Кăвак çĕмрен :: Çĕрлехи çул çĕр тĕслĕ
Хăйне хăвалакансенчен Савантер ăнсăртран тенĕ пек çăлăнса юлчĕ.
Валтиелĕнчен вăл аран-аран тарса килнĕччĕ.
Мулкач хăравçă теççĕ. Тепĕр чухне этем хăрас енĕпе мулкачран та ирттерет пулмалла. Ача вилĕмĕшĕн те, валтиелсен инкекĕшĕн те хăй айăплине пĕлнипе пулĕ Савантер килне тав-рăнсассăн та хăрама пăрахаймарĕ, халь-халь такамсем килсе хăйне урама сетĕрсе тухассăнах, пăвма тытăнассăнах туйăнчĕ ăна ялан. Кайран хайхи тата Валтиелĕнче пысăк вăрçах тухнине, таçтан килсе тухнă çар салтаксене çĕнтернине, икĕ пупа тата темиçе пуяна тискеррĕн асаплантарса вĕлернине илтрĕ. Ку вара ăна минретсе ячĕ.
«Ах-тур, çав çар кунта ан килтĕрех! — кĕлтума тытăнчĕ вăл вĕçĕмсĕр. — Эй, çӳлти Турă, пулăш! Хăтарса хăварсам мана!»
Халăх сăмахĕ пĕринчен тепри усал пулчĕ. Пупсене шалча çине лартнă, терĕç пĕрисем. Теприсем тата вĕсене пуç хĕрлĕ çакнă, пуянĕсене касса вакласа йытăсене çитернĕ, терĕç. Çакна илтни Савантере пушшех те хăратса ӳкерчĕ. Аптранă енне вара вăл вăхăтлăха та пулин таçта аякка кайса пурăнас мар-ши теме те тытăнчĕ.
Çакăн пек вăхăтра ĕнтĕ Килтеше леш çар персе çитрĕ. Укаслупа унăн çыннисем хăвалама тытăннă кунхине Савантер çăлăнса юлаймастăпах пулĕ, пĕтрĕм иккен, тенĕччĕ. Кăвак çĕмрен мĕнле кăна пырса тăрăнаймарĕ пулĕ ăна? Халĕ те тĕлĕнет Савантер. Шăп та лăп çĕмрен пырса тăрăнмалли самантра Савантер учĕ малти урипе такăнчĕ те, чикеленес мар тесе, сылтăмалла пăрăнса сиксе ӳкрĕ. Акă мĕншĕн кăвак çĕмрен лексе ĕлкĕреймерĕ ăна! Кайран, тĕрлĕ енчен хăвалакансен сасси илтĕне пуçласан, Савантер хăйне хупăрласа илнине ăнланчĕ. Вара вăл, ним тума аптăраса, сиккипе пынă çĕртенех пĕр пысăк юманăн аялти туратĕнчен çакланчĕ те хăпăл-хапăл çӳлелле хăпарса кайрĕ. Учĕ вара, хĕрсе кайнăскер, юланутçи сиксе юлнине те асăрхаймарĕ пулас, малалла чуптарчĕ.
Çакă çăлчĕ те ĕнтĕ Савантере. Кайран хыçалтан хăвалакансем ун утне тупрĕç. Вăл çакна вĕсем савăнса кăшкăрашнинченех ăнланчĕ. Укаслу çыннисем ăна утне тупнă вырăналла тимлесех шырама тытăнчĕç. Юрать-ха, учĕ вăл сиксе юлсанах чарăнмарĕ. Атту ăна тӳрех тупатчĕç.
Хăвалакансем унта та кунта та шырарĕç ăна. Анчах Савантер пытанса ларнă йывăç тĕлнех çитмерĕç. Çав тери хăранăччĕ таркăн. Ара, чăваш çыннин куçĕ çивчĕ. Вăл вăрмана килти пекех хăнăхнă. Теме те курать, теме те асăрхать. Çапах та, ав, телей пулчех Савантерĕн.
Хăвалакансем кайнă хыççăн Савантер савăннипе ухмахланса каясси патнех çитрĕ. Каярахпа вара çапах кăшт лăпланчĕ те малашне мĕн тумалли пирки шухăшлама тытăнчĕ. Килне таврăнма юрамасть унăн. Вăрманта юлма та хăрушă пĕччене. Уйрăмах каçпа, тискер кайăксем сунара тухсассăн.
— Эх, — терĕ вара çакăн çинчен шухăшласа Савантер, — хампа пĕрле ухă илмелле пулнă та çав!
Юрать-ха, тата анкарне манса хăварман. Паллах, ухă пулнă-тăк тата та авантарахчĕ. Тем чухлĕ кашкăра та çĕнме пултарĕччĕ вăл. Анкар тыттса, кашкăр кĕтӳне хирĕç тухаяс çук. Кашкăр тенĕрен тата... Ку таврара тем чухлĕ кашкăр кĕтĕвĕ, теççĕ.
Сасартăк Савантер учĕ çинчен аса илчĕ. «Тен, ăна илсе каймарĕç пулĕ» — шухăшларĕ те вăл, васкаса, йывăç çинчен анчĕ, утне шырама кайрĕ. Анчах учĕ ниçта та курăнмарĕ. Хăвалакансем ăна хăйпе илсе кайнă иккен.
Каç пулса киле пуçларĕ.
Тĕттĕмленсе пычĕ.
Савантерĕн чăтма çук хырăмĕ выçрĕ. Вара вăл васкасах çиме юракан курăк, çырла шырама тытăнчĕ, тем-тем тымарĕсене турта-турта кăларса çирĕ. Хырăм выçни кăшт иртнĕ пек туйăнчĕ.
Халĕ ĕнтĕ Савантерĕн çĕр ирттерме вырнаçасси пирки шухăшламалла.
«Ăçта кайса кĕрес? — терĕ таркăн. — Яла кайма юрамасть... Кун çинчен халĕ шухăшлама та кирлĕ мар». Вара хайскер йывăç çинче ларса çĕр каçма шутларĕ.
Хăйне хăвалакансенчен çăлса хăварнă юман ăна пуринчен те шанчăкли пек туйăнчĕ. Вăл унта пычĕ те хăпăл-хапăл çӳлелле улăхса кайрĕ. Анчах вырнаçса ларнăччĕ кăна пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕнипе каялла анма тытăнчĕ. «Çывăрса кайсан ӳкме пултаратăп. Лайăхрах çыхăнса ларма кантăра хатĕрлем», — терĕ. Вара анкарне туртса кăларчĕ те пушăт каса пуçларĕ. Самаях пушăт касса хатĕрленĕ хыççăн каллех йывăç тăррине улăхса хăй килĕштернĕ вырăна майлашăнса ларчĕ, васкамасăр кăна хăйне йывăç çумне пушăтпа çыхса хучĕ. «Капла аванрах пулĕ. Ӳкесси пирки шикленмелли çук», терĕ.
Майлашăнса ларсассăнах Савантер хăй çав тери ывăннă иккенне туйрĕ. Кăтăш пулчĕ. Тĕлĕк те кура пуçланă. Вăл Укаслу хыççăн сĕм вăрманта хăваласа çурет, çитсе-çитсе пырать, леш вара хăраса ӳкнĕ выçă кашкăр ами пек улать.
Савантер сасартăк темрен çав тери хăраса вăранса кайрĕ. Хăйне тытса тăракан пушăт салтăннă иккен, вăл чутах ӳкмен, кăшт çеç тытăнса тăрать.
— Пӳлĕхçĕ, пулăш мана! — терĕ те Савантер хăй вырăнне лайăхрах вырнаçса ларчĕ. Тем япала ăна çĕрелле пăхтарчĕ. Çавăнтах, хăранипе унăн çӳçĕ вирелле тăчĕ. Йывăç айĕнче шăлĕсене шаккаса темиçе кашкăр лараççĕ. Куçĕсем шĕл-кăваррăн çунаççĕ хăйсен.
— Пӳлĕхçĕ, кашкăр шăлĕнчен çăлсам мана! — кĕл тума тытăнчĕ Савантер, вара чĕтрекен аллисемпе хăйне йывăç çумне çĕнĕ пушăтпа тата лайăхрах çыхса хучĕ. Кун хыççăн вăл кăшт лăпланнă пек пулчĕ. «Пӳлĕхçĕ пулăшсан çак тискер кайăксем те кунтан пăрахса кайĕç-ха», — тесе шухăшларĕ. Çапах та хăй ниепле те тепре çывăрса каяймарĕ. Е ăна кашкăрсем йывăç тăрринелле улăхма тытăнаççĕ пек туйăнчĕ, е çӳлевĕç турат çинчен турат çине сикет пек курăнчĕ. Çӳлевĕç çинчен аса илсенех Савантер çамкине тар тапса тухрĕ:
— Пӳлĕхçĕ, тискер кайăк çăварне лекме ан пар мана! — каллех кĕлтума тытăнчĕ вăл, çавăнтах хайхи чăвашсен авалхи туррисем хăйне çилленеççĕ пуль тесе шухăшларĕ. Чăнах та, юлашки çулсенче вăл вĕсене мансах кайрĕ, ытларах вырăс туррине çеç юрама тăрăшса пурăнчĕ. Вырăс турри вара Савантере кунта нимĕнпе те пулăшма пултараймасть, вăл вăрманти пурнăçа та, тискер кайăксен йăли-йеркине те пĕлмест пулĕ.
— Эй, аслă турă, çăлсам мана! Эй, Пӳлĕхçĕ, ан пăрах мана! — пăшăлтатрĕ пуян. Вăл халĕ çине тăрсах хăйне хăй нихăçан та авалхи чăваш туррисене те, йăли-йĕркине те манман тесе ĕнентерме тăрăшрĕ.
— Чиркĕве çӳресси те пупсем хăратнипе кăна пулнă, — теме тытăнчĕ вăл, вара хăçан тата мĕнпе чăваш туррисене ырă тунине шутлама тытăнчĕ. Укаслăва Шыврине парне парас тесе путарса вĕлерме шухăшланине те вăл халĕ хăйĕн ырă ĕçĕсен шутне кĕртрĕ. — Эй, аслă Шыври, сана пысăк парне кӳрейменни вăл пĕрре те манăн айăппа пулман. Усал çынсем çапла ман ывăла ăссăра кăларнă, усал тухатмăшсем унăн юнне пăснă, вăл çавăнпа сана парне кӳме кансĕрлерĕ, çав пӳтсĕр хĕре вăрласа тарчĕ. Уншăн ăна эсĕ тавăртăн ĕнтĕ, халь тин мана усал ан кӳр. Эй, Çӳлти турă, эй, Пӳлĕхçĕ, эсир те пулăшсамăр мана, эпĕ сире яланах юратса пурăннă. Кайран вара, çакăнтан чĕрĕ-сывă юлсассăн, сире пысăк парне кӳрĕп, вăкăр пусса чӳк тăвăп...
Сасартăк кашкăрсем чуна çӳçентермелле уласа ячĕç. Савантер шарт! сикрĕ те хăранипе сип-симĕс тĕслĕ пулса тăчĕ. «Вĕсем, ахăртнех, ман чун Тӳпенелле кайма хатĕрленнине сисрĕç пулас», — шухăшласа илчĕ вăл.
Тахçан-тахçан илтнĕ хăруш ĕçсем аса килчĕç ăна. Сунарçăсем хăшпĕр чухне йывăç тăрринче типсе-хăрса кайнă çын шăммисене тупни çинчен кала-кала кăтартнăччĕ. Вĕсем иккен Савантер пекех кашкăрсенчен хăтăлас тесе йывăç çумне çыхăнса ларнă. Выçăпа аптăранă кашкăрсем ун пек çынна эрни-эрнипе çĕре ӳкессе кĕтеççĕ, тет. Лешсем вара, ӳкесрен хăраса, хăйсене çав тери хытă çыхса хураççĕ те кайран, халтан кайнипе, кантăрине салтма е касса татма та вăй тупаймаççĕ, тет...
Çавăн пек тем-тем шухăшласа ларса вăхăт ирттерчĕ Савантер.
Хăшпĕр чухне унăн, аллине анкар тытса, йывăç çинчен сиксе анас та кашкăрсене сăмсинчен, хырăмĕнчен, мĕн хăй йăванса ӳкиччен çапас килсе кайрĕ. Анчах ку тĕрĕс мар шухăш иккенне вăл хăех ăнланчĕ, хăйне хăй часрах лăплантарма тăрăшрĕ.
Майĕпен çутăлса килчĕ.
Илĕм-тилĕмпе пĕрлех Савантер пуçĕнчен усал-тĕсел çухалма тытăнчĕ, вăл мĕн тумалли пирки ĕретлĕрех шухăшлакан пулайрĕ. Çĕрелле пăхрĕ. Кашкăрсем тăххăрăн иккен. Вĕсем юман тавра çурма ункă туса ларнă та шăлĕсене йĕрсе çӳлелле пăхаççĕ. Асав шăлĕсем шап-шурă, вăрăм. Пуринчен те малта — пăру пек кашкăр. «Ахăртнех, кĕтӳ пуçĕ пулĕ», — шухăшларĕ таркăн.
Вăрман та вăранчĕ. Вĕçенкайăксем юрласа ячĕç.
Савантер йывăç çинче çаплипех нимĕн хускалмасăр ларчĕ-ха. Мĕнле çăлăнас-ши, тесе шухăшларĕ. Ĕçесси килместчĕ унăн. Ку савăнтарчĕ. Кун пек чухне ĕçес килни хырăм выççинчен те хăрушăрах иккенне вăл пит аван пĕлет. Йĕри-тавра пăхкаланă май, Савантер сасартăк темĕнле çăмламас хӳре тăсăлса тăнине курчĕ. «Çӳлевĕç мар-и?» — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче, анкарне туртса кăларчĕ. Çӳлевĕç тапăнас пулсан мĕн юлашки вăй тухичченех унпа çапăçма хатĕрленчĕ.
Ку çӳлевĕç мар, пакша пулчĕ. Вăл, çăмламасскер, турат хыçĕнчен тĕлĕннĕн çын çинелле пăхса тăрать.
«Тен, йăви пур-тăр унăн», — вĕлтлетсе иртрĕ Савантер пуçĕнче. — Пакша тени запаслă пулаканччĕ. Эх, унăн запасĕ юрĕччĕ те мана».
Савантер васкаса хăйне çыхнă пушăта салтрĕ те çӳлелле, пакша патнелле улăха пуçларĕ. Вăл хускалнине асăрхаса, кашкăрĕсем те чăтăмсăррăн унталла-кунталла чупкала пуçларĕç. Анчах ку Савантера нимĕн чухлĕ те шухăшлаттармарĕ. Хăй ӳкмессине вăл лайăх пĕлчĕ. Юман тураттисем нумай, çирĕп. Этем турат тăрăх кушак пекех хăпарма пултарать. Тимлĕхĕ çинчен çеç ан мантăр.
Çулерех хăпарчĕ те Савантер йывăç хăвăлĕ пуррине курчĕ. Вăл унталла çывхарнине кӳрсассăн пакша çав тери хăраса чĕвĕлтетнĕ пек сасă кăларчĕ, çынран хăраман пек кăтартма тăрăшрĕ, кайран чăтаймарĕ курăнать — аякри турат çине сиксе ӳкрĕ те унтан Савантер епле çӳлелле хăпарнине пăхса ларчĕ. Таркăн хăвăла аллине чиксе ячĕ. Анчах хăвăлĕ тарăн иккен, пакша йăви патне алли çитеймерĕ унăн. Вара вăл хăвăл аяккине анкарĕпе ватма шухăшларĕ.
Савантер анкарĕпе юман çĕрĕкне хăпăта-хăпăта кăларчĕ. Тепĕр темиçе самантран вăл чăнах та пакша йăви патне çитрĕ. Унта тилĕ, ăшă, çемçе. Ара, пакши тин кăна тăрса тухнă та-ха. Юнашарах — пакшан çӳпçи-кĕлечĕ. Унта — типĕтнĕ çырла, пĕлтĕрхи мăйăр. Тăрăшсах хатĕрленĕ курăнать пакша: тем чухлĕ пухса тултарнă. Касăхнă аллипе Савантер ун запасне васкаса ярса тытрĕ те çие пуçларĕ. Мăнтарăн пакша çын хăйне епле çаратнине ним тăваймасăр мĕскĕннĕн пăхса ларчĕ.
Пакша запасне çисе янă хыççăн Савантер хăйне çăмăлрах пулнине туйрĕ. Ĕçесси килместчĕ-ха унăн. Халĕ ĕнтĕ кашкăрсем пирки шухăшлама та пулать. Вăл аялалла пăхрĕ: кашкăрсем малтанхи пекех çурма ункăн лараççĕ. Куçĕсем кăна вĕсен паçăрхи пек çунмаççĕ.
Сасартăк Савантер пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ. Ухă тума тăрăшса пăхмалла мар-ши? Çакăнта, йывăç çинче ларнă чухнех. Ара, унăн анкарĕ пур, пушăт пур. Тимĕртен тунă ухă йĕппи çук та, антив çĕмренĕ çара йывăç пултăр. Ăна та йĕп пекех çивчĕ вĕçлĕ тума пулать. Çивчĕ вĕçлĕ йывăç çĕмрен те кашкăра куçĕнчен е хырăмĕнчен лексен! Антив, çын çапла хăй ирĕккĕн тискер кайăк çăварне лекменнине пĕлччĕр вĕсем. Çак шухăш Савантера калама çук савăнтарса ячĕ. Вăл ухă тумалли турат шырама тытăнчĕ. Пăхсан-пăхсан вăл кăмăлне каякан турат тупрĕ те, унта шуса пычĕ. Чăнах та, турачĕ пит килĕшӳллĕ пулчĕ. Пур вăйне пухса, пĕрре-иккĕ çапсах вăл туратне касса илчĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн хăй вырăнне лайăхрах вырнаçса ларас пулать те вара ĕçе пикенсен те юрать.
Савантер хăй çĕр каçнă çĕре пырса вырнаçрĕ.
Чи малтан вăл пушăтран çинçе те çирĕп кантăра явас терĕ.
Вара тăватă чĕлĕпе кантăра яврĕ. Явса пĕтерсен пиллĕкмĕш чĕлĕпе çиелтен тухрĕ... Ун хыççăн вăл ухă тумалли туратне алла тытрĕ. Хуллен асăрханса авма пуçларĕ. Чиперех авăнать. Хуçăлса кăна ан кайтăр. Ытлашши хăлчă та яма юрамасть. Хăлчă ярсан çĕмрен хытă тапса каяймасть. Акă, халĕ юрать ĕнтĕ. Икĕ пуçне те çирĕп кантăрапа çеç çыхăнтармалла... Ухă хатĕр. Ытла чаплах мар та, юрĕ-ха ĕнтĕ... Çĕмрен çеç хатĕрлемелле.
Кăнтăрла тĕлне, хĕвел пайăркисем çĕре туррĕн ӳкме пуçланă тĕле Савантер турат чутласа тăхăр çĕмрен хатĕрлесе çитерчĕ Эх, ухă йĕппи çукки-çке. Ку та юрĕ ĕнтĕ. Сăвантер вĕсене пит çивчĕ тума тăрăшрĕ. Каплипе кашни çĕмренĕ ватă вăкăр тирне те шăтарса кĕме пултарать.
— Халĕ çапăçăва, — васкатрĕ хăйне Савантер. — Çутă чухне çапăçас. Май пулсан часрах вĕсене кунтан хуса ярас та хамăн вăрман хĕрринерех тарса каяс. Унта кашкăрсем тăр кăнтăрлах хуçаланма хăяймĕç.
Сулахай аллипе çĕмренĕсене, уххине тытса, Савантер хуллен аяларах, аяларах анма тытăнчĕ. Вăл хускалнине курса, кашкăрсем ун-кун хускалчĕç. Анкартан килекен тимĕр шăрши вĕсене пăлхантарчĕ те курăнать. Анчах этем мĕн вăхăт хушши вĕсенчен хăраса ларчĕ те, çакă вĕсене лăплантарчĕ. Вара хайскерсем, пĕр ăстрăм чăтăмсăррăн юман тавра чупса çаврăнчĕç те каллех лăпланса ларчĕç.
Савантер майĕпен чи аялти турат çине анчĕ те майлашăнса ларчĕ. Чи çирĕп çĕмренне алла илчĕ. Малтан кĕтӳ пуçне перес терĕ. Куçĕнчен тĕллерĕ. Куçĕнчен лектерес-тăвас пулсан вăл кĕтӳне кунтан таçталла ертсе каятех.
Анчах ытла лайăх тĕллеме май килмерĕ. Мĕншĕн тесен леш кашкăрĕ тем чухланă пек пулчĕ те ун-кун пăхкаласа илнĕ хыççăн каялла, тĕмсем хыçнелле чака пуçларĕ. Текех кĕтме юрамасть. Савантер персе ячĕ. Çĕмрен шăхăрни-туни илтĕнмерĕ. Кашкăр аяккинелле сиксе ӳкрĕ, анчах хăтăлса юлаймарĕ. Çĕмрен ăна шăп та лăп сăмсинчен пырса лекрĕ.
Хăрушшăн уласа яни илтĕнчĕ.
Ун сассине илтсе, ытти кашкăрсем те ула пуçларĕç.
Савантер тепĕр çĕмренне илчĕ, хытă туртăнтарнă хыççăн персе ячĕ. Çĕмрен çывăхри кашкăр амине хырăмĕнчен пырса çапрĕ. Аманнăскер ăна шăлĕпе каплаттарса ярса тытрĕ те чăтлăхалла кĕрсе çухалчĕ.
Тепĕртак вăхăт иртрĕ.
Таçта тĕмсен хыçĕнчен Савантерĕн кашкăр сăмсине лекнĕ йывăç çĕмренĕ курăнса кайрĕ те çухалчĕ. Кашкăрсем пĕрин хыççăн тепри чăтлăхалла лăпсăртатрĕç. Çакна курсан, Савантер калама çук хĕпĕртесе кайрĕ. Вăл хăйне çав тери вăйлăн, нимрен хăраманăн туйрĕ. Çапах та çĕре анма васкамарĕ-ха. Тем килсен тем пулĕ тесе вăл çак хушăра темиçе çĕмрен туса вăхăтне ирттерме шухăшларĕ. Чылай тăрмашса хайхи тепĕр пилĕк çĕмрен турĕ. Урăх çĕмрен тумалли турат таврашĕ тупăнмарĕ.
Хĕвел анăçалла васкарĕ. Кăнтăр енчен, кашкăрсем кĕрсе кайнă енчен çил вĕре пуçларĕ. Ку Савантера калама çук савăнтарса ячĕ. Вăл йытă пек унăн-кунăн шăршлакаласа пăхрĕ, тен, тем шăршине туйĕ. Çук, нимĕн хăрушши те туйăнмарĕ. Ним шăрши те çук пек. Кашкăрсем халь тин ун шăршине туймаççĕ. Тен, каймалла пулĕ? Вара вăл кунтан кайма тухрĕ. Ара, халĕ кашкăрсем килсе тухсан та хăрамаллиех çук. Унăн ухă та анкар та, çĕмренсем те пур...
Телее, пурте ăнăçлах пулчĕç. Кашкăр таврашĕ курăнмарĕ. Вара Савантер, сыхлансан, хăйсен ялĕ еннелле хускалчĕ. Кăшт кайрĕ, тата кăшт кайрĕ. Унăн вăрмантах çĕр каçмалла-çке. Вăрман варрине юлас çук ĕнтĕ халь. Хĕрринерех тухса, пĕр-пĕр йывăç шыраса тупас тет вăл. Çула май Савантер çиме юрăхлă курăк, çырла пуха пуçларĕ. Ах, инкек... Малтан унăн хырăмĕ кăшт çеç выçнă пекчĕ. Халĕ, курăк е çырла çинĕçемĕн хырăмĕ унăн ытларах та ытларах выçрĕ. Чĕрĕ какай тупăнсан ăна та вăл чăмламасăрах çăтмалла. Пĕтĕм шухăшĕ ĕнтĕ халĕ çиесси пирки, хырăм выçнине ирттересси пирки...
Каçа хирĕç Савантер хăй ытлашшипех çисе тултарнине туйрĕ. Таçта ăшра тем пăкăртата пуçларĕ. Тата варахпарахпа, хĕвел анса çитсессĕн, унăн хырăмĕ ырата пуçларĕ. Ыратни иртсе каять пуль тенĕччĕ, анчах вăл вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ. Халĕ ĕнтĕ Савантер йывăç тăррине улăхасси çинчен шухăшламарĕ те. Кашкăрсем, упасем, çӳлевĕçсем килсе тухасси çинчен асне те илмерĕ вăл. Хырăмĕ калама çук ыратнине чăтаймасăр вăл çухăрчĕ, кăшкăрчĕ, ахлатрĕ, кăлтăрмач пек курăк çинче йăваланчĕ. Унтан вара сасартăк хăй вилме пуçланине туйрĕ. Тахăш вăхăтра унăн пуçĕ ыратни иртсе кайнă пек туйăнчĕ. Вăл хăй çаплипех, тискер тăшманне тавăрмасăрах, вилессине ăнланса илчĕ те чĕри çурăлса тухас пек хăраса кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн чунĕ ĕмĕр-ĕмĕр тертленсе çӳрĕ, канлĕх тупаймĕ. Хунчар йăхĕ çав ирсĕр хĕрупраç мăшкăлĕ пулчĕ. Хĕрупраçĕ те пӳтлĕ çын ачипчи мар-çке, выçăпа каçăхнă йăхран çеç. Çавăнтах тата куçĕ хуралса килчĕ, вăл хăй те ăнланаймарĕ, темĕншĕн пĕр-ик утăм малалла утрĕ те хырăмĕ çине ӳкрĕ. Укнĕ май пĕверĕпе тунката çине çапăнчĕ... Çăварĕнчен карласа юн кайрĕ, вара Савантер çын чăтайми хăсса кăларчĕ. Хăсăкĕ сип-симĕс тухрĕ, час иртмерĕ. Кашни хăсмассерен вăл хăй халсăрланса пынине, çав хушăрах темĕнле канлĕх тупнине ăнланса илчĕ... Çурçĕр тĕлнелле хайскер йăлт лăпланса çитрĕ те ним сисмесĕрех çывăрса кайрĕ. Хăй çĕр çинчех выртнине те астăваймарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...