Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ вут
Вăхăт урхамахĕ сиккипе чупать. Пурнăç хăй еккипе шăвать. Укаслу майĕпен çарпуçĕ пулма хăнăхса пычĕ, халиччен анкар тытма, ухă пеме пĕлнĕскер, тата хĕçпе çапăçма вĕренчĕ, çар йĕркине хăнăхрĕ. Иртен пуçласа каçчен ун патĕнчен çынсем татăлмарĕç: тĕрлĕ ыйтупа калаçрĕç, канашларĕç, вăл такама та кирлĕ пулчĕ. Унсăр пĕр çын та пурăнма пултараймасть пек. Çакă ăна çиелтен пăхма хăйне май улăштарчĕ те: унăн сасси те хулăнланчĕ, куçĕнче темĕнле халиччен кӳрăнман çирĕплĕхе палăртакан вут-хĕлхем çиçе-çиçе иле пуçларĕ. Хăйĕн ĕлĕкхи çепĕçлĕхне, нарасталăхне вăл чун-чĕри тĕпне пытарчĕ.
Çапах та Укаслу хăйĕн тусĕсенчен, Тимофей-хусахран пĕрре те татăлса пурăнмарĕ: кашни кирлĕ ĕç пиркиех вĕсемпе канашлама тăрăшрĕ. Çар ĕçĕнче вара Тимофей-хусах уншăн чи хаклă тел, шарал пулса тăчĕ.
Килтешре темиçе кун пурăннă хыççăн Укаслу хăй юлташĕсене малалла мĕн тăвасси пирки канашлама пухрĕ.
Аçтăрхан ним тăхтаса тăмасăрах кунтан тухса кайма, ытти ялсене çитсе патька-патша тăшманĕсене пĕтерме сĕнчĕ.
Анчах Тимофей-хусах унпа килĕшмерĕ:
— Пирĕн тĕп вăй кунтах, Килтешрех юлтăр, — терĕ вăл. — Килтеш пирĕн тĕпкил пултăр. Таврари ялсене вара эпир пысăк мар çарсем кăлара-кăлара ярăпăр.
— Капла лайăхрах пулĕ çав, — килĕшрĕç унпа ыттисем. — Капла пирĕн пысăк мар ушкăнсем Кĕтнепе Хырла хушшинчи кашни ялах çитĕç: мĕн кирлине çитерĕç, ытлашшине пĕтерĕç.
— Çар та пухĕç! — хушса каларĕ Тимофей-хусах.
— Эсир каланă пек пултăр эппин, — килĕшрĕ те вĕсемпе Укаслу, пысăк мар утлă ушкăнсемпе Килтешрен тухса кайма хушрĕ.
Çав вăхăтра пӳрте Аванкай мучипе тепĕр икĕ шурсухал пырса кĕчĕç. Вĕсем Укаслăва, унтан ытти çарçыннисене пуçтарчĕç.
— Каламалли пур-ха сана, хĕрĕм! — терĕ Аванкай.
— Кала, мучи — ирĕк пачĕ Укаслу. — Сан кашни сăмаху — ылтăн. Итлетпĕр.
— Эпир ял çыннисемпе канашларăмăр та-ха, — кăшт ӳсĕркелесе илсе сăмахне пуçларĕ старик. — Эсир, патька-патша паттăрĕсем, пирĕн пата çĕнĕ пурнăç, телей, ырă пуласлăх илсе килтĕр. Çавна май эпир ялта çĕнĕ вут чĕртес тетпĕр.
— Çĕнĕ вут чĕртес тетпĕр? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Тимофей-хусах. — Ак, мĕнле вара вăл?
— Эпир, чăвашсем, вута хисеплетпĕр, — хуравларĕ Аванкай. — Вутра этеме чир-чĕртен тасатакан, хĕн-асапран, çын усалĕнчен çăлакан вăй пур. Халĕ ĕнтĕ кив пурнăç пĕтрĕ, усал-тĕсел тĕп пулчĕ. Çакна палăртасшăн эпир. Кив вут кив пурнăç пек пĕттĕр. Çĕнĕ вут эпир ĕмĕртенпе ĕмĕтленнĕ пурнăçа амаланма, вăй илме пулăштăр.
— Çĕнĕ вутне, çĕнĕ вутне епле чĕртетĕр? — çине тăрсах тĕпчерĕ Тимофей-хусах.
Аванкай мучи хăйпе пĕрле килнĕ шурсухалсем çине пăхса илчĕ те вăтаннăн:
— Çĕнĕ вут чĕртме пĕлетпĕр-ха ăна, тăванăм, — терĕ. — Акă, хăв куçупах курăн.
Старик каллех Укаслу енне çаврăнчĕ:
— Сан сăмахна кĕтетпĕр, хĕрĕм. Эс — патька-патша утаманĕ.
— Çĕнĕ вут — çĕнĕ пурнăç никĕсĕ, — хăй тĕллĕн калаçрĕ ку хушăра Тимофей-хусах. — Тĕлĕнмелле, тĕлĕнмелле... Хăйне евĕрлĕ, ырă шухăш...
Ватă çарçынни те çапла калани хĕр-полковнике савăнтарсах ячĕ.
— Эп мĕн калам ĕнтĕ, Аванкай мучи, — терĕ вăл. — Ялпа-йышпа мĕнле йышăннă — çавăн пек пултăр.
Хĕр-полковнике ялти ватăсем çапла йышăнни питĕ килĕшрĕ. Уйрăмах ăна тата çак шухăша Тимофей-хусах ырлани савăнтарчĕ. Пĕр шутласан вăл чăвашсемшĕн ют тейĕн, çапах та çĕнĕ вут чĕртнин тĕп шухăшĕ ăна хăйĕн ĕмĕчĕпе килĕшӳллĕ пулчĕ пулас. Чăн çав ĕнтĕ, хальхи саманара ют та тăванран çывăхрах пулать иккен. Пĕр ĕмĕте пула тăванпа тăван мар, çынпа çын çывăхланать.
— Апла эпир ĕçе тытăнар-ха эппин, — терĕ Аванкай мучи шурсухалсем енне çаврăнса. — Этьсемри, атьăр, халăха пĕлтерер эппин. Кив вута сӳнтерччĕр.
Часах Килтешĕн кукăр-макăр урамĕсенче хыпарçăсен сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Патька-патша ирĕкне сыхласа, çĕнĕ пурнăç пусланине палăртса шурсухалсем çĕнĕ вут чĕртме килĕшнĕ. Çĕнĕ вут — пĕтĕм чир-чĕре, ĕлĕкхи хĕн-асапа, пусмăр тĕнчине çунтарса ярĕ. Пурте вучахăрсене сӳнтерĕр! Пурте кивĕ вута пĕтерĕр! Ял хĕррине тухăр!..
Часах Килтеш çыннисем пурте вучахĕсене сӳнтерсе ял хĕррине, таса уя тапса тухрĕç. Укаслупа ун йĕкĕчĕсем те халăхран юлмарĕç.
Килтеш халăхĕ мĕн туни уйрăмах Тимофей-хусахпа ун юлташĕсене кăсăклантарчĕ. Вĕсем Аванкайпа шурсухалсенчен юлмарĕç, пурне те курас тесе вĕсен хыççăнах çӳрерĕç.
Ялпа вăрман хушшинчи таса уя икĕ юман юпа илсе тухрĕç. Вĕсенчен пĕрне пăчăкă пек касса тунă. Юписем иккĕшĕ те тип-типĕ. Вĕсене уй варрине туса лартнă пĕчĕк хапха патне йăтса пычĕç те çĕнĕ вут кăларма хатĕрлемешкĕн тытăнчĕç.
Вут тупасси — авалхи йăла. Икĕ типĕ йывăçа пĕр-пĕрин çумне чылай хушă сăтăрнипе вут тухать. Килтешсем çакна лайăх пĕлеççĕ иккен.
Пĕр юман юпине, касса тикĕсленине, çĕр çине хучĕç. Теприне шĕвĕр вĕçлине, ун çине тăрăнтарса лартрĕç те вĕренпе çыхрĕç. Вĕренĕн икĕ вĕçне икĕ енчен çынсем тытрĕç, туртма тытăнчĕç. Варринче — Аванкай мучи, вăл типĕ ăвă тытнă, вут тухсанах тивертме хатĕр.
Шурсухалсем курăк çине чĕркуçленсе ларчĕç те, тухăçалла пăхса, кĕлтума тытăнчĕç:
— Эй, аслă çӳлти Турă, тĕнче хуçи Танкăр! Эй, Пӳлĕхçĕ, çынсене юратакан ырă Пӳлĕхçĕ! Сире пуç таятпăр, сире пуç çапатпăр, сиртен ырлăх ыйтатпăр. Парăрсам пире çĕнĕ вут — патька-патша ирĕкĕпе килнĕ çĕнĕ пурнăçа упракан çĕнĕ вут, мĕнпур усал-тĕселе çунтарса яракан таса вут!
Эй, Вут аçи! Эй, Вут ами! Сире пуç таятпăр, сире пуç çапатпăр, сиртен ырлăх ыйтатпăр: Парăрсам пире çĕнĕ вут — патька-патша ирĕкĕпе килнĕ çĕнĕ пурнăçа упракан çĕнĕ вут, мĕнпур усал-тĕселе çунтарса яракан таса вут!
Кун хыççăн вĕрен тытса тăракан арçынсем ĕçлеме, юпасене пĕр-пĕрин çумне сăтăрма тытăнчĕç.
Самаях вăхăт иртрĕ.
Сасартăк йывăçпа йывăç сĕртĕннĕ вырăнта çулăм палтлатса тухрĕ. Аванкай мучи ăввине унта тытрĕ те савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ:
— Мухтав турăсене! Эпир çĕнĕ вут, таса вут тупрăмăр! Инçех те мар кăвайт валли çатăрка пухса хунă. Старик ăввине вĕре-вĕре унта кайрĕ те вут чĕртрĕ.
— Çăмарта пĕçерес! — терĕç шурсухалсем.
Кăвайт çине пысăк хуран çакрĕç, унта пĕтĕм ялĕпе пухнă çăмарта ячĕç.
Кăвайт çатăртатса çунать, ăна курса, пурин пичĕ-куçĕ те телейлĕн çиçет.
— Çăмарта пиçрĕ. Пурте — хуран кутне! — чĕнчĕ Аванкай мучи.
Çынсем, карталанса, пĕрин хыççăн тепри ун патне пыма тытăнчĕç. Старик вĕсене хурантан кăларса шуратнă çăмарта татăкĕ пачĕ.
— Çийĕр пурте! — кăшкăра-кăшкăра каларĕ вăл. — Тутă пулăр. Кашнин пурнăçĕ çĕнĕ вут амаланса чĕрĕлнĕ пекех çĕнĕрен чĕрĕлтĕр, ку çăмарта чĕрĕлнĕ пурнăç майи пултăр!
— Тавтапуçах сана, ватă ăсчах! — терĕ Тимофей-хусах старик аллинчи çăмарта татăкне илсе. — Тĕрĕс калатăн, пирĕн пурнăç паян çĕнĕ вут амаланнă пек чĕрĕлсе, чаплăланса каймалла! Ахальтен кашни кун çапăçăва кĕрсе юн тăкатпăр-им эпир!
Аванкай мучие хусах калани питĕ килĕшрĕ, вăл ăна ним чĕнмесĕр çĕре çитиех пуç тайрĕ.
Уя тухнă çынсем пурте Аванкай мучирен çăмарта татăкĕ илсе çирĕç. Çăмарта — пурнăç тĕвĕленнин палли.
— Халĕ, этьсемри, ĕлĕкхи ăçтиçукран-тасамартан, чир-чĕртен, усалтан-тĕселтен тасалар! — пĕлтерчĕ старик.
Яла кĕнĕ тĕле çĕр хăпартса хапха тунă. Ун варрине шурсухалсем вут чĕртрĕç.
— Çĕр хапха витĕр тухăр, этьсемри! — чĕнчĕç вĕсем. — Тасалар мĕнпур кирлĕ мартан!
Шурсухалсем, Аванкай мучипе пĕрле, пуринчен те малтан çĕр хапха витĕр тухрĕç. Вĕсем хыççăн вара ял халăхĕ тапранчĕ. Хăшпĕр çынсем, çĕр хапха витĕр тухнă чухне вут çунакан çĕре хăйсен кивĕ тумĕсене пăрахрĕç.
— Ку мĕне пĕлтерет тата? — ыйтрĕ Тимофей-хусах хăйпе юнашар тăракан Укаслуран.
— Чирлĕ çын тумтирне пăрахаççĕ, — хуравларĕ хĕр-полковник. — Çав тумтир мĕнле вутра çунса пĕтет, çавăн пекех чир-чĕр те кайтăр, тесе.
— Теприсем тата хăйсем пĕр-пĕр усал ĕç тунă чухне тăхăннă тумтирне çунтараççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Ишмук. — Ĕлĕкхине манас, усалтан тасалас тесе.
Аçтăрханпа Атлай хăйсен юнташне Асмантее иккĕш икĕ аллинчен çавăтса çĕр хапха витĕр иртрĕç. Асмантей самайланчĕ ĕнтĕ, Кĕлсулттан курăкĕ пулăшрĕ пулас, анчах вăйĕ çуккипе аптăрать-ха.
— Аманнисене мĕншĕн тата? — ыйтрĕ хусахсенчен пĕри.
— Суранран часрах тасалма, — ăнлантарчĕ Ишмук. — Çĕнĕ вутпа пĕрле этемĕн çĕнĕ пурнăç пуçламалла. Çĕнĕ пурнăçра кивĕ суран та пачах пĕтмелле.
— Ку пит аван, — кăмăлне килчĕ çак Тимофей-хусаха. — Государь-император умне унăн чĕрĕ-сыввăн курăнмалла. Мана юрĕ, амансан та... Анчах ун халсăрланма юрамасть, ачине ӳстермелле.
— Эпир те çĕр хапха витĕр тухатпăр-и? — пĕлесшĕн пулчĕ тепĕр хусахĕ.
— Паллах! — терĕ Тимофей-хусах. — Халăх йăли-йĕрки — пуриншĕн те. Ăна хисеплеме пĕлмелле пирĕн.
Хĕр-полковнике çак сахал сăмахлă, çиелтен пăхма кăшт хаяртарах та пек курăнакан ватă хусах ытларах та ытларах килĕшме тытăнчĕ. Унăн чун-чĕри питĕ таса, ырă иккен. Вăл, хăй вырăс пулсассăн та, чăваш йăли-йĕркине лайăх ăнланчĕ. Ку вăл халăха хисепленине пĕлтерет. Ахальтен каламан çав: «Вырăс çынни — ырă çын».
Укаслу, Тимофей-хусах тата ытти йĕкĕтсем те пĕрин хыççăн тепри çĕр хапха витĕр тухрĕç.
— Халĕ выльăх-чĕрлĕхе хăваласа килĕр! — хушрĕ çамрăксене Аванкай мучи.
Часах килтешсем çĕр хапха витĕр хăйсен выльăхĕсене хуса ирте пуçларĕç.
Каçпа, кашни килте çĕнĕ вут чĕртнĕ хыççăн, Тимофей-хусах Укаслу патне пычĕ:
— Турă пекех ăслă çын вăл, Аванкай мучи, — терĕ. — Çак ырă йăла-йĕркене ирттерсе, вăл пĕтĕм ял халăхне пирĕн ĕçĕн кӳнтели турĕ. Эпир пурте пĕрле вут хапха витĕр тухрăмăр. Пурте пĕрле çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешекенсем пулса тăтăмăр. Çакăн пек хăйне евĕрлĕ йăлана хисеплесе упракан халăх пирки те ман — çав сăмахах: ăслă, пысăк чунлă, çутă ĕмĕтлĕ вăл. Çак йăлара мĕн тери пуласлăха шанни! Çав пуласлăхшăн кĕрешӳ çулĕ çине тухрăмăр та ĕнтĕ эпир.
Патька-патша йĕкĕчĕсем çĕнĕ вут чĕртнĕ кунхине пурте Килтешрех çĕр каçрĕç. Тепĕр кунне вара темиçе пысăк мар утлă ушкăн тĕрлĕ еннелле тухса кайрĕ: ялсене патька-патша çинчен пĕлтерме, чăвашсене кĕрешĕве çĕклеме, пусмăрçăсене пĕтерме...
Укаслу Килтешрех юлчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...