Кăвак çĕмрен :: Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет
Тепĕр кун илĕм-тилĕмлех, мальен кăн-кăвак тĕспе хăй тавралăхне сăрла пуçласанах, ялта шавлă пулса тăчĕ. Кăшкăрашни, калаçни илтĕнчĕ:
— Çула тухатпăр!
— Утăрья! Часрах пуçтарăнăр!
— Ан юлăр! Патька-патша патне тухса каятпăр!
Çула тухас текенсем чупкалаççĕ. Ял çинче — утсем кĕçенни. Укаслу паян ирех ура çинче. Чи малтан вăл чирлĕ выртакан Кĕлсулттан кинемей патне сывпуллашма кайрĕ.
— Чипер пурăн, Кĕлсулттан кинемей, — терĕ вăл. — Сана текех Карлай та, ун йышшисем те кӳрентереймĕç ĕнтĕ.
— Унтан вăйлăраххисем кӳрентермесен, — мăкăртатса илчĕ карчăк..
Вăл, хуллен ури çине тăрса, картишне кăштăртатса тухрĕ. Вара, картиш варрине, мальеннелле чĕркуçленсе ларчĕ те Çӳлти Турра, Пӳлĕхçе, Хайпӳрене асăнса, Укаслăва сыхлама, каялла таврăнса килме ыйтрĕ.
— Ман тупăкăм çине тăпра пăрахма та пулин илсе çитерĕр, — кĕлтурĕ вăл.
Вара Укаслу енне çаврăнчĕ:
— Сан аманнă çынну епле?
— Сывах, Кĕлсулттан кинемей.
— Тен, ăна тепре пăхса илмелле марччĕ-ши?
— Çук, çук. Çӳрет, чупать. Вăйĕ те кĕчĕ пулас. Утпа çӳрет.
— Çӳлти турă пулăштăрах ĕнтĕ сана та, ăна та. Ун ачине патька-патша ят панă теççĕ мар-и?
— Тĕрĕс, Кĕлсулттан кинемей. Патька-патша ун ачин аталăхĕ.
— Сăваплă çын çав вăл — патька-патша. Пирĕн çын, хресчен патши. Çӳлти турă ăна пулăштăрах: сывлăх патăр, çĕнтерӳ пиллетĕр. Ун пекки хыççăн тĕнче хĕррине кайма та юрать. Астăватăн-и, ыр çын ури йĕрри çине те пулин пус, усалăн мĕлкине те ан курăн, теççĕ ваттисем.
— Астăватăп, Кĕлсулттан кинемей. Патька-патша пире пурсăмăра та телейлисен çĕршывне ертсе кайĕ. Ĕнен.
Карчăк чылайччен нимĕн чĕнмесĕр тăчĕ, унтан хĕр пичĕ çине, унăн куççулĕ мĕнле пулассине пĕлес тенĕн, пăхса илчĕ:
— Пĕлместĕп ĕнтĕ, хĕрĕм, эсĕ таврăниччен пурăнайăп-и эпĕ. Эхе-хе!
— Пурăнмасăр, Кĕлсулттан кинемей! Пурăнатăн, пурăнатăн! - терĕ Укаслу. — Ара, пурăнаймасси пирки калаçмалла-и халĕ?
— Эхе-хе, Укаслу. Ара, упăте ĕмĕрне пурăнса ирттеретĕп ĕнтĕ.
Этем пурнăçĕ вăл тăватă пайран, тăватă ĕмĕртен тăрать, тенине Укаслу пĕлет.
Аслă Хайпурен кашни чĕрĕ чуна ĕмĕр валеçсе панă чухне этем хăй ирĕккĕнех:
— Мана çирĕм пилĕк çуллă ĕмĕр те çитет, — тĕнĕ. Хайпӳрен вара çынна çирĕм пилĕк çуллă ĕмĕр панă. Ытти чĕрĕ чунсем те — лаша та, упăте те, йытă та — хăйсене кирлĕ ĕмĕр суйласа илнĕ. Кашнин ĕмĕрĕ этем ĕмĕрĕнчен вăрăмрах пулнă.
Çирĕм пилĕк çуллă ĕмĕр илнĕ этем хăй пурăнать-пурăнать те пурнăç вĕçне çитсе пынине курать. Вилесси килмест унăн. Вара вăл Хайпӳрен патне пырса йăлăнма тытăнать:
— Çĕнĕ ĕмĕр хушса парсам мана!
— Çтан тупам-ха эпĕ çĕнĕ ĕмĕр, — тет — Хайпурен. — Пурне те валеçсе пĕтертĕм.
— Мĕн те пулин тусам! Çăлсам! Яланах сана кĕлтуса пурăнăп! — тет этем.
Хайпӳрĕн вара ăна лаша ĕмĕрĕнчен тепĕр çирĕм пилĕк çуллă татăкне катса парать.
Этем канлĕн пурăнма тытăнать. Анчах, ак, ку ĕмĕрĕ те ирте пуçлать. Вара вăл Хайпӳрен патне татах йăлăнма каять. Лешĕ ăна йытă ĕмĕрĕнчен çирĕм пилĕк çул, пыра-киле тата упăте ĕмĕрĕнчен тепĕр çавăн чухлĕ çул илсе парать.
Унтанпа вара этем пурнăçĕ хăй ĕмĕрĕнчен тата лаша, йытă, упăте ĕмĕрĕнчен тăрать, тет. Хăй ĕмĕрне этем йĕркеллех пурăнса ирттерет, лаша ĕмĕрĕнче выльăх пек ĕçлет, йытă ĕмĕренче, аллăран çитмĕл пиллĕке çитиччен, йытăлларах пурăнать, ачисене йĕркене кĕртме тăпăшать, мăнукĕсене пăхать, юлашки çирĕм пилĕк çулне вара, ватăлса çитнĕскер хăйне упăтеллерех тыткалать.
Шăп та лăп çак упăте ĕмĕрĕ çинчен сăмахларĕ те ĕнтĕ Кĕлсулттан кинемей.
Укаслу ăна çапла хирĕçлерĕ:
— Упăте ĕмĕрĕ, Кĕлсулттан кинемей, вăрăм, вăл çирĕм пилĕк çула тăсăлать. Санăн халĕ пурăнмалла та пурăнмалла-ха. Сан пек ырă çын çĕр çинче пурăнни çут тĕнчене сия кӳрет.
Анчах карчăк ун çине шухăшлă куçĕпе тарăннăн, тинкернĕн пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ.
Укаслун кайма вăхăчĕ çитрĕ ĕнтĕ.
Кĕлсулттан кинемей çакна ăнланчĕ, аллисене тӳпенелле çĕхклесе, тем-тем сăмах каласа, çын илтмелле мар кĕлтурĕ те хĕре майĕпен каларĕ:
— Чипер кай, хĕрĕм. Сан ĕçӳ ырă. Усал çынсене тĕп тăватăн. Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет, тенĕ. Сана, сан пеккисене кура, ыттисем çĕкленĕç. Çĕр çинчи мĕнпур усала пĕтерĕç.
— Чипер пурăн ĕнтĕ, кинемей, — теейрĕ.
— Аванкай мучипе сывпуллашаймарăн пуль çав? — ыйтрĕ кăрчăк.
— Васкаса каймалла-çке, кинемей. Çук çав, ĕлкĕреймерĕм. Эсĕ ăна, кинемей, манран салам кала. Укаслу пĕтĕм халăх ячĕпе ăна тав тăвать, те. Патька-патша патне çитсессĕн эпĕ ăна Аванкай мучи çинчен каласа кăтартăп. Вăл та ăна чун-чĕререн тав тăвĕ. Ан ман, кинемей, çакна пĕтĕмпех кала.
— Юрĕ, ĕнтĕ юрĕ. Калăп. Кайрĕ пирĕн хĕр, тейĕп. Ну, каях, каях...
Сасартăк карчăк ик пĕççине ик аллипе шарт! çапрĕ.
— Чим-ха хĕрĕм. Ара, эсĕ паян хĕр тумĕпе вĕт. Эпĕ пăхатăп та мĕншĕн ман хĕр хăй пек мар-ха, тетĕп. Эй, Укаслу, çарна ертсе патька-патша патне çак тумтирпе каяс теместĕн пуль те?
— Çакăнпах каяс тетĕп, кинемей. Ара, мĕн хăрамалли пур халь манăн? Хĕр тумĕшĕн тунсăхласа çитрĕм.
Карчăк пуçне енчен-енне сулчĕ.
— Эхе-хе, хĕрĕм, юрамасть, апла юрамасть. Арçын тумнех тăхăн, арçын тумнех. Ара, тăшман та пулин эс хĕр иккенне ан куртăр. Астумастăн-им, Илтилет те çĕре кĕричченех арçын тумĕпех пулнă. Ахальтен тетĕн-им? Çук. Арçын тумĕ çапăçура меллĕрех. Арçын тумĕпех, арçын тумĕпех каймалла санăн.
Укаслу пĕр саманта шухăшласа тăчĕ:
— Юрĕ, Кĕлсулттан кинемей, эсĕ каланă пек пултăр.
— Хăвна лайăх пултăр тетĕп-çке.
— Пĕлетĕп, Кĕлсулттан кинемей. Тавах сана.
— Ну, халь каях ĕнтĕ, хĕрĕм, каях. Чипер. Ĕмĕтӳ те, чуну-чĕрӳ те ялан ырă, каяс çулу — такăр, ларас вырăну — типĕ пултăр. Пехил!
— Чипер, кинемей! Кĕт пире. Çĕнтерӳпе таврăнăпăр эпир. Кĕт, кинемей, кĕт!
Таçтан çил çаврăнса тухрĕ. Таврари тусана парлаттарса çĕклентерсе кайрĕте ывăçĕ-ывăçĕпе çĕр çине лашлаттарса сапрĕ.
Пĕлеймерĕ, чухлаймарĕ çавăн чухне Укаслу хăй Кĕлсулттан кинемейпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнине. Учĕ çине утланчĕ те хăйне кĕтсе тăракансем патне васкарĕ.
Виççĕр ытла юланутçă, мĕн кирлĕ унпа кăралланса, çула тухрĕç.
Малта Укаслу. Вăл тимĕр-кăвак учĕпех, пĕркунхи арçын тумĕпех. Куçĕ унăн шухăшлă. Кам пĕлет, тен, вăл инçете-инçете тăсăлакан вăрман сĕмлĕхĕ витĕр пуласлăха курать пулĕ.
Мĕнле-ши унăн пуласлăхĕ? Телей кĕтет-ши ăна? Е хуйхă та терт кĕтет-ши ăна? Никам та ăна калаймасть.
Йĕкĕт пекех ларса пырать Укаслу урхамахĕ çинче. Ун хыççăн — тăватă йĕкĕт, Аçтăрхан, Атлай, Имшук, Тимофей-хусах, хĕр-полковникĕн çывăх юлташĕсем, пыраççĕ. Кайра — виççĕр ытла юланутçă.
Пĕтĕм Килтеш халăхĕ вĕсене ăсатма хускалчĕ. Таврари ялсенчен те халăх нумай пухăннă. Йĕкĕтсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, хĕрĕсем...
Ачасем ним хăрамасăр чупкаласа çӳреççĕ. Вĕсемшĕн ку ăсату — савăнăç. Халиччен курманни-çке-ха вĕсемшĕн.
Ялтан тухса, уй хапхи тĕлне çитиччен, чăваш йăлипе ăсату-уйрăлу юрри юрламалла. Юррине каякансем пуçларĕç:
Ăсанса ларт çăл шыв пĕр витре
Тăрăлайтăр эпир ĕçиччен.
Савни турăм ялти сар хĕре
Кĕтсе тăтăр эпир киличчен.
Юрă сăмахĕсене пурте ярса илчĕç: ваттисем те, ача-пăча та:
Аслă çул та каять ик еннелле,
Пĕр енĕпе килĕпĕр киле.
Ку ик йĕрки ĕнтĕ вăл хăйне евĕрлĕ хушса юрламалли.
Малалла каллех йĕкĕтсем кăна юрла пуçларĕç. Ыттисем ырă сăмахĕсене хăйсен ăшĕнче ĕнереççĕ.
Иĕкĕтсем матуррăн юрлаççĕ. Вĕсен куçĕсем тăшман çине вирхĕнме хатĕр ăмăртканăкăни пек. Вĕсем малашлăха, пулас кĕрешӳ-çĕнтерĕве кураççĕ, тейĕн. Матуррăн ларса пыраççĕ вĕсем учĕсем çинче, сулахай аллисемпе чĕлпĕр тытнă, кашнин сылтăм алли хĕç аврине чăмăртанă. Халь-халь тăшман çине кĕрсе кайма хатĕр пек.
Утсем те юрра итлеççĕ тейĕн. Кĕвĕ май утаççĕ пек. Юрă сасси таврана каять:
Вĕçенкайăк вĕçет инçете, —
Хăй йăвинех килет çаврăнса.
Пирĕн ĕмĕт вĕçет инçете, —
Хамăр килех килет çаврăнса.
Вара пурте харăссăн тăсса яраççĕ:
Аслă çул та каять ик еннелле,
Пĕр енĕпе килĕпĕр киле.
Каллех каякансем кăна юрлаççĕ:
Каяс марччĕ курман-илтмен çĕре,
Шухăшăма тăвас каялла...
Пăлхаварлăн тапса тăран чĕре
Ирĕклĕхшĕн чĕнет малалла.
Юлашки икĕ йĕркене юрланă чухне йĕкĕтсем тăруках сассисене хăпартаççĕ, хĕçĕсене йĕннисенчен туртса кăлараççĕ те çӳле-çӳле çĕклеççĕ. Ялтăр хĕлхемрен тĕлĕнмелле вăрман шăтса тухнă пекех туйăнса каять. Çапла хĕç çĕклени ĕнтĕ ку хăйне евĕрлĕ тупа туни: «Пăлхаварлăн тапса тăран чĕре ирĕклĕхшĕн чĕнет малалла, тенине ĕмĕрне манмăп», тени.
Йĕкĕтсен сассине илтсе, çывăхри вăрманта йăва çавăрнă кайăксем ирхи ыйхинчен вăранаççĕ. Шăкăрин çĕкленеççĕ вĕсем çӳлелле, вĕçсе пĕр çаврăм тăваççĕ те, каялла йывăçсен хӳттине чăмаççĕ.
Текерлекĕм, ытлах ан çуйхаш эс:
Хăлат теччĕр — йăву арканман.
Савнă тусăм, ытлах ан хурлан эс:
Пуçтах теччĕр — пуçа çухатман.
Йĕкĕтсем хĕçĕсене йĕннине чикеççĕ те юлашки хут пĕтĕм халăхпа пĕрле хушса юрламалли икйĕркелĕхе тăстарса яраççĕ:
Аслă çул та каять ик еннелле...
Пĕр енĕпе килĕпĕр киле.
Каяканнисем ĕнтĕ уй-хапхинчен тухаççĕ. Тепĕр икĕ йĕрке хушса юрлаççĕ вĕсем:
Атте-анне ан юл çилленсе,
Таврăнатпăр эпир çĕнтерсе!
Ăсатакансем уй-хапхинчен тухмаççĕ, атту каякансем час таврăнмаççĕ, тет. Пурин те тăванĕсене частарах та ырă-сывă таврăнтарас килет.
Чылайччен пăхса ăсатрĕ халăх каякансене.
Акă ĕнтĕ вĕсем сăрт çине хăпарса çитрĕç, леш еннелле анса, курăнми пулчĕç.
Телейлĕ çул пултăр сире, паттăрсем!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...