Кăвак çĕмрен :: Ыратнă çĕре ал пырать
Пĕр эрне ниçта тухмасăр Сюльдяшов вăйпут çуртĕнче выртрĕ. Ăна чăваш юмăçĕсем курăксемпе, вырăс вĕрӳçисем тем-тем кĕлĕпе те сиплерĕç.
Савантер халĕ ĕнтĕ хăй те çав çынпа çыхланса кайнăшăн хавасланмарĕ. Ара, çав тери хаклă вăхăт иртет-çке. Ку хушăра Укаслу таçта та кайса çухалма пултарать. Аскăн çиле кайран уйра шыра вара! Савантер хуларан пăрахса кайма та тăчĕ, анчах ăна Сюльдяшов ямарĕ. Вăл ĕнтĕ ку хушăра Укаслу Килтеше пырса кĕрсен Савантер мĕн-мĕн инкек тӳснине пĕлме ĕлкĕрчĕ, вара çапла каларĕ: «Укаслу иксĕмĕршĕн те чи усал тăшман. Пирĕн ăна пĕрле тавăрас пулать!»
Килтеш пуянĕ вăйпута ним систермесĕр тухса каяс мар-ши тесе те пăхрĕ. Анчах ку шухăша хăех пăрахăçларĕ. Вăйпут тата тем ырă мар шухăшлĕ те хыçалтан салтаксене хăвалаттарĕ. Лешсен аллине лексен темĕн те курма пулать. Вĕлерсе те пăрахĕç... Салтакĕсем те, вăйпучĕ пекех, тем, ăнланса пĕтермелли çынсемех мар.
Иккĕмĕш эрне çине кайсан, Сюльдяшов самайланчĕ. Урама тухма тытăнчĕ, инвалидсемпе салтаксем çар йĕркине вĕреннĕ çĕре те кайса килчĕ. Пĕррехинче вара çапла каларĕ:
— Итле-ха, Савантер, эсĕ хăвна çав ӳлексе хĕрпе пĕр ялтан терĕн-и-ха?
— Укаслупа-и?
— Çавăнпа, — кăшт кулам пекки туса илчĕ Сюльдяшов.
— Пĕр ялтан.
— Унта унăн ашшĕ-амăшĕ пур-и?
— Çук.
— Апла кам та пулин, унăн çывăх çынни?
— Пур. Пĕр ăсран кайнă карчăк.
— Санăн çав унăн çывăх çынниие, ун майлă пулнисене пурне те тавăрас килмест-и? Ну, е тата Укаслу çарĕнчисен тăванĕсене?
— Манăн ăна хăйне тавăрмалла!
— Итле, эппин. Мана çапла хыпарларĕç: Укаслу хăй çарĕпе пăлхавçăсен пуçлăхĕ Пăкачав патне çитнĕ. Эсир, чăвашсем, ăна патька-патша тетĕр-и çак?
— Пурте мар. Эпĕ ăна апла чĕнместĕп.
— Паллах, пурте мар. Итле: халь тин ăна, ӳлексе хĕре, тытма кансĕр ĕнтĕ. Вăхăт кĕтме пĕлес пулать. Кайран, ак, вăхăт çитет, ун чухне эпир ун тирне сĕвĕпĕр. Халлĕхе сирĕн таврана кайса çӳрер. Унти пăлхавçăсене, унăн тусĕсене тĕп тăвар...
Вăрттăн агентсем Сюльдяшова паян ир шăп та лăп Чулхуларан Улатăр енне вăл ыйтнипе салтăксен отрячĕ килме тухнине пĕлтерчĕç. Кĕпĕрнатор янă отряд килсе çитиччен вăл хăйĕн вырăнне çирĕплетме шутларĕ. Çавăнпа часрах Укаслу çар пухнă таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, çунтарма, хăшпĕр çынсене сăнчăрласа Улатăра илсе килсе хупма турĕ. Вара кĕпĕрнатор умĕнче тӳрре тухма ăна çăмăлрах пулĕ. Укаслăва алăран вĕçертмен пулсан таçта кайса çӳреме те кирлĕ марччĕ пулĕ. Анчах алăран вĕçертрĕ-çке. Халĕ унăн хăй императрицă тăшманĕсемпе çапăçнине урăхларах та пулин кăтартмалла ĕнтĕ. Ак мĕн пирки Савантерпа çак калаçăва хускатрĕ те вăл.
Хунчар таврашĕ хăйсен ялĕнче хальхи вăхăтра Укаслу майлисем нумаййине, вĕсене тĕп тумасассăн пурнăç йĕркелеме йывăр пулассине питĕ лайăх пĕлет. Çавăнпа та вăл кĕтмен ырлăх сиксе тухнăшăн çав тери савăнчĕ те хăй Сюльдяшовпа унăн çыннисене хăваспах Килтешелле ертсе кайма хатĕррине пĕлтерчĕ.
Улатăр вăйпучĕн лаиăх хĕçпăшалланнă çарĕ тепĕр кун илĕм-тилĕмлех çула тухрĕ.
Ыратнă çĕре алă пырать, теççĕ. Сюльдяшовăн вара пурçĕрте те ыратнă. Çавăнпа вăл сăлтав тупса пĕтĕм тĕнчене пĕтерсе хума хатĕр. Вăл хăйĕн чĕри ыратнине ирттерсе ярассишĕн тата кĕпĕрнатора юрассишĕн Килтеше те, ытти ялсене те çунтарса яма хатĕр, и-и, темиçе яла кăна-и, вăл кашни тĕл пулакан çынна халĕ шалча çине лартма хаваспах хатĕр.
Таврара ăшă та чуна савăнтармалла ырă çанталăк.
Отряд çулĕ — вăрман урлă. Çавăнпа васкамасăр, ытлашши шавламасăр пычĕç. Ара, вăрманти çул çинче унта темĕн те кĕтме пулать. Кам пĕлет, тен, çав хĕр-полковник çарĕн уйрăм ушкăнĕсем çак вăрмансенче те сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ пулĕ, хăйсен тавралăхне хӳтĕлес теççĕ пулĕ.
Сюльдяшова ырă çанталăк та, ытарайми вăрман та пĕрре те савăнтармарĕ.
Вăрманта чуна кантармалли сулхăн тăрать. Кăнтăрлана Сюльдяшов отрячĕ йăлăмра, кĕмĕл саслăн шăнкăртатса выртакан пĕчĕк çырма çумне чарăнса апатланчĕ. Апат хыççăн кăшт канма турĕç. Салтаксем чăваш вăрманĕпе киленсе ытараймасăр йĕри-тавралла пăхрĕç те пăхрĕç. Вĕсене кура вăйпут хăй те вăрман илемне ӳкерсе юлас тенĕн унăн-кунăн пăхкала пуçларĕ. Акă инçетрех те мар ватă вĕрене. Вăл Сюльдяшова авалхи паттăррăн курăнать. Ав, тăшман енне тăснă алли — пысăк вулли, йывăçĕ хăй кăшт маларах ӳкнĕ. Эх! тет те пĕрре паттăр тăшман çине хĕçне тăсса пырса кĕрет... Вĕрене йĕри тавра — темиçе ăвăс. Вĕсем темĕнле халиччен курман ташă ташланă пек енчен енне сулланаççĕ. Инçех те мар, авă, тата хитре пике пек шурă тумлă хурăн. Унтан леререх ялан сип-симĕс чăрăш. Вăл хăйсен çуллахи хавас вăййине тухнă ытти йывăçсем çине кăшт мăнаçланарах пăхать пек. Ара, чăрăшшăн пулсан яланах çулла, вăл нихăçан та хăйĕн кĕрĕ е хĕлĕ çитнине курмасть, вăхăт çитсен, вилессе те вара çакăн пекех, çап-çамрăкăн, илемлĕн те кăмăллăн кулса вилет.
Çак тавралăха курса, Сюльдяшов чĕринче темĕнле халиччен асăрхаман туйăмсем тапса тухрĕç. «Вилетĕн те çак илеме урăх нихăçан та курмастăн», — терĕ вăл хăйне-хăй. Ара, лере, Сăрă шывĕ хĕрринче аранах вилĕмрен çăлăнса юлчĕ-çке вăл. Хайхискерĕн чĕри сиксе тапа пуçларĕ, хăй те сисмерĕ, кăкăрĕнчен унăн тискер шухăш, курайманлăх çурала пуçларĕ. «Ан тив, ман тăшман ӳлĕмрен çак илеме ан куртăр! — терĕ вăл. — Манăн халĕ пурăнмалла та пурăнмалла!» Вара часрах çула тухмашкăн пуçтарăнма хушрĕ.
Часах отряд малалла хускалса кайрĕ. Çар пуçĕнче, малта, Сюльдяшов çӳрен утне ташлаттарса пычĕ. Унпа юнашар Савантер. Вăл нимĕн шухăшламасăрах, мĕн пулса иртесси пирки пĕр кулянмасăрах çичĕ юта хăйĕн тăван енне — Кĕтнепе Хырла тăрăхне çул кăтартса пычĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...