Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: VI сыпӑк
Юман йĕкелне тата... ăна лавĕ-лавĕпе турттарнă. Вутти-шанкине те пĕр пус укçа тӳлемесĕр хутнă. Тепĕр чухне кунти вутта хир еннелле кайса сутса çăнăх, çĕр улми туяннă. Чăвашшăн вăрман атте-анне пекех пулнă. Кунти вăрмансене иртнĕ вăрçă çулĕсенче нумай касса сайратрĕç пулин те ун илемĕ пĕтмен-ха. Ашне кĕрсен темле тарават, ырă çын кил-çуртне пырса кĕнĕ пекех туйăнать. Вăрман кашлани мĕн тери тарăн шухăшлă. Вăл кашланине тăнласа тăрсан хăвăн пĕтĕм пурнăçна, хуйху-суйхуна аса илетĕн. Эсĕ çут тĕнчене, пурнăçа тата хытăрах юратакан пулатăн.
Улатти табак туртнă май йывăр шухăша кайрĕ. Вăрçăра нуша тӳсни те, арăмĕ хĕн курни те, ачисем ашшĕ-амăш пур чухнех темле тăлăххăн ӳсни те асаплантарчĕç ăна. Шĕшкĕлĕхрен çăтăр çап кӳтĕрлесе тухнă Хреççи те тарăхтарчĕ. Унăн çакăнтах умри çӳллĕ юмана ыталаса:
— Иртет-çке пирĕн ĕмĕр. Иртет... — тесе калас килчĕ. Улатти темле вăш-ваш, сасартăк сиксе тăчĕ те пурттине
ярса тытрĕ, вара чăтлăха кĕрсе пĕр пысăк тункатана кăклама тытăнчĕ. Тункатин хулăн тымарĕсем çиелтех армак-чармак каркаланса выртаççĕ. Эльба салтакĕ пурттине темле çӳле-ех! çĕклесе хаяррăн касать. Унăн вăйлă аллинче тин хăйранă вичкĕн, çутă пуртă йăлт-йăлт çиçсе илет. Ял çыннине куллен кирлĕ, куллен пулăшакан çак йывăр та хăватлă ĕç хатĕрне ачаран пурнăç нушине, пурнăç мĕн иккенне пĕлсе ӳснĕ çын çеç çакăн пек хăюллăн та пĕлсе тыткалама пултарать. Улатти тунката кăкланине курса тăрас пулсан кирек камăн та чунĕ савăнĕ, кăмăлĕ çĕкленĕ. Кирек камăн та ун патне пырса: «Кӳр-ха, пурттуна пар, сана пулăшса эпĕ те пĕр-иккĕ çапса илем», — тесе калас килĕ.
Хреççи çаплах çăтăр çапăсем йăтрĕ-ха. Улатти çине те вăрттăн-вăрттăн пăхса илчĕ вăл. Ăна çак арçын харсăрлăхĕ килĕшет. «Вăт çакăн пек упăшка тупсан! Вăт мĕн тери ырлăх пулĕччĕ-ши вара! Пуриншĕн те хăй тăрăшĕ. Ун пек арçын хӳттинче пурăнсан ăçтаччĕ те... Май килсех çитмест пуль çав», — тесе шухăшларĕ вăл. Унтан тимĕр кĕреçе илчĕ те Улатти патне пычĕ.
— Тăприне хырса пырас пуль. Апла алăпа çеç тасатнипе ĕç тухмĕ. Ара... — терĕ вăл.
— Тăхта-ха. — Çаплах тымарсене касрĕ Улатти. Унăн пичĕ тăрăх тар тумламĕсем шăва-шăва анаççĕ. Кĕпи çине те, çурăмĕ тĕлне, тар тухнă. Эльба салтакĕ пурпĕрех хăй ывăннине сисмест пулас. Вăл çак шанкама тункатана епле те пулин часрах кăларса хурасшăн. Юлашки, чи варринчи, хулăн тымар юлсан кăна Улатти çывăхри йĕлме çумне кайса ларчĕ:
— Хырса кăлар-ха эппин тăприне. Эпĕ тепре мăкăрлантарса ярам...
Йывăçсем тăрăх йăпăр-йăпăр туса тăхрансем хăпараççĕ. Иĕлме, хурама хуппине таккаса темскер, хăйсене çимелли тупаççĕ. Чакаксем те чăк-чак! туса пĕр йывăç çинчен тепĕр йывăç çине вĕçеççĕ. Кăсăя темшĕн савăнать тата! Ши-ши! шăхăрсах туй тăвать.
«Чакакпа кăсăя куç умне курăнакан пулсан хĕл çывхарать ĕнтĕ», — шухăшларĕ Улатти.
Çапла каç пуличченех вут хатĕрлерĕç Улаттипе Хреççи. Урапа çине тиеме пуçлас умĕн Хреççи темле ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ те:
— Улатти, айта-ха сана пĕр япала кăтартам. Ара... — терĕ.
— Мĕн япали тата? Пит чаплă япала-и?
— Айта-ха, айта.
Хреççи Улаттие вăрман ăшнелле çавăтсах кĕчĕ. Вăл ăна чылай уттарса çӳрерĕ те пĕр самаях хăрнă шанкама йĕлме тĕлне илсе пычĕ. Лешĕн пĕртен-пĕр турачĕ çинче кăна сап-сарă çулçăсем. Вĕсем хуллен çат! татăлаççĕ те çаврăна-çаврăна анаççĕ.
— Çак йĕлмене касар-ха, Улатти. Мĕнле лайăх вутă пулать унран. Ара... Эрех тума ятнех-çке, — çукаланчĕ Хреççи.
Йĕлме çулçисем çаплах вĕçе-вĕçе анаççĕ. Темле тунсăхлăн, йăвашшăн анаççĕ вĕсем.
— Айта тӳнтерер, Улатти. Ара, — ăшшăн калаçрĕ Хреççи. — Халь, каçхине, никам та курас çук пире. Тункатасем айне тиетпĕр. Эрехне хăвнах ĕçтеретĕп-çке. Мĕн чĕнмесĕр тăратăн эсĕ? Ара...
Çак вăхăтра пĕр çулçи Улаттин сарлака хулпуççийĕ çинех пырса ӳкрĕ. Эльба салтакĕ вара хăватлăн яшт тӳрленсе тăчĕ те:
— Çук, касмастпăр. Айта уттар каялла, — тесе хучĕ.
— Мĕншĕн, Улатти? Ара...
— Юр-ра-масть, — терĕ те лешĕ палт çаврăнса урапа патнелле утрĕ. Хреççин нимĕн каласси те пулмарĕ. Улатти хыççăн йăкăртатса утмалли çеç юлчĕ.
Часах вĕсем вутта тиерĕç те Ерголе кӳлсе çул çине тухрĕç. Каçхи вăрман кичем те çӳçенчĕк. Кун пек чухне мĕнле кăна сăмах-юмах аса килмест-ши çул çӳрекенсене?! Тахçан авалхи те, тем амакĕ те. Акă Хреççи хăйне çамрăк чухнех улахра каласа панине аса илчĕ. Çак вăрманта, шăпах çак тĕлте, пулса иртнĕ çав пăтăрмах. Пĕррехинче Çĕвĕç Ванюкĕпе Çӳппи пичче каç пуласпа вут тиеме килнĕ. Темле майпа-çке чылаях тытăнса тăмалла пулнă вĕсен. Тăмăч тĕттĕмленсе çитнĕ. Хайхисем тулли лавпа каяççĕ-каяççĕ, ниепле те вăрмантан тухаймаççĕ. Çӳресен-çӳресен каллех малтанхи вырăна пырса тухаççĕ. Шалт хăшкăлаççĕ Çĕвĕç Ванюкĕпе Çӳппи пичче. Лашисем те чăм шыва ӳкнĕ вĕсен. Ку ырра мар тесе, ним тума аптранипе лашисене тăварса яраççĕ те хăйсем юман çумне лараççĕ тет. Унччен те пулмарĕ тет, йывăçсем темле çил-тăвăлти пек кашлама, шавлама пуçланă. Вĕсен çийĕн çуталса, çунса темскер килнĕ тет. Çĕрĕпех çунса тăнă çав çутă вĕсен юманĕ тăрринче. Çӳппипе Ванюк пĕр чарăнмасăр кĕлтуса ларнă.
Хреççи çан-çурăмĕ тăр-тăр чĕтресе, çӳçенсе илчĕ. Вăл Улаттие:
— Асту! Лаша йăнăш çулпа кĕрсе ан кайтăр. Пăхсах пыр. Ара, — терĕ.
— Çакăнта кам аташтăр? Эп, мĕн, тăм-тăмакка мар-çке.
— Аплине апла та... Çĕвĕç Ванюкĕпе Çӳппи пичче çакăнтах çĕр каçнă-çке. Илтнĕ пуль... Юман тăрринче вут çунса тăчĕ тет.
— Эй, ун пек юмаха илтес килмест манăн...
— Ай, аплах ан кала, Улатти.
— Калатăп. Эпĕ пустуй пуплекене юратмастăп.
— Эх, Улатти, эппин, çакă та пустуй-и? Хăвăрпа кӳршĕллĕ Ахваниç хĕллехи сивĕ каç çакăнти çулпах вĕçтерсе пынă. Хайхи, унччен те пулмасть, ун çуни çине лапăст! пĕр çын хăпарса ларать. Чĕнмест те хăй, сăнĕ-пичĕ те паллă мар. Вăл ларсанах лаша пушла çунана та туртайми пулнă. Мĕн тумалла-ха?
— Тапса ывăтмалла пулнă ăна. Эпир ун пек йăх-яха Эльба патĕнче!..
— Тĕрĕс, Улатти. Эс каланă пекех, пĕррех тапса хăварнă çакна Ахваниç мучи. Çав путсĕр ӳксе юлсанах лаша çăмăллăн чупса кайнă. Вара чылай кайсан çав эсремет каллех хăваласа çитсе кăптăрт хăпарса ларнă тет. Çуни те вăл ларнă енне тайăлнă. Лаша каллех аран-аран мекĕрленсе туртма тапратнă.
— Хальхинче мĕн тунă-ха Ахваниç пичче? Хе-хе-хе!
— Хальхинче-и? Хальхинче каллех тăрăс тапса антарнă. Ылмат кати шырланне ластăр-р! шуса юлчĕ тет. Лаши каллех малалла çăмăллăн вĕçтере панă. «Тинех юлчĕ пулĕ ку усал-тĕсел», — уççăн сывласа янă Ахваниç мучи. Анчах тур канашĕ виççĕ теççĕ çав. Унăн та çапла пулнă пуль. Пĕтменскер, икĕ хурал кĕтесне çитеспе виççĕмĕш хут улăхнă выртнă. Ку хутĕнче татах ăна мĕн вăй çитĕшне тапса хăварнă. Пĕкке ункине каялла туса кӳлнĕ. Ун витĕр улăм çӳппи ывăтнă. Тинех çав инкек япали тек пымарĕ тет.
— Эй, Хреççи, пурте суя вăл. Пустуй...
— Ара, Улатти, эпир те аташса кайнă-çке. Пăх-ха, ăçти çул ку? Ăçти юмансем? Эпир паçăр кун пек кукăр юман курманччĕ-çке. Çул урлах усăннă.
— Эй, Эльба! Тпру-у! — лашине чарчĕ Улатти. — Хăш çул-ха ку. Чăнах, аташнă вĕт, шуйттан çăпати!
— Ай, ун пек ан калаç. Турра асăн, — Улаттие пиншакĕнчен ярса тытрĕ Хреççи.
Уткаласа, пăхкаласа çӳресен Эльба салтакĕ хăйсем ăçта пăрăнса кĕнине часах тавçăрса илчĕ, лашине паçăрхи çул çине çавăтса тухрĕ.
— Вăт çапла вăл усал-тĕсел, — пăшăлтатрĕ Хреççи.
— Усал-тĕселĕ никам та мар, хăвах пултăн. Эс тем те пĕр пакăлтатса пынипе лашана асăрхайман эпĕ.
Çапла калаçкаласа Улаттипе Хреççи вăрмантан тухрĕç, çĕрле пулсан тин яла вутă тиесе çитрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...