Кăвак çĕмрен :: Этем ятне илессишĕн
Атăл енне çул пăхма кайнă çарçыннисем каç пулнă тĕле таврăнмарĕç. Вĕсем пĕр-пĕр ялта çĕр каçма чарăннă пуль, шутларĕ Укаслу. Вăл хăй çыннисене ирхине кĕтсе илессе шанчĕ...
Ир пулчĕ. Хĕвел хăпарчĕ.
Анчах инçе çула кайнисем таврăнмарĕç.
— Инкек тĕлне пулмарĕç пуль те? — пăлханма тытăнчĕ Атлай.
— Ан лăпăртат! — тарăхса каларĕ ăна Укаслу.
— Çапах та шырама каймалла мар-ши? — сĕнчĕ Аçтăрхан.
— Кăнтăрлаччен кĕтер-ха, — терĕ Укаслу. — Эпĕ патька-патша тапăрне каятăп. Канаш пулать. Таврăннă çĕре те килеймесен вара вĕсен йĕрĕпе каятпăр...
Шăп та лăп çав хушăра кунтан вунпилĕк çухрăмра салтаксем тыткăна лекнĕ тăватă пăлхавçа хайсен пуçлăхĕ патне тĕпчесе пĕлме илсе пынă. Тыткăнрисенчен пĕри — Асмантей, тепри — хăшместĕр, виççĕмĕшĕ — ирçе çынни, тăваттăмĕшĕ — Укаслу çарне Саранск патĕнче пырса кĕнĕ вырăс хресченĕ.
Епле пулса тухрĕ-ха ку? Патька-патшан шанчăклă нукерĕсем епле майпа тискер тăшман аллине йĕпе чăх пекех çакланчĕç-ха?
Кĕтмен япала, инкек пулса тухрĕ темелле. Çирĕм çынпа вĕсене Атăл енчи çулсене пăхма, тăшман килнипе килменнине тĕпчесе пĕлме янăччĕ. Малтанласа чиперех çӳрерĕç вĕсем. Темиçе яла та кĕчĕç. Ниçта та майра-патша салтакĕсене курнине калани пулмарĕ. Çакă патька-патша нукерĕсене лăплантарчĕ пулас, вĕсем тимлĕхе йăлтах манса вăрмана кĕчĕç...
Çакăнта вара экеметленсе ларнă тăшман аллине çакланчĕç.
Майра-патша салтакĕсем вĕсем çине тĕрлĕ енчен ним систермесĕр сиксе тухрĕç те пĕр пемесĕр-мĕн тумасăр хупăрласа илчĕç. Салтаксем нумайăнччĕ. Патька-патша çыннисем хĕçĕсене те туртса кăларма ĕлкĕреймерĕç, вĕсенчен чылайăшне касса пăрахрĕç... Тăваттăшĕ вара, хĕçĕн тӳнтер енĕпе çапнипе тăнран кайса çĕре ӳкнĕскерсем, тыткăна лекрĕç...
Халĕ, акă, тыткăна лекнисене вунă салтак офицер патне илсе каяççĕ.
Салтаксем пурте çирĕп хул-çурăмлă, çамрăк, хĕп-хĕрлĕ питлĕ.
Тыткăнрисем — юнланса пĕтнĕ пит-куçлă, вĕсен кĕпи-тумтирĕ те çурăк.
Салтаксем тыткăнрисене ял витĕр илсе тухрĕç те сăрт çинче, сад ăшĕнче вырнаçнă улпут çуртнелле хуса кайрĕç.
Тусĕсемпе пĕрле утнă май Асмантей хăй епле тыткăна лекнине аса илме тăрăшрĕ. Эх, мĕншĕн чăн-чăн кĕрешӳçĕ пек çапăçура пуçне хумалла пулмарĕ-ха унăн?.. Ара, вăл хĕçне те туртса кăларма ĕлкĕрнĕччĕ-çке!.. Хăй умĕнчи тăсланкă салтака касса пăрахса çул уçас тенĕччĕ вăл. Çав вăхăтра ăна хыçалтан хĕçĕн тӳнтер енĕпе пуçĕнчен шаплаттарчĕç.
— Эпĕ айăплă, — пăшăлтатса пычĕ хăшместĕр. — Нимĕнле те хама хам каçарма пултараймастăп. Килес ламсен асĕнче юлма тивĕçлĕ мар эпĕ... Мĕншĕн темиçе çынна йĕртаул пулма кăларса ямарăм-ха? Вăрманта кĕтмен инкек пулма пултарасса пĕлмелле-çке-ха манăн? Вăрман çынни-çке-ха эпĕ!
— Ан ӳпкелеш! — хăрăлтатса каларĕ ăна вырăс. — Эсĕ çеç мар, эпир пурте айăплă... Çынсем пек çапăçура пуçа хума ăс çитерейменнишĕн те пулин.
Унăн сылтăм алли çакса янă пушă михĕ пек лăпăстатса пырать. Хул шăммине çапса хуçнă пулас. Мĕскĕн, кĕпи çĕтĕкĕпе те пулин çыхма ĕлкĕреймен ăна.
Ирçе нимĕн чĕнмесĕр, вĕсенчен юлас мар тесе, аран-аран пычĕ. Унăн икĕ уринчен те юн сăрхăнать, çĕлен йĕрĕ пек хура çĕр çине авкаланса юлать.
Улпут çурчĕ кермен пек пысăк пулчĕ. Лашанни пек пит-куçлă, йăйăхлă офицер, тыткăнрисем çине пăхса, мăшкăлланăн кулса ячĕ.
— Ну тупăннă та паттăрсем... нивушлĕ Емелькке Пăкачав çак çапкаланчăксемпе Мускавах илме шутланă? — терĕ вăл. Унтан хайхи тыткăнрисен умĕпе унталла-кунталла темиçе хутчен утса иртрĕ те мĕнпур вăйĕпе сасартăк кăшкăрса ячĕ: — Чĕркуççи çине, тарçăсем!
Тыткăнрисенчен пĕри те вырăнĕнчен те сикмерĕ. Ав епле эсир! — тĕлĕннĕ пек пулчĕ офицер. — Чĕркуçленес теместĕр иккен-ха. — Ăсран тайăлнă çын пек, хăрăлтатнăн, кулса илчĕ. — Юрĕ эппин. Ну халĕ чăтăр. Аплах тертлентерес теменччĕ... Итлеменнисене юратмастăп эпĕ. Çак тĕнчене çуратнăшăн аннĕрсене ылханма тытăнăр...
Вăл тыткăнрисен умĕпе каллех темиçе хут каллĕ-маллĕ кускаласа иртрĕ.
— Юлашки хут калатăп: чĕркуççи çине, чурасем! — çухăрса ячĕ хайхискер. — Çулăр хăвăрăн тасамар чĕлхĕрпе ман атта! Вара лештĕнчене этем пек ăсанăр...
Тыткăнрисем вырăнтан сикмерĕç.
Офицер аллине çĕклерĕ, сылтăмра тăракан тыткăнрине тăнлавĕнчен кĕрĕслеттерчĕ. Ку хĕшместĕр пулчĕ. Вăл, касса янă улмуççи пек, урайне лаплатса ӳкрĕ.
— Халсăр ку старик, — аллине сулчĕ офицер. — Ури çинче тăраймасть те... Пирĕнпе çапăçма шутланă тата... Илсе кайăр кунтан! Куç ан куртăр!
Çывăхра тăракан салтаксем тăнне çухатнă хĕшместĕре ик уринчен ярса тытрĕç те юнашар пӳлĕме сĕтĕрсе тухрĕç.
— Ну, халь сирĕнпе сăмах вĕçлер! — патька-патшан тыткăна лекнĕ ытти нукерĕсем патне пычĕ офицер. — Эсĕ, — ирçене сăмсинчен пӳрнепе тĕкрĕ вăл, — мĕн ыйтнине хуравла. Атту уруна çеç мар, аллуна та çапса ватăп...
Офицер лайăхрах пуçлас тенĕ пек, ирçе тавра утса çаврăнчĕ.
— Тĕп пăлхавçă Емелькка Пугачев хăй ăçта тăрать?
Ирçе нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл çĕрелле пăхнă та вырăнĕнчен те хускалмасть. Унăн икĕ уринчен те урайне вĕçĕмсĕр юн тумлать...
— Кала! — çухăрса ячĕ офицер. — Кала, ăçта Пăкачав? Уç çăварна, ылханчăк чура!
— Эп чура мар! Эп — ирĕклĕ çарçынни! — сăмахĕсене тата-тата хирĕç хуравларĕ ирçе. — Ман аслаттейсем мăрса пулнă. Вĕсем шăп та лăп сан евĕр йăх-яха, пурнăç каяшне питрен мар, кутĕнчен тапа-тапа сирпĕтнĕ!
Вăл, текех калаçмастăп, санран йĕрĕнетĕп тенĕн, хăй патне пырса тăнă офицера питĕнчен лачлаттарса сурчĕ. Аллисене хыçалалла туртса çыхнă, атту вăл офицер çине сиксе ларса пăвса пăрахма та пултаратчĕ пуль...
— А-а-а! — çухăрса ячĕ офицер. — Ылхан юлашки!
Вăл темиçе утăм каялла чакрĕ те хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ... Хĕç вшиклетни илтĕнчĕ... Мăйĕ тĕлĕнчен яшлаттарса каснă çутă куçлă ирçе çамрăкĕн пуçĕ çĕре лаплатса ӳкрĕ. Ун хыççăн ӳчĕ йывăррăн тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Салтаксем çавăнтах ирçе утне тепĕр пӳлĕме сĕтĕрсе тухрĕç. Вĕсенчен пĕри касса пăрахнă пуçне те илсе тухас тесе çӳçĕнчен ярса тытрĕ.
— Ан тив! Вырттăр кунта! — хушрĕ офицер. Юнланса пĕтнĕ ирçе çамрăкĕн пуçĕ урайĕнчех юлчĕ. Офицер ăна атăллă урипе тапса сирпĕтрĕ те тыткăнри вырăс патне пычĕ.
— Халь сан черет, анчăк юлашки! — чашкăрса илчĕ вăл.
— Эпĕ мар, эс хăв анчăк юлашки, — кăшкăрчĕ вырăс хресченĕ.
— Ах, выльăх, эс апла-и-ха!
Офицер тыткăнри вырăса урса кайса хĕнеме тытăнчĕ. Лешĕ хăйне темле çапсассăн та вырăнĕнчен хускалмарĕ, урайне ӳкес мар тесе кăна тăрăшрĕ. Унăн кăн-кăвак куçĕнче курайманлăх вучĕ çунчĕ. Ах, аллисене çыхман пулсассăн... Пĕрре çапса нимĕр тумалла та çав çак офицертан...
Асмантейĕн юлташне пулăшма ыткăнас килчĕ. Анчах мĕн тăвайтăр-ха ĕнтĕ вăл? Унăнне те аллине хыçала туртса çыхнă, хускатма та çук... Çитменнине тата унăн пĕтĕм ӳт-пӳне темĕнле курăнман тимĕрпе пăталанă пек туйăнчĕ. Шăмшакĕ хытса ларчĕ. Пуçĕ кăна ирĕкре пек. Пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ: «Кашни этем — хăйне евĕр тĕнче. Кашни этем — тĕнче илемĕ. Вăл ирĕклĕ, вăйлă, тăнлă пуласшăн... — Ăçтан кăна тухрĕ пуль çакăн пек шухăш. — Кашни этем пуринпе те тан çуралать. Кашни этемĕн пуласлăхĕ — вĕçĕ-хĕррисĕр. Унăн куçĕ тем те курма, тем те илтме пултарать... Вăл çут тĕнчене телей тĕнчи пек курать, унăн кашни илемĕшĕн савăнать, утăм хыççăн утăм туса çĕнĕ ĕмĕтпе пурăнма тытăнать... Вăл пуласлăхшăн савăнать... Анчах сасартăк, кĕтмен çĕртен унăн пурнăç сулĕ çине çак офицер пек тĕнче ылханчăкĕ тухса тăрать те... Ăна пĕтерме тытăнать... Асмантей офицера этем тесе шутлама та пултараймарĕ... Çак офицер пек тĕнче ылханĕ этеме этем картĕнчен кăларма тытăнать, ăна... виле туса хурать... Анчах вилĕм те тĕрлĕрен пулать. Пĕрисем выльăх, çак тĕнче ылханчăкĕ — офицер калашле, анчăк юлашки пулса вилеççĕ. Теприсем — этем пулса, вĕсем вара çĕре кĕрсессĕн те этем пулма пăрахмаççĕ... Ирçе çамрăкĕ чăн-чăн этем пулса вилчĕ... Манăн та этем пулсах çĕре кĕресчĕ. Çак вырăс тусăма та этем пулсах вилме хăват сунатăп эпĕ. Хăйне этем теекен тĕнче ылханчăкĕ — офицер ăна ан çĕнтертĕрччĕ. Сăмахпа та. Хĕнесе те. Тертлентерсе те... Терт вăл вăйлисен чун-чĕрине хавшатмасть, тата вăйлăрах пулма çеç пулăшать...»
Хăйĕн тусĕ, вырăс хресченĕ чăн-чăн этем сăнне темĕнле инкек-тертре те тивĕçлĕн усрасса Асмантей чун-чĕрипе ĕненчĕ. Çав хушăра офицер хĕне-хĕне ывăнчĕ пулас.
— Ну, ик ураллă выльăх, ăнлантăн-и эпир санпа мĕнле калаçнине? — тыткăнри вырăс умĕнче чăмăрне юна-юна кăшкăрчĕ вăл.
Лешĕ хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
— Ăçта Емелькка Пугачев?! — çухăрашрĕ офицер çаплах чăмăрĕпе хăмсарса.
— Саншăн Емелькка Пугачев, маншăн вăл — государь-император! — мĕнпур вăйĕпе кĕтмен çĕртен кăшкăрса ячĕ тыткăнри вырăс.
Офицер, ун сассинчен хăраса шарт! сикрĕ.
— Ах, саншăн вăл государь-император иккен! — йĕкĕлтеме тытăнчĕ вăл лăплансан. — Куратăн-и, ав, хурăн ӳсет, — чӳрече енне кăтартрĕ. — Сан хурăну. Ун тураттисенчен сулланса тăмалла пулать сан. Тепĕр темиçе кунтан санпа юнашар Емелькка Пугачев вăр-хураха çакса хуратпăр.
— Шăпа патакки вĕçĕ иккĕ, — терĕ ăна хирĕç вырăс хресченĕ. — Кам пĕлет, тен, сана манпа юнашар çакса хурĕç. Эс мана вилĕмпе ан хăрат!
— Эп хăратса мар, — килĕштерес тенĕн каларĕ офицер. — Пугачев лагерĕ ăçта? Кала, вара эпĕ сана ирĕке ярăп.
— Сутăнчăк тăваймастăн мана! — сасартăк кăшкăрса ячĕ мужик. — Пурне те хăвăнпа ан виç, хаспатин путсĕр çын!
— Апла иккен! — ним тăвайман енне каллех пулĕм тăрăх утса çӳреме тытăнчĕ офицер. Тыткăнрисем çапла нимрен те хăрамасăр хăйне хирĕç тăни ăна чăнласах та аптратма тытăнчĕ пулас. Вăл пĕрре Асмантей, тепре вырăс çине пăха-пăха илчĕ, юлашкинчен, хăйне «пӳтсĕр çын» теме хăйнă хресчен енне аллипе сулчĕ:
— Çакăр! Çав хурăнран!
Салтаксем, ахăртнех, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ курăнать. Тепĕр темиçе минутран чӳрече умĕнчи хурăн тураттинчен вĕсем вырăс хресченне çакса та хучĕç.
Хăй те пĕлмест темĕншĕн çав самантра Асмантей Ламан паттăр çинчен калакан авалхи халапа аса илчĕ.
Ламан — тĕнчере çук паттăр çын.
— Эсĕ пуринчен те вăйлă. Кала-ха, турă пулма пултаратăн-и, Ламан? — ыйтнă унран.
— Пултаратăп, — хуравланă паттăр. — Эпĕ унран та вăйлăрах.
— Кашкăр пулма?
— Пултаратăп.
— Халиччен курман тискер кайăк пулма? Çынсен тирне чĕрĕллех сӳме пултаратăн-и?
— Пултаратăп пулĕ, — иккĕленсе хуравланă Ламан.
— Кам пулма пултараймастăн эсĕ вара?
— Этем пулма, чăн-чăн этем пулма йывăр, — тенĕ вара Ламан.
«Çук, çук, ку офицер çеç мар, унăн юнĕçен тарçисем те, салтаксем, этем ятне илтме тивĕç мар, — шухăшларĕ Асмантей. — Эй, çӳлти Турă, вĕсем чăнах та этем мар, вĕсем — халиччен курман тискер кайăк...»
Çак офицершăн хăй чăнласах та этем мар, хуçине хирĕç тăма хăйнă чура çеç иккенне Асмантей асне илме те пултарайман...
Ку офицер пеккисемшĕн хăй хуçине хирĕç тăнă чура выльăхран та япăхрах чĕрчун...
— Ну, хăв тусу çине пăхса савăн! — терĕ ăна офицер, патнерех пырса. — Епле хитре çакса хучĕç ăна ман кăйкăрсем! Сулланать. Çил çинчи çулçă пек. — Вăл Асмантее сăнасарах пăхрĕ те хуллен ыйтрĕ: — Вырăс мар-им?
— Çук, чăваш, — çăвар та уçмастăп тесе шутланă пулсассăн та хуравларĕ Асмантей. Хăй камне калаймасăр чăтаймарĕ вăл.
— Чăваш! — терĕ тепре мăнаçлăн.
— Ютйăх! — йĕрĕннĕ пек пулчĕ офицер. — Ара, мĕншĕн сан çак вырăс катаршнăйĕсемпе пĕрле пăлхавра çӳремелле?!
— Эпир пăлхавра çӳремен! Эпир вăрçă вăрçнă!
— Вăрçă вăрçнă! — тутине пăрчĕ офицер, — Йĕпе чăхсем евĕр тытса илтĕмĕр сире. Вăрçă вăрçма ăна пĕлмелле...
— Вĕренĕпĕр-ха. Ялан капла пулмăпăр.
— Вĕренĕр... Çук, пепкеçĕм, халь тин санран вĕрекесси пулмасть... Тамăкра çеç, тен...
— Эп мар пулсан, теприсем вĕренĕç.
— Теприсенчен те пулмасть... Нимĕн те...
— Пулать! — çине тăчĕ Асмантей.
— Хуп çăварна! — çухăрса ячĕ те офицер Асмантее хăлха урлă кĕрĕслеттерчĕ. — Хуп çăварна, выльăх! Чĕркуçленсе лар вырăс дворянинĕ умĕнче! Чĕркуçлен!
— Сан умăнта чĕркуçленсе ларма тĕве мар эпĕ! — мăнаçлăн каларĕ Асмантей.
Офицер урсах кайрĕ:
— А-а-а, тĕве мар иккен. Ну, юрĕ. Тĕве те, ашак та пулатăн…
Асмантей ӳчĕ çинче пĕр чĕрĕ вырăн та çукчĕ ĕнтĕ. Салтаксем ăна тискерленсе, урса кайса, хĕнерĕç те хĕнерĕç, вăхăт-вăхăт кана-кана илчĕç, унтан каллех хĕнерĕç... Штыкпа чикрĕç, хĕçпе касрĕç... Юлашкинчен, чĕп-чĕрĕ юнлăскере, офицер патне сĕтĕрсе кайрĕç.
Хăйне епле йывăр пулсассăн та Асмантей тăнне çухатмарĕ. Салтаксем хăйне ярсассăн вăл, юлашки вăйне пухрĕ те, стена çумне тĕрĕнсе, ури çине тăчĕ. «Эпĕ шухăшлани тĕрĕсех иккен, — вĕлтлетсе иртрĕ шухăш унăн пуçĕнче. — Вĕсем этем мар, халиччен курман тискер кайăксем...»
— Пуççап! Чĕркуçленсе лар ура умне! — хушрĕ офицер. — Кала хăв тĕве иккенне!
Асмантей нимĕн те чĕнмерĕ.
— Пуççап! — çухăрашрĕ офицер. Асмантей çаплах çăварне те уçмарĕ.
- Ах, путсĕр выльăх! — çухăрашрĕ çаплах офицер. Вăл чăтаймарĕ, Асмантее тăнлавĕнчен кĕрĕслеттерчĕ.
Асмантей урайне ӳкрĕ.
— Эй, кам унта! — чĕнчĕ салтаксене офицер! — Тăвар илсе килĕр!
Салтаксенчен пĕри алă айне лекнĕ савăтпа тăвар йăтса килчĕ.
— Суранĕ çине тăвар сапăр!
Нимĕнле чĕрĕ чун чăтайми ыратни пирки мар, çав ыратнине чăтаймасăр йынăшса ярас марчнĕ тесе шухăшларĕ Асмантей хăйĕн суранĕсене тăвар чĕпĕте-чĕпĕте сапнă чухне. Тăвар унăн чĕрĕ ӳтне çирĕ, юнпа хутăшса, шыв пулса, Асмантейĕн юлашки вăйне пĕтерсе, урайне сăрхăнчĕ.
Асмантей вăхăтлăха тăнне çухатрĕ... Унтан каллех тăна кĕче. Анчах хальхинче вара ыратнине туймарĕ. Ăна каллех урапа тапрĕç, суранĕсем çине тăвар сапрĕç... Унăн халĕ нимĕн те ыратмарĕ. Этеме упракан шалти вăй пĕтĕмпех тăварлă юнпа сăрхăнса пĕтрĕ пулас. Çапах та вăл чĕрĕччĕ-ха. Пуçĕнче ăн пурччĕ. «Мĕншĕн çапла тискерленеççĕ вĕсем? — шухăшларĕ Асмантей. — Эпĕ вĕсене ним усал та туман-çке-ха? Çапман. Хĕнемен. Кӳрентермен. Вĕсене халиччен курман та. Эпĕ вĕсемпе вăрçă вăрçнă. Уççăн, хире-хирĕç тăрса. Пытанмасăр, улталамасăр. Мĕншĕн çапла тертлентереççĕ вĕсем мана? Вĕлересех теççĕ пулсан, мĕншĕн чиксе пăрахмаççĕ?»
Улăп евĕр кĕрнеклĕ хул-çурăмлă салтак пĕр витре сивĕ шыв йăтса килчĕ те çап-çара выртакан Асмантее сапрĕ.
Асмантее çăмăлрах пулса кайрĕ. Унăн ăнĕ те çуталчĕ. Вăл хăй умĕнче тăракан кашкăр сăнлă офицера курчĕ.
— Ну, кала, тĕве, те! — кăшкăрашрĕ офицер. — Кала çапла, вара чĕрĕ хăваратăп сана!
Вăл йăлтах тертленсе çитнĕ пулас: питĕнчен тар тумлать.
— Тĕве мар эпĕ! — хăйăлтатса илчĕ Асмантей.
— Кала! — çаплах çухăрашрĕ офицер. — Кала! Тĕве эсĕ! Типсе çуннă тутине аран хускатайрĕ Асмантей.
— Э-тем э-пĕ...
Офицер хĕремесленсе кайрĕ.
— Чĕрелле çĕрĕ чикĕр! Çакăр! — кăшкăрса ячĕ вăл сасартăк урайĕнче выртакан Асмантее мĕнпур вăйĕпе тапса. — Куç ан куртăр ăна!
Салтаксем Асмантей патне ыткăнчĕç. — Çук! — сасартăк чарчĕ вĕсене офицер. — Пуртăпа! Касăр! Ваклăр!
Сулахай аллине пуртă пырса çапнине Асмантей туймарĕ те темелле, вăл йăлтах халтан кайнăччĕ, мĕн пулса иртнине ăнланми те пулнăччĕ. Çапах вилменччĕ-ха вăл. Пуçĕнче юлашки шухăш тĕвĕленме ĕлкĕрчĕ: «Ман ывăл пур, Упа. Эх, ашшĕсĕр юлать иккен вăл... Çапах та сĕм тăлăхах мар. Аталăхĕ пур унăн. Патька-патша. Вăл ăна пĕтме памĕ. Шанатăп... Ман ывăл ӳссе çын пулать. Вара, ӳссе çитсен, ашшĕне вĕлерекенсене тавăрĕ вăл...»
Тăна кĕнĕ хăшместĕре çавăтса кĕнĕ чухне офицер тенкел çинче ларатчĕ. Çын вĕлере-вĕлере ура çинче тăрайми пулнă вăл.
— Кур, путсĕр йытă, хăвăн тусусем ăçтине! — ывăннăн каларĕ офицер. — Çакăн çине пăхса савăн! — касса вакланă Асмантей çине аллине тăсса кăтартрĕ. — Тепри, ав, хурăнран çакăннă! — Чӳрече енне пăхрĕ. — Виççĕмĕшĕн ӳтне йытăсене пăрахса панă...
Офицер сасси вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пычĕ.
— Сана ирĕке яратăп эпĕ, — чашкăрчĕ вăл юлашки вăйне пухса. — Сан пек ватсупнă кирлĕ мар пире. Ăнлантăн-и? Кай, кала: пурне те çакăн пек вилĕм кĕтет сан тусусене!
Хăшместĕр нимĕн те чĕнмерĕ.
— Ирĕке яратăп сана, — терĕ каллех офицер, урма тытăнса. — Анчах ним паллисĕр мар! Эй! — чĕнчĕ салтаксене. — Сăмси çуначĕсене туртса татăр! Вара... кăларса ывăтăр! Кайтăр тусĕсем патне!..
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...