Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
— Талюна, тăр! Сана çыру! — илтетĕп.
Çыру килтен. Телее кура, конвертран маншăн пите хаклă хут тухрĕ. Ăна Шупашкарти медицина техникумĕ янă. Мана вĕренме илни çинчен пĕлтерет. Вăт тамаша... Мĕн тумалла ĕнтĕ, мĕн? Манăн умри çул сасартăк икке уйрăлчĕ. Хăш юппине кĕрсе кайсан телей тупăп-ши?.. Шухăш пăтранма тытăнчĕ. Манăн хамăр чăвашсен тĕп хулине, Шупашкара, каяс килет. Кунтан та пăрахса кайма аван мар. Сăлтав шырама тытăнтăм. Пуçа вут çути евĕр шухăш çуталса кĕчĕ. Чим-ха, кунта вĕрентмеççĕ-иç. Тырă выртараççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхтараççĕ. Ку вĕрентни мар. Ăна килте пĕчĕккĕ чухнех хăнăхтарнă.
Сăлтавĕ тупăнчĕ. Савăнтăм вара куншăн. Ара, асаннем час-час йăшса çӳрет ав. Юн кайнипе аптратăп тет. Пулăшма пултарайманскер, ун сăмахĕсене чуна ыраттараймасăр итлейместĕп. Халĕ шăпах май пур. Медищша техникумĕнче вĕренĕп те асаннене сыватма лайăх эмел тупăп. Çу-у-ук, Шупашкарах каймалла. Çулăм унталлах выртать. Шупашкара!
Хĕрсем ĕçе кайса пĕтсен, пĕчек арчама япаласене чиксе питĕрсе илтĕм те, ăна хулпуççи çине лартса, станцине вĕçтертĕм. Таçтан-муртан пĕр студент тухрĕ. Хушамачĕ унăн — Чернов. Хура сăн-питлĕскер. Хушамачĕ хăйне курах вара. Юнашар утать. Йĕркеллĕ калаçать хăй. Майĕпен эпĕ ăçта кайнине вăлтса пĕлчех. Ӳкĕтлет. «Лайăх техникума пăрахса каян», — тет. Эпĕ пуçăма кăна суллатăп. Ĕç тухман енне, çапла каласа хучĕ:
— Шел, пирĕн техникум çакнашкал хитре хĕре çухатать.
— Пакăлти-çке эсĕ, — терĕм ăна хирĕç, вара иксĕмĕр те кулса ятăмăр.
Поезд çине ларсан...
Аса илсе выртнă май, илтех кайрăм: «Тухтăр, тухтăр!» Кам йăслать, ара?
Поезд тăпах чарăннăн туйăнчĕ. Кама чĕнеççĕ? Чим, ара, ку мана-иç. Мансах кайнă: эпĕ халĕ те ампар умĕнчи чатăр айĕнче выртатăп-çке.
— Тухтăр, вăрантăн-и эсĕ?
Шăналăк чаршава пĕр кĕтесĕнчен сирсе пăхрăм. Хваттер хуçи арăмĕ чĕнет иккен.
— Ырă кун пултăр, инке, — тетĕп.
— Тавах, хăвна та сывлăх пултăр, — тет вăл. — Мĕн-ха, хĕрĕм, сана паян кил тăрăх ертсе çӳреме кӳршĕ ачине хушнă. Шĕвĕрĕ паçăрах килнĕ, ав, алкум вĕçĕнче ларать.
Эпĕ тăрса тумлантăм. Сĕтел хушшинче апат хатĕр: пăри тинкĕли пăсланать тата тирĕкпе уйран. Чи юратнă апат ку ман.
— Ан ятла ĕнтĕ, хĕрĕм, урăх ним те пулмарĕ, — тет кил хуçи хĕрарăмĕ, сĕтел çине татах икĕ çăмарта хурса.
Мана ертсе çӳрекен шĕпшĕлтекĕ калаçма юратаканскер пулчĕ. Пĕр киле кĕричченех паллашрăмăр. Ванюк ятлă хăй. Тăваттăмĕш класра вĕренет. Çитменнине тата, питĕ хăюллăскер. Пӳрте манран малтан чупса кĕрет те хуçисене çапла калать вăл:
— Тухтăрăн васкамалла. Çаннăрсене тавăрса, хатĕрленсе тăрăр! Хăрамалли ним те çук, ӳпре çыртнă чухлĕ те ыраттармасть.
Çыннисем ăшшăн йăл кулаççĕ те ăна итлеççĕ.
Урам урлă каçнă чух Ванюк хыпар пĕлтерчĕ:
— Илтнĕ-и эс Мĕкĕте мучи упа тытни çинчен?
— Çук, — тетĕп. — Хăçан?
— Ĕнер, ара. Вăрманта, Çарăк çырминче тытнă.
Паллах, ун сăмахне ĕненместĕп. Юмах çаптарать. Вăрманĕ чăнах çывăхрах ĕнтĕ.
— Упине куртăн-и? — ыйтатăп Ванюкран.
— Пĕтĕм ял халăхĕ курнине эпĕ, мĕн, суккăр-и?
— Упи пысăк-и?
— Ытлашши мар, — ăнлантарать Ванюк, аллипе хăйĕн кăкăрĕ таран кăтартса. — Пирĕн пăру пысăкăш пур пулĕ.
— Курасчĕ-çке манăн та, — пĕлтертĕм ĕмĕте.
— Ĕнер çывăрмалла пулман, — пат татса хучĕ Ванюк, — кая юлнă.
— Мĕншĕн?
— Патшалăха кайса панă.
— Эппин, — терĕм, — сунарçине те пулин курасчĕ.
Ванюк ман çине чăр-р пăхса илчĕ те кулса ячĕ. Вара çапла каларĕ:
— Мĕкĕте мучи упа мар-иç, ăна мĕн курмалли пур?
Эпĕ те сăмахран ӳксе юлмарăм:
— Ха, упа тытакан вăл — паттăр çын. Ăна мĕнле курас килмĕ?!
Ванюк ним те чĕнмерĕ. Мала иртрĕ те тӳрех униче умĕнче ларакан пӳрт патнелле утрĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Ун хыççăн шăпăрт кăна пытăм.
Хапха уçăлнă-уçăлман, алкум вĕçĕнче йывăç чутласа тăракан кĕреçе сухаллă ватăрах арçынна куртăм. Сывлăх сунма ĕлкĕриччен Ванюк персе те ячĕ:
— Мĕкĕте мучи, сана çак майра курасшăн!
Хама аван маррăн туйрăм. Анчах тӳрех тавçăртăм: ку Мĕкĕте мучи, упа тытакан сунарçă. Эпĕ ăна элес-мелес çӳллĕ çын пулĕ тенĕччĕ. Вăл вăтам пӳллĕскер çеç.
Ман çири шурă халата курсан, эпĕ мĕн сăлтавпа килнине ăнланчĕ пулас, тӳрех пӳрте кĕме сĕнчĕ.
— Çемье килте, — терĕ вăл.
— Сирĕн те кĕме тивет самантлăха. Айтăр пĕрле, — чĕнтĕм мучие.
— Юрĕ, юрĕ.
Ванюк малтанах çĕмĕрттерсе кĕрсе кайнă. Урата урлă каçрăм çеç, çынсем çанăсене тавăрса тăнине куртăм та. Ванюк ĕçĕ. Йăл кулмасăр тӳсеймерĕм, çыннисем те ăнланчĕç, вĕсем те вăрттăн тутисене сарса пĕрчĕç.
Прививка тума аслисенчен пуçларăм. Вара пĕчĕккине. Шăпăртах тăчĕ ача.
— Маттур, — мухтатăп ăна. — Аслаçу пекех сунарçă пулатăн пулĕ.
— Çу-ук, — хирĕçлерĕ ача. — Эпĕ шофер пулатăп.
Мĕнле ăслă ача. Ялта пĕр машина çук, вăл курман та-и, тен, ăна. Мал ĕмĕтлĕ. Калаçнине илтнĕччĕ, малашне кашни колхозрах трактор, машина пулмалла. Хăçан çитĕ-ши вăл вăхăт?
— Тӳсĕмлĕ ача, — татах мухтатăп пĕчĕккĕскере. — Кĕпе çаннине антар та аслаçуна тухса чĕн.
Тиха евĕр тĕпĕртетсе пӳртрен тухса кайрĕ.
Прививка тунисен ячĕсене списока çыртăм ĕнтĕ. Мучи çаплах кĕмест. Тӳсеймерĕм, картишне хам тухрăм. Сунарçă мăнукĕ печченех тăрать.
— Аслаçуна тупаймарăн-и?
— Тупрăм. Вăл ăçтине каламастăп. Асатте хушмарĕ.
— Эпĕ сана чăн-чăн шофер пулĕ тенĕччĕ. Эсĕ пур, аслаçу ăçтине те калаймастăн. Эх!
Ачан куçĕ чеен йăлтăртатса илчĕ, вара вăл ман халат аркине кăрт-кăрт туртрĕ. Лăпчăнса лартăм чĕрне вĕççĕн. Вăл хăлхаран мана шăппăн çапла каларĕ:
— Асатте нӳхрепе анса ларчĕ.
Кăна кĕтменччĕ эпĕ. Кулса ямасăр аран тӳсрĕм. Çын упа тытма хăрамасть, хул кастарма шикленет. Тен, йăнăшать ача? Ĕненмесĕртереххĕн нӳхреп анине пырса уçрăм. Мĕн тейĕн? Тĕрĕс. Мĕкĕте мучи куян пек чĕтресе ларать.
— Ай-уй! — кăшкăрса ятăм.
— Ан та тăрăш. Пурпĕрех хул кастарма килĕшместĕп. Чеччепе чирлес вăхăт иртнĕ ĕнтĕ ман. Эпĕ ватă çын.
— Çапла пулĕ те. Анчах кашни çынна прививка тумалли çинчен правительство йышăннă-çке. Кун пирки ял Совет пухăвĕнче те калаçса татăлнă. Çук, ман пĕр çынна та прививка тумасăр хăварма юрамасть.
Тем кала, мучи пĕрех ӳкĕте кĕмест. Эй, мĕн тилмĕрсе тăратăп çак? Пӳрте кĕрсе, сумкăна илсе тухрăм та хăпăл-хапăл нӳхрепе антăм. Мучи, çакна кĕтменскер, шалт! аптраса тăчĕ. Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Анчах сунарçă эпĕ мĕн прививка тăвичченех пуçне айккинелле пăрса, куçне пăчăртаса хупса тăчĕ.
Мĕкĕте мучи хăй мыскарине нӳхрепе кăкарса хăварайман-мĕн. Вăл ут утланса хапха уçсах ял çине тухса вĕçнĕ. Çав хыпар эпĕ çитес çĕрте хăнара, çынсен шăл хушшинче шĕкĕлченнĕ, пуринне те чĕлхе вĕçне кăтăклантарнă, лĕх-лĕх култарнă.
Кунсем умлă-хыçлă хăвăрт-хăвăрт иртрĕç. Юлашкинчен хам вĕреннĕ яла çитрĕм. Кирек хăш урамран пăхсан та, вĕреннĕ шкулăм курăнать. Сăрт çинче вăл. Икĕ хутлă чул çурт. Таврара тупаймăн унашкал хӳхĕм шкул. Мана та илемĕпе илĕртсе вĕренме йыхăрчĕ вăл. Çак шкула империализм вăрçинче тыткăна лекнĕ австриецсене тутарнă тетчĕç. Халĕ шкул тавра ачасем хĕвĕшни курăнмасть, каникулта ĕнтĕ вĕсем.
Ял Советĕнче мана ертсе çӳреме кашта пек çӳллĕ арçын тупса пачĕç.
Килрен киле кĕрсе тухатпăр. Эрне иртрĕ. Хам вĕреннĕ ял. Турăçăм! Тăватă çул пурăннă. Иккĕмĕш тăван ял. Палланă çын нумай. Унта та кунта пĕр класра вĕреннĕ тантăшсене тĕл пулатăп. Тăкăрлăка пухăнатпăр та тытăнатпăр сăмахлама. Вăрăм çивĕтлĕ Маня халап майăн ыйту парать:
— Кăмăла каять-и тухтăр ĕçĕ?
— Калаймастăп. Эпĕ халлĕхе тухтăр та, сестра та мар. Халлĕхе ман ĕç çăмăл. Çынна кĕпе çаннине тавăрттаратăп та мамăкпа спирт пусса чавсаран çӳлерех сĕретĕп. Вара перопа виç-тăват миллиметр тăршшĕ ӳте чĕлт! чĕретĕп, эмел хуратăп. Пулчĕ те. Ĕçĕнчен ытла мана халĕ çынсемпе тĕл пулни, калаçни, вĕсен пурнăçне пĕлни чуна килĕшет.
— Тухтăр ĕçĕнчен çав тери йĕрĕнетĕп, таса мар ĕç, — хушса хурать ушкăнта тăракан тепри, пуçне пăркаласа. — Çын шыçанне курсан хăсса ярап, тупата.
— Çынна ыратнинчен хăтарни — чи пархатарлă ĕç, — тет Маня.
— Ман шутпа та çапла, — тетĕп эпĕ. — Анчах тухтăра тухас çул питĕ вăрăм. — Нумай вĕренмелле. Пулайăп-ши эпĕ чăн-чăн тухтăр? Пĕлместĕп. Анчах ĕмĕтĕм тĕнче пек пысăк.
Сăмах вĕçленмест. Пĕр-пĕринчен ыйтса тĕпчемелли темĕн чухлех.
— Крахха качча тухнă!
— Упăшки мĕнле çын-ши?
— Учитель тет.
— Талюна, эсĕ хăçан качча каян? — ыйтать тухтăр ĕçне тиркекен хĕр.
— Никам та илмест, — тетĕп.
Тантăш хĕр хускатнă ыйтăва хăех татса пачĕ:
— Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, теççĕ ваттисем. Йĕркеллĕ пулсан, тупăпăр-ха эпир те упăшка.
Хĕрсенчен уйăрăлсан, Тарăнвар еннелле утрăм. Пĕве леш енче пĕчĕкçеç çĕнĕ çурт ларать, пĕчченех. Мĕншĕн халăхран уйăрăлмалла пулнă-ши ун? Çав киле кĕрсе тухсан, ĕçĕм вĕçленет вара, практика пĕтет.
Каллех Анюкпа пĕрле!.. Вăрнар станцинче тĕл пулатпăр. Районти сывлăх пайне отчет памалла. Вара — Шупашкара! Анчах та Анюк качча тухасшăн. Мĕнле-ха ĕнтĕ малалла? Пĕрле çӳреймĕпĕр-ши? Вăл та, эпĕ те мăшăрлă пулсан, килĕшӳллĕ. Эпĕ — мăшăрсăр. Эй, кулянас мар-ха. Пирĕн валли те тупăнĕ-ха. Пулас упăшка кантăк умне пырса ларса макăрать, тет. Хĕр-тантăш каларăшле: йĕркеллĕ çӳре, ятна çеç ан яр. Ырă ят хĕршĕн сывлăш пекех кирлĕ.
2
Ман аппа Вăрмар станцинче пурăнать. Кунта район центрĕ.
Алăкран кĕнĕ-кĕмен, аппам çыру тыттарать. Анюкран-мĕн. Вăл хăй патне тилмĕрсе чĕнет, туйра хĕрçум лартасшăн.
Районти сывлăх пайне кĕрсе кирлĕ отчетсене патăм. Пĕлтĕм, Аyюкран пĕр хут татăкĕ те çук. Ыран-тепĕр кун Шупашкара, техникума çитмелле. Чунăм вăркать. Мĕн тăвас? Анюка пăрахса хăвармалла-и?
— Туйран кам юлать, — тет аппа мана. — Çамрăксен савăнмалла. Каймасан тус-тантăшу та кӳренĕ.
Анюк пурăнакан ял Вăрмар станцинчен аякрах та мар, виç-тăватă çухрăм çеç. Тухса утрăм.
Ял укăлчинчен кĕрсенех эпĕ хĕрсен ушкăнне тĕл пултăм. Анюк пирки çăвар уçрăм кăна, вĕсем пурне те пĕлеççĕ-мĕн. Иркӳлĕм Анюка пулас упăшкисен килне кĕрсе кайнине те курнă. Вĕсен пӳрчĕ тĕлне те хĕрсем кăтартса ячĕç.
Çитрĕм. Хапхине питĕрнĕ. Шаккарăм. Пĕр хĕрарăм тухса илчĕ. Хăй çамрăках та, ватах та мар, вăтамскер.
— И-и, кĕрех, кĕрех. Эсĕ пулатăн-и пирĕн пулас кинĕн юлташĕ? — тет хăлаçланса хĕрарăм, питĕ хаклă, тахçан кĕтнĕ хăна килнĕн. — Эпĕ санăн тăхлачу. И-их, илтсе сан çинчен, илтсе. Ятна та пĕлетпĕр — Талюна. Яту та, кулюк-каçăм, хăвăн пекех хитре. Пит-куçу — çырла, чĕлхӳ-çăвару — чĕкеç.
Тĕлĕнсех кайрăм. Мĕншĕн ман чĕлхе-çăвара ырлать? Эпĕ калаçнине илтмен-çке вăл, пĕр сăмах чĕнме ĕлкĕрей-мерĕм.
Тытăнчĕ тăхлач сĕтел хушшинелле сĕтĕрме. Эпĕ турткалашатăп. Анюка та, унăн пулас упăшкине те курман вĕт-ха.
— Атя, кăвакарчăнăм, сик, сик сĕтел хушшинелле, — тет тăхлачă. — Çăкăр-тăвартан аслă пулма хушман ваттисем. Сан ятупа юри вĕри кăмакана сĕтпе çăмарта юрса ешник лартрăм. Пичĕ хĕвел пек хĕрелсе хăпарчĕ.
Сĕтел хушшине лартăм. Тăхлач çынна сăйлама ăста курăнать. Ума ваштах темтепĕр лартса тултарчĕ: ешникĕ те, яшки те, пăтти те, кукăлĕ те пур. Анчах, чи кирли — кашăкĕ çук. Те манчĕ, те юри хумарĕ. Темшĕн юлашкине ĕненес килет. Хăй çаплах сенĕм пекки тăвать:
— Астив-ха, çи, çи. Яшкине сып. Яшки пăс тухми çуллă. Сăмах майăн ыйтрăм:
— Ăçта-ха сирĕн çĕнĕ çынсем?
— Манăн панулми пахчи питĕ аслă. Эсĕ, Талюна, ăнланаймарăн пулĕ-ха, Анюкăн пулас упăшки — Лексей — ман шăллăм. Ăт, халĕ, ийя, иккĕшĕ, мăшăр кăвакарчăнсем, пахча хураллаççĕ. Пахча пире тăрантараканĕ. Ийя. Колхоза кĕмерĕмĕр. Унта çынсем выçă лараççĕ. Пирĕн сĕтел çинче — тулли апат-çимĕç. Пуян пурăнатпăр. Панулми хĕрелсе, пиçсе çитсен, Хусан хулине сутма каятпăр.
— Анюк, мĕнле, вĕренме пырать-ши? — пĕлес килнипе, тӳсеймен енне ыйтрăм.
— И-и-и, ара, пĕрлешсен мĕн тума кирлĕ качча кайнă хĕрарăма сĕтĕрĕнсе çӳрени? Хăçан вĕренсе тухас пур, унччен тем те курăн. Халĕ Анюка хам кĕпене пăсса çĕнĕ кĕпе çĕлетсе патăмăр. Çийĕнче ним те çук — çара. Урине сантали тăхăнтартрăмăр. Улпут майри тейĕн ăна халĕ курсан. Панулмине чипер сыхласа татсан, хаклă хакпа сутсан, татах тумлантаратпăр. Хĕрарăма урăх мĕн кирлĕ?
Эпĕ, сĕтел хушшинчен тухса, тав турăм.
— Тăраниччен çимеллеччĕ, — тет тăхлач, эпĕ мĕн те пулин çăвара илсе чăмланăн. Куллăма аран пытартăм ку чее хĕрарăмран.
— Атя, каяр рай пахчине çĕнĕ çынсене курма. Туй таврашĕ тăвас мар тетĕп. Иккĕшĕ те питĕ чипер те, куç ӳкесрен хăратăп. Тем курса ларăн. Ах! юратаççĕ-çке пĕр-пĕрне! Çамрăк вăхăт çавăнпа илемлĕ те.
Чĕлхипе çăвать тăхлачă.
Пахчи аякрах мар, часах çитрĕмĕр. Каланă пекех, сачĕ — чăн-чăн рай пахчи. Çав тери илемлĕ. Кайăксем юрлаççĕ. Улмуççийĕсем ретĕн-ретĕн ӳсеççĕ. Турачĕсем кашниннех аялалла усăннă, панулмийĕ тулăхран.
Упле умĕнче пĕр çын, ача пек, урисене хуçлатса ларнă та кĕвĕллĕн шакăлтти шаккать.
— Пулас кинĕм, Анюк! Тух-ха, — чĕнет тăхлач, ӳпле умне пырса. — Сан патна кама илсе килтĕм!
Тăхлач улмуççи хушшисемпе утса кайрĕ.
Анюк ӳплерен сиксе тухрĕ. Кăшкăрса ячĕ: «Талюна!»
Иксĕмĕр пĕр-пĕрне ыталаса илтĕмĕр. Хамăр ним калама пĕлместпĕр, кулатпăр. Анюкăн питçăмарти тăрăх йă-пăр! куççулĕ юхса анчĕ. Кăшт лăплансан, вăрттăн ыйтатăп:
— Анюк, упăшка пуласси ăçта?
Питĕ курас килет. Чи çывăх тус, тантăшăм качча тухать-çке. Тĕлĕнмелле, çав тери тĕлĕнмелле.
— Вăл кунтах-иç, — тет Анюк, шакăлтти патакĕсем тытса ларакан çын çине пуçпа сĕлтсе. Унтан вăл йăвашшăн чĕнчĕ:
— Лексей, кил, паллаш Талюнапа.
Чăрр пăхса илтĕм çын çине шанмасăр. Чĕрем шарр çурăлчĕ. Килĕшмест ку çын мана... Ман умра вĕшле йытă евĕр, авăнса ларнă ырханкка çын тăрать. Унăн куçне пăхсан хамăн куçăм йăмăхса кайрĕ. Куçĕ хĕрелсе те хĕсĕнсе, пӳрленсе тăрать. Трахомлăскер. Çакă ĕнтĕ Анюкăн упăшки пулмалла. Çапах та эпĕ ăна сывлăх сунтăм.
Кăшт тăхтасан Анюкпа иксĕмĕр, ыталансах, хӳме çумнерехри улмуççи айĕнчи сак çине кайса лартăмăр. Анюк пулас упăшки пирки калакаларĕ. Вăл тăват çул çех вĕреннĕ имĕш. Татах пăт-пат тем перкелешрĕмĕр те чарăнтăмăр. Сăмах-юмах халичченхи пек çыпăçмасть, юхмасть. Пыра темле йывăр чул пĕвелет. Пуçăмра шухăш пăтранать.
Çапла... Халиччен эпир Анюкпа нихăçан та пулас упăшкасем çинчен калаçман. Вăл ĕмĕт кашни хĕрĕн, паллах, никам тĕкĕнеймен арчара. Хуппине вăрттăн уçса çеç хăйпе хăй пуплет. Хĕрупраçăн авалтан пыракан йăли ĕнтĕ — вăтанасси.
Çакнашкал çынна çеç ĕмĕтленнĕ-ши вара Анюк? Çу-у-ук! Ĕненместĕп. Сăнĕ-пичĕ те килĕшӳсĕр. Тем тесен те, ку этем Анюк юратăвне тивĕçлĕ марах. Мĕне вĕренмелле унран? Мĕнпурĕ те вăл аппăшĕн тарçи кăна, пахча хуралçи. Анюка та ку хĕрарăм хăй урапи çине лартасшăн. Кулăшла, хăй тумне пăсса, пулас кинне «çĕнĕ кĕпе» çĕлесе панă. Пĕр шухăшласан тарăхмалла. Юн вĕресе хăпарчĕ. Анюк тĕпсĕр касмăка путнăн туйăнать.
Шухăш чĕлхе вĕçне çитрĕ те тытса чараймарăм, персе ятăм:
— Анюк, ку çынна эсĕ мар, эпĕ качча тухмастăп.
Чăннипех чипер пике Анюк. Çап-çаврака пичĕ — тулса çитнĕ уйăх. Шурă таса сăн, кĕске кастарнă çырă çӳç. Куçĕ — утмăлтурат чечекĕ. Такама та илĕртĕ. Пĕвĕ çурта евĕр яштака. Чăвашсем унашкал пикесен сăн-сăпатне эреветлĕ-теветлĕ теççĕ. Кăмăлĕ çемçе.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...