех те сиплĕхлĕ иккен эсĕ, Эпрахиль юпи!
Çут тĕнчене таса мар чунлă çынран тасатма пулăшрăн. Текех варалаймĕ ĕнтĕ вăл Çĕр-анне кăкăрне. Текех çĕртеймĕ ĕнтĕ вăл Çĕр-ăнне çинчи таса сывлăша.
Пĕр усал çын чакни Çĕр-аннене мĕн чухлĕ сиплĕх кӳрĕ! Вăрмантан Тимофей-хусах, Атлай тата темиçе çын Укаслупа ун сыхчине хирĕç чупса тухрĕç.
— Мĕн пулчĕ кунта? Эпир тем кăшкăрашнине илтрĕмĕр? — чупса çитнĕ-çитменех ьгйтрĕ Тимофей-хусах.
Вăл Алюнов хăйне хушса янине нихăçан та манакан марччĕ, Укаслăва яланах упрама тăрăшатчĕ. Паян ав, сисмен те, хĕр-полковник пĕчченех тапăртан тухса кайнă. Çавăнпа Тимофей-хусах пит пăлханса ӳкнĕччĕ. Халĕ ĕнтĕ, Укаслу чĕрĕ-сыввине курсан, чунĕ лăпланчĕ.
Укаслупа ун Сыхчи аллисемпе Эпрахиль юпинчен инçе мар выртакан Карлай еннелле тăсса кăтартрĕç.
— Хăй пуçне хăй çиес текен çын тупăнчĕ, — терĕ Аçтăрхан. Вара, тапăр еннелле утнă май, тин кăна мĕн пулса иртнине каласа пама тытăнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...