Кăвак çĕмрен :: Юлашки шăпчăк юрри
Шăпчăк ирпе хитре юрлать.
Халăх калани.
Çак вырăс улпучĕн садне мĕн илсе тухрĕ пулĕ Укаслăва кĕçĕрхи каç?
Хăй те пĕлмест вăл ăна.
Тутлă шăршă саракан панулми йывăççисемпе чие тĕмисем хушшинче пĕр-пĕчченех çӳрет хĕр. Тарăннăн сывлать унăн кăкăрĕ, чĕрине тем çитмест, темшĕн хирĕлет вăл: сиксе тухасла тапать.
Каçĕ ăшă, лăпкă. Çил те пулин, вĕрсе, йывăç çулçисене силлентермест.
Хĕр чĕрине тем çитмест... Тунсăхлă вăл... Шăппăн юрлать Укаслу хăйĕн юратнă юррине:
Çупкăм-çупкăм çырла, пиçнĕ çырла
Такамах кĕтет-шим хĕрелсе...
Хĕр чĕри... Хĕр чĕри...
Кирек мĕнле сум-ят илсен те, кирек мĕнле тум-юм тăхăнсан та эсĕ ачаш та çепĕç, тунсăхлă та юратуллă, сăпайлă та чăтăмлă хĕр чĕриех пулса юлатăн. Тискер вăрçă вучĕ те сана йăлтах улăштараймасть. Çиелтен пăхма, чăнах та, халĕ Укаслу ĕлĕкхи пек мар темелле: сасси те хулăмланчĕ, куçĕ те вут-хĕм сапма пултарать, вăл халĕ кал-кал, çирĕп пусса, хăй вăйне ĕненнĕ пек утать. Чĕри вара пĕрре те улшăнмарĕ.
Хĕр чĕри... Хĕр чĕри...
Миçе ĕмĕр этем çĕр çинче пурăнать ĕнтĕ, миçе пин кĕнеке çырнă — сан çинчен кирлине, тивĕççине çаплипех калайман-ха. Хĕр чĕри юрлать... Хĕр чĕри, хĕр хăй мар.
Çупкăм-çӳпкăм çырла, пиçнĕ çырла
Такамах кĕтет-шим хĕрелсе...
Такамах кĕтет... Кама-ши? Тен, юрату кĕтет пуль? Тен, ачаш сăмах кĕтет пуль...
Укаслу куçĕ умне мĕлке тухса тăчĕ. Ара, çын мĕлки, каччă мĕлки-çке... Яштака пӳллĕ, тăрăхларах питлĕ, çӳллĕ çамкаллă, çăлтăр куçлă каччă... Вăл хура каç сĕмлĕхне çутатса ячĕ.
Кам пулчĕ ку? Алюн! Мĕншĕн эсĕ хĕр чĕрине çапла çунтаратăн?
Хăйĕн куçне курăннинчен хăраса кайрĕ хĕр. Тахçантанпах чĕри систерет ĕнтĕ ăна çакăн çинчен, анчах хĕр ăна ниепле те ĕненесшĕн пулмарĕ. Халĕ акă... Халĕ акă куçĕ те чĕри майлă иккен.
Курăннă мĕлкене часрах сирсе ярас тесе, Укаслу куçне çатăрласа хупрĕ. Анчах курăннă мĕлке çаплах çухаласшăн мар... Çаплах умра — çăлтăр куç, Алюн куçĕ... Хĕр тути хăйпе-хăй пăшăлтатрĕ:
— Алюн!
Тунсăхлăн. Кĕтнĕн. Савăнăçлăн. Çавăнтах курăннă мĕлке сасă пачĕ:
— Укаслу...
— Алюн... Юратăвăм...
Тĕлĕкри пек пулчĕ. Хĕр ӳт-пӳне кĕтнĕ алă, çепĕç те хăюсăр алă сĕртĕнчĕ.
Тĕлĕкре-ши ку? Чăн-ши?
Мĕн тери лайăх хĕре çакă алă ăшшинче! Яланлăхах çапла пултăрччĕ!
Хускалма хăраса тăчĕ хĕр.
— Укаслу, мĕн чухлĕ кĕтрĕм эпĕ çак саманта.
... Тухăçа сенкер тĕс çапрĕ.
Хĕрпе каччă тăракан çĕртен инçех те мар сасартăк çепĕç сасă илтĕнсе кайрĕ.
— Тӳ-тӳ-тӳ-ӳ-ӳ-ӳ! Ирхи шăпчăк юрри.
Ирхи шăпчăк сассийĕ савни сассин туйăнчĕ, тенĕ юрăра. Ахальтен мар иккен. Шăпчăк юррине сахал мар телейлĕ яш-кĕрĕм мăшăрăн-мăшăрăн кĕтсе илнĕ пулĕ çав.
Хĕр хуллен каччă ытамне сирчĕ.
— Тусăм, пĕлетĕн-и, шăпчăк ирхине мĕн çинчен юрлать? Чим, кам каларĕ, Укаслу сасси улшăннă тесе? Çук хĕр сасси пĕрре те улшăнман: ĕлĕк мĕнле пулнă çаплипех юлнă. Чим, кам каларĕ Укаслу куçĕ улшăннă тесе? Çук, хĕр куçĕ ĕлĕкхи пекех çепĕç, илемлĕ, ачаш, вăтанчăк... Укаслу пачах та улшăнман: паян вăл хăй тахçан Пинерпе Киремет картинче тĕл пулнă пекех... Эх, этем чун-чĕринче пĕлменни-тĕпчеменни тем чухлех иккен...
— Пĕлместĕп, — ачалла пуçне вылятрĕ Алюнов. — Пĕлес те теместĕп. Мана халĕ нимĕн те кирлĕ мар... Сансăр пуçне...
Вăл хĕре хăй çумне пăчăртарĕ.
— Айван, — пăшăлтатрĕ Укаслу. — Вăл тĕлпулу çинчен, юрату çинчен юрлать.
Алюнов пĕр саманта шăпчăк юррине тăнласа тăчĕ.
— Мĕн тери хитре... Кун пеккине илтменччĕ халиччен.
— Ирхине шăпчăк яланах çапла, чи хитре юррисене юрлать.
— Мĕншĕн? Пире телей сунса-и?
— Çук, — шухăша кайса хуравларĕ Укаслу. — Хăйĕн юратуне кĕтсе. Итлессӳ килет-и? Каласа парам сана. Итле, Алюн.
Тахçанах шăпчăк кĕренӳт ятлă чечеке юратса пăрахнă. Вăл чечек чăваш çĕрĕнче ӳснĕ. Кашни каç шăпчăк ун çеçки çине ларса юрăсем юрланă, хăйĕн савнине сăхă куçсенчен сыхланă.
Юратакансене усал тăвас текенсем яланах кураймасăр тăраççĕ. Пĕррехинче шăпчăк ире хирĕç савнийĕн чĕрçи çинче сĕнк пулнă. Усал сивĕ çавна çеç кĕтнĕ. Вăл пĕччен юлнă чечеке шăнтса хăртнă.
Çавăнтанпа шăпчăк хăйĕн чи лайăх юррисене ирхине, шуçăм килнĕ чухне юрлать. Малтанласа усал сивве ылханать, кайран хăйĕн савнине чĕнме тытăнать... Ăна халаласа чи чипер юррисене юрлать... Савнийĕ илтессе ĕненет вăл. Кашни çутă кун савнине илсе килессĕн туйăнать ăна.
— Шăпчăк та пирĕн пекех телее ĕненет, — нумайччен чĕнмесĕр тăнă хыççăн каларĕ Алюнов.
Укаслу чĕнмерĕ.
— Çак çулпа кайса, тупăпăр-ши эпир ăна, телей тенине? — сасартăк хăйĕнчен хăй ыйтнă пек пулчĕ Алюнов. — Мана мĕн пĕчĕкренех: пĕрин телейĕ, теприн хурлăхĕнче йăва çавăрать, тетчĕç. Кам пĕр ĕмĕтпе çеç пурăнать, çавă ĕмĕчĕпе пĕрлех пĕтĕ, тетчĕç. Ĕмĕтсем улшăнаççĕ. Тен, хăшпĕри пек пирĕн те улшăнмалла мар-ши?
— Мĕн çинчен калаçатăн эсĕ, Алюн? — хыпăнса ӳкрĕ Укаслу. — Тусăм, ăнланаймастăп эпĕ сана!
— Хăшпĕр чухне эпĕ те хама ăнланаймастăп. Итле-ха, Укаслу, сан пата çак кунсенче государе çывăх çынсенчен хăшĕ те пулин килмерĕç-и?
— Çук.
— Федульев, Бурнов, Творогов...
— Çук, мĕн ара? — тата та ытларах тĕлĕнчĕ хĕр. Вăл Алюнова тӳрех куçĕнчен пăхрĕ. Лешĕ куçне тартрĕ. — Мĕн ара? — тепĕр хут ыйтрĕ Укаслу.
— Нимех те мар, — терĕ улшăннă саспа Алюнов. Ун сассинче хĕре шансах пĕтерменни палăрнă пек пулчĕ.
«Кĕвĕçет-и, ара? — хăй ăсĕнче шухăшларĕ хĕр. — Анчах эпĕ ним кĕвĕçмелли ĕç те тумарăм-çке». Хĕр каччă çине тинкерсе пăхрĕ. Сасартăк унăн куçĕ умне çав ирçесем тыткăна илнĕ драгун офицерĕ тухса тăчĕ. Ах, мĕншĕн Алюн ăна аса илтерет-ши? Чăтаймарĕ Укаслу, Алюнран кăшт пăрăнарах тăчĕ те:
— Кала-ха, Алюн, эсĕ драгун офицерĕ пулнă чухне ним айăпсăр çынсене асаплантарман вĕт! — терĕ.
— Мĕн калаçатăн эсĕ, Укаслу, чунăм? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Алюнов.
— Эсĕ драгун пулнă чухне мĕнле пурăннине пĕлес килсе кайрĕ.
— Мĕн пурăнни ĕнтĕ унта! - ассăн сывларĕ Алюнов. — Эпĕ чаплă та пуян йăхĕнчен мар вĕт, Укаслу. Ман атте ахаль салтак пулнă. Çапах та тăван çĕршывшăн паттăррăн кĕрешнĕ. Темиçе хутчен аманнă та, анчах нихăçан та тăшманран тарса кайман. Хăй паттăрлăхне, маттурлăхне кура вăл кĕçĕн офицер пулса тăнă. Кайран тата пĕр çапăçура генерала вилĕмрен çăлса хăварнă. Хăй вара йывăр аманнă та çĕре кĕнĕ... Çав генерал мана, аттене тав тăвас тесе, хăй патне илчĕ, офицер пулса тăтăм. Анчах пурпĕрех эпĕ ытти офицерсем хушшинче хама шурă курак евĕр туяттăм. Вĕсем пурте дворян ачисем, ятлă-сумлăскерсем. Эпĕ çеç - салтак ачи. Вĕсем кашни утăмра мана çакна астутарма тăрăшатчĕç.
- Офицерсем те пурте пĕрпек мар иккен апла!
— Эх Укаслу! Мĕн калан ĕнтĕ! — терĕ Алюнов. — Хăшпĕр чухне тĕртсе калаçнине чăтаймасăр хама хам чиксе пăрахас патнех çитеттĕмччĕ. Пĕррехинче çапла пĕри, — граф ывăлĕ, пурин умĕнче те мана çав тери кӳрентерчĕ. Чăтаймарăм вара, ăна дуэле чĕнтĕм. Дуэль вăл икĕ çын уççăн хире-хирĕç тăрса çапăçни. Шпагăпа чиксе пăрахрăм эпĕ. Кайран мана суд тума тытса хупрĕç. Анчах эпĕ суд пуласса кĕтсе тăмарăм, тухса тартăм. Виççĕмĕш Петĕр патшан полковникĕ пулса тăтăм. Ырра-и, усала-и ку — хам та пĕлместĕп.
— Мĕншĕн апла калатăн, Алюн? — тĕлĕнчĕ хĕр. Алюнов чĕнмерĕ.
«Чăнласах та кĕвĕçет-шим вара?» — шухăшларĕ Укаслу.
— Алюн, эс мана ĕненместĕн-им?
Алюнов, хăйне усал ĕç тунă чухне тытнă пек, чĕтренсе илчĕ.
— Ĕненетĕп, Укаслу, — терĕ. — Анчах хăшпĕр чухне чунра йывăр пулать. Ĕçсем ăнăçми пулчĕç пирĕн. Ялан чакатпăр пирĕн вăйсем сахаллансах пыраççĕ.
Епле сахаллансах пыраççĕ? – тĕлĕнчĕ хĕр. – Патька-патша хусахсене çĕклес тесе, Дон тăрăхнелле каять. Ку чакни мар. Пирĕн вăйсем ӳссех пыраççĕ. Курăн, акă. Кашни вак-тĕвекшĕн пуçăмăрсене усар мар-ха, Алюн!
- Çук, Укаслу. Çынсем те пирĕн ĕç çĕнтерессе ĕненми пулчĕç.
- Халсăррисем çеç ăна, Алюн. Эпир вара, санпа иксĕмĕр, вăйлисем.
- Сутăнчăксем те нумай. Тахçан пирĕн майлă пулнисем те пире сутма пуçларĕç.
- Пĕлетĕп, Алюн. Пур çав. Анчах, пĕтĕç вĕсем. Курăн, акă, савниçĕм, пĕтĕç вĕсем…
Çав вăхăтра шăпчăк юрри чарăнчĕ.
Хĕвелĕн пĕрремĕш пайăрки, пĕлĕт çине ӳксе, садри йывăçсене çутатрĕ.
— Акă хĕвел те тухрĕ, — хĕре аллинчен ярса илчĕ Алюнов.
— Вăл пире телей илсе килĕ. Шăпчăк пекех эпир те çавна ĕненер...
Хĕвел тухнă енчен, йывăçсем хушшинчен, чăвашла юрлани илтĕнчĕ:
Вăлта хулли кĕлеткемччĕ,
Пиçнĕ çырла сăнăмччĕ,
Шăпчăк сасси сассăмччĕ...
Укаслу çарĕнчен йĕкĕтсем юрлаççĕ:
Яш кĕлеткем авăнчĕ,
Çырла сăнăм хуралчĕ,
Шăпчăк сассăм татăлчĕ...
Пахчари хĕрпе каччă хĕвеле хирĕç, юрă юрлакансем еннелле, темиçе утăм ярса пусрĕç те чарăнчĕç.
Вĕсем паçăр юрланă шăпчăк патнех çывхарчĕç пулмалла. Сасартăк пăр-р! туса пĕчĕк кайăк çĕкленчĕ те тухăçалла, хĕвел пайăрки еннелле, вĕçсе кайса куçран çухалчĕ.
Ку юлашки шăпчăк пулчĕ. Утă çине тухсан темиçе кунтан шăпчăксенчен чылайăшĕ юрлама пăрахаççĕ. Хăшпĕрисем çеç вырма тухичченех юрлаççĕ. Вĕсене юлашки шăпчăк теççĕ.
Тепĕр çулсăр, тепĕр çуркуннесĕр, текех ун юррине илтеес çук ĕнтĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...