Хуняма :: Пĕрремĕш пайĕ
Кулюк. Укçа, укçа кам тытать сирĕн?.. Сана пĕрер пусăн парса пырать-и? Укçине хăй перекет кассине хурса пырать. Уйрăлас-мĕн пулсан? Вăл легковой машина илсе ярать, эсĕ сăмсуна вашлаттарса ларăн.
Серахви. Эпир уйрăлмастпăр.
Кулюк. Уйрăлас пулсан, теприне тупса ярсан? Халĕ хĕрсем нумай. Упăшкуна та тытса илсе кайĕç. Вара мĕн калăн?
Серахви. Сана ăнланма хĕн, анне.
Кулюк. Ăçтан ăнланăн?
Серахви. Вара ман упăшкана сыхласа çӳрес-и ĕнтĕ шпион пек?
Кулюк. Шпион пек мар, çынсем пек. Кĕсйисене тĕрĕсле, çыру тавраш çук-и? Еркĕнĕнчен...
Серахви. Ун пек пурăнас тăк, качча та каймалла мар.
Кулюк. Пĕлместĕп. Тем тума пĕрлешнĕ эсир. Качча кайса курас килчĕ-и?
Серахви. Çапла.
Кулюк. Апла пулсан йĕвенне лайăхрах тыт. Ан вĕçерт.
Серахви. Йĕвенне вăл хăй тытасшăн-ха.
Кулюк. Эсĕ ху тыт. Халĕ ĕлĕкхи мар. Елĕк вăл хĕрарăма ним вырăнне те хуман. Ăна çĕр те паман. Çавăнпа юратнă-и, юратман-и вăл упăшкине, пурпĕрех пăхăнса, асап курса пурăнмалла пулнă. Эсĕ халĕ хăв хуçа. Инженер, ĕçлетĕн, укçа илен. Апла пулин те, санăнах унăн кĕпи-йĕмне çуса пурăнмалла, ăна апат хатĕрлесе памалла.
Серахви. Эсĕ, анне, ман упăшкана пĕтĕмпех хурласа пĕтертĕн. Пĕлместĕп ĕнтĕ, тем тумалла.
Кулюк. Чи малтан упăшку киле килсенех укçине ярса тыт. Пĕл: ĕçсе яман-и вăл. Унтан — ăçта пулнă вăл? Кампа мĕн тунă çак таранччен?
Серахви. Укçине памасан?
Кулюк. Уйрăлатăп те.
Серахви. «Уйрăлатăп те?»
Кулюк. Хăратса пăх, ну, выляса. Укçине парсан юратать, памасан вара...
Серахви. Ах, анне. Çын ĕçлесе ывăнса килет.
Кулюк. Эппин, йăл-йăл кулса, юрласа кĕтсе ил.
Серахви. Тен, тарăхса килет.
Кулюк. Эппин, ыталаса чуптусах ил.
Серахви. Ăçта тĕртен эс мана, анне?
Кулюк. Ну, хăвăнне хăв пĕл, кайран ан ӳкĕн.
Трахви кĕрет, вăл çав тери ывăннă, пиншакне çакать, туфлине хывса вырăнне хумасть.
Трахви. Шыв колонкине чĕрт-ха.
Серахви. Туфлине те вырăнне хумастăн.
Трахви. Ывăнтăм-ха.
Кулюк пĕр пӳлĕмрен тепĕр пӳлĕме кĕрсе тухать, алăка шаплаттарса хупать.
Мĕн пулнă? Хуняма килнĕ-çке.
Серахви. Сана мĕн пулнă?
Кулюк. Килсе курас терĕм-ха, мĕнле пурăнкалатăр?
Трахви. Аван пурăнатпăр. (Серахвие.) Çимелли пур-и сан?
Серахви. Ресторанта тăранаймарăн-им?
Трахви. Эпĕ унта пулман. Тата эсĕ ресторантинчен лайăхрах хатĕрлен.
Серахви. Ан чеелен, тилĕ.
Трахви. ...тесе кăшкăрнă тет автан, лупас айне чупнă тет чи малтан.
Серахви. Автан çав, чупкăн автан. Çуллăн калаçма пултаран.
Трахви. Эсĕ мана култаран, мĕн пулнă сана?
Серахви. Сана мĕн пулнă, куçусем ытла йăлкăшаççĕ. Чипер хĕре аса илтĕн-и? Кам вăл? Кала.
Трахви. Инженер.
Серахви. Ан мăшкăлласа тăр.
Трахви. Тăхта, тăхта, мĕн пулнă сана? Чăнах. (Кулюка.) Мĕн пулнă ăна? Ман арăма.
Кулюк. Пĕлместĕп. (Пăрăнса ларать.)
Трахви. Эсĕ мана кун пек нихăçан та кĕтсе илмен.
Серахви. Лайăхрах кĕтекенсем пур-и? Ĕçрен тăваттăрах тухнă, ăçта пулнă ку таранччен?
Трахви. Стадионра пултăм, футболла вылярăм.
Кулюк (пуçне çĕклесе). Кампа вылярăм тен?
Трахви. «Динамопа».
Кулюк. Арăм килте ларать, вăл темле Тинăпа выляса çӳрет.
Трахви. «Динамопа». Тинăпа мар. Хамăр цехшăн футболла вылянă, арăма килсе чĕнме вăхăт пулмарĕ.
Кулюк. Стадион тăрăх мечĕк тапса çӳреме текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ.
Трахви. Ăнланмастăн эсĕ, хуняма, хальхи çамрăксене. (Сĕтел хушшине пырса ларать.)
Кулюк. Ăçтан ăнланан сире?
Трахви. Серахви, чăнах, ман хырăм выçнă.
Серахви. Эпĕ саншăн текех лакей мар. (Пăрăнса утать.)
Трахви. Мĕн? Лакей мар терĕн? Авă мĕнле?
Серахви. Çапла. (Сĕтел патне пырать.) Укçа илтĕр-и?
Трахви. Илтĕмĕр.
Серахви (сĕтел хушшине кĕрсе ларать). Пар-ха кунта.
Трахви. Мĕн тума?
Серахви. Шутласа пăхар, мĕн чухлĕ пĕтернĕ эсĕ ĕçсе е картла выляса.
Трахви. Эпĕ картла вылямастăп, сăлтавсăр ĕçместĕп.
Серахви. Шашкăлла-шахмăтла.
Трахви. Эпĕ укçалла вылямастăп.
Серахви. Чипер хĕрсене парне илсе патăн пуль?
Трахви. Эпĕ апла-капла хăтланмастăп.
Серахви. Пĕлетпĕр сана. (Трахви пиншакĕн кĕсйисене тĕрĕслет. Сĕтел патне пырать.) Ну-кă, укçа кушельне пар-ха.
Трахви. Мĕн чухлĕ кирлĕ-ха.
Серахви. Пурне те пар.
Трахви. Мĕн тума?
Серахви. Малашне укçана хам тытатăп, эпĕ хуçа.
Трахви. Ха-ха-ха, кам пăсса янă сана? Эсĕ тумлатрăн-и, хуняма?
Кулюк. Мана мĕн ĕç. (Пăрăнса ларать.) Вăл хăйĕнпе хăй хуçа ĕнтĕ.
Серахви. Малашне эпĕ хуçа килте.
Трахви. Эсĕ? (Тăрать.)
Серахви. Эпĕ, эпĕ. Часрах пар укçуна.
Трахви. Ме ăна-кăна илме...
Серахви. Пурне те.
Трахви. Мĕн тума сана пурне те памалла?
Серахви. Пирĕн атте укçине пĕтĕмпех аннене парса тăнă.
Кулюк. Çаплах, пĕтĕм укçа ман алăра пулнă.
Трахви. Пирĕн укçана атте тытнă.
Серахви. Памастăн апла?
Трахви. Памастăп. (Кухньăналла утать.)
Серахви. Памастăн, эппин?
Трахви (чарăнса). Памастăп терĕм-çке.
Серахви. Апла, апла эсĕ мана юратмастăн? (Макăрса ярать.)
Трахви. Эсĕ укçа тыткалама пĕлместĕн вĕт.
Кулюк. Тĕрĕс мар калатăн, вăл арихметикăпа «пиллĕк» паллă илсе пынă.
Трахви. Ун пирки мар. Мĕн курнă, çавна илен.
Серахви. Кирлĕ пулсан илетĕп те. Сберкассăна хурса пыратăп.
Трахви. Пĕртте канашламастăн, кирлĕ-и вăл, кирлĕ мар-и? Вара пур чух — пылпа, çук чух — шывпа.
Серахви. Юлашки хут ыйтатăп. Паратăн-и эсĕ, памастăн-и?
Трахви. Памастăп. Эс шухăшланă пек пулмасть.
Серахви. Пулмасть? Ну, юрать эппин, эс каланă пек пултăр. Кайран ан ӳкĕн.
Трахви. Ӳкĕнместĕп.
Серахви. Ӳкĕнместĕн? Чунсăр, хыт кукар. Апла эсĕ мана юратса качча илмен. Чĕнместĕн? Апла тĕрĕс?..
Трахви. Вара эпĕ сана юратнине эсĕ сисмен-и?
Серахви. Вылянă çех эсĕ манпа.
Трахви. Мĕнле ăнланмастăн эсĕ?
Серахви. Ăнлантăм, халĕ ăнлантăм ĕнтĕ. Капла санпа пурăнма май çук. Сан характеру ытла йывăрланса кайнă.
Трахви. Сан вара чĕлхӳ çав тери вăрăмланса кайнă. Малтан эсĕ кушак пекех йăвашчĕ. Халĕ...
Серахви. Мĕн халĕ?..
Трахви. Тимĕркке арăмĕ пекех пулса кайнă. (Сĕтел хушшине пырса ларать.)
Серахви. Эпĕ Тимĕркке арăмĕ-и?
Трахви. Çавă.
Серахви. Эсĕ ху Тимĕркке! Анне, анне! Илтрĕн-и?
Кулюк. Илтрĕм, хĕрĕм, илтрĕм.
Трахви. Тăхтăр-ха.
Кулюк. Нимĕн тăхтамалли те çук. Эсĕ ман хĕре юратмастăн.
Трахви. Тимĕркке хăй арăмне юратнă пекех юрататăп.
Кулюк. Юратан пулсан ун пек тумаççĕ. Мĕн ĕçлесе илнĕ укçана пĕтĕмпех арăмне параççĕ. Хуçалăха арăм тытса пымалла.
Трахви. Ну?
Кулюк. Нимĕн нулатмалли те çук. Лаша мар эпĕ. Пуçтарăн, хĕрĕм. Каларăм вĕт сана, итлемерĕн. Ман хĕре сан пек рабочисем мар, инженерсем, учительсем качча илесшĕн пулнă, магазин директорĕ те хăтана килесшĕн пулнă.
Трахви. Эпĕ ирĕксĕр илмен.
Кулюк. Пуçтарăн, хĕрĕм, кунта пĕр минут та юлмастăн.
Серахви япалисене пуçтарма тытăнать.
Трахви. Итлĕр-ха...
Кулюк. Пĕтертĕн хĕре, пăсрăн.
Трахви. Анне!..
Кулюк. Эпĕ санăн аннӳ мар. (Пăрăнса утать.)
Трахви (Серахви патне пырать). Юратнă арăм.
Серахви. Эпĕ текех санăн арăму мар. (Пăрăнса каять. Ăна-кăна илет.)
Трахви. Серахви, эппин.
Серахви. Çирĕм ултă çул Серахви пулнă.
Трахви (Серахви хыççăн утса). Чунăм!
Серахви. Пĕлетпĕр санăн вăййусене.
Трахви. Юрать, вылямастăп. Çавна çех калатăп. Каясах тесен кай, чармастăп, алăк уçă. (Сĕтел хушшине ларать.)
Серахвипе Кулюк чарăнаççĕ, çăварĕсене карса пăрахаççĕ.
Серахви. Çаплах-и?
Трахви. Çаплах.
Серахви. Апла эпĕ те текех вылямастăп. (Серахви чăматан илсе тухать, унта кĕпе тумĕ чикет, пӳлĕме кĕрсе каять.)
Трахви. Сана, анне... анне мар-ха, хуняма та мар ĕнтĕ, Кулюк инке çех тейĕпĕр. Сан хĕрне эпĕ ирĕксĕр илмен, эсĕ пăснă ăна, эпĕ мар.
Кулюк. Аюй, аюй! Апла пулсан ачан ашшĕ те эсĕ мар пулĕ? Илтетĕн-и эсĕ? Мĕн калать вăл? Эй, турă! Эй, турă!
Серахви. Халех сăмахна каялла ил. Чĕнместĕн... апла сывă пул. (Серахви чăматанĕпе тухма тăрать.)
Серахви тултан керекен Чĕшлука çапăнать. Тухса каять.
Чĕшлук. Ай-яй, кин сăмсана чуть-чуть катса каятчĕ. (Кулюка алă пама тăрать, лешĕ пăрăнать.) Мĕн пулнă кунта сирĕн?
Кулюк. Пулнă-ха. (Калла-малла утса çӳрет.)
Чĕшлук. Урамранах илтĕнет кăшкăрашни.
Кулюк. Кĕрӳ пирки. Эсĕ ачуна начар пăхса ӳстернĕ.
Чĕшлук. Акă тата, начарланса кайрĕ-и ĕнтĕ?
Кулюк. Начар, начар.
Чĕшлук. Ĕçме пуçларĕ-и?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...