Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXV сыпăк
— Чĕнетĕн-и эс, чĕнместĕн-и?
— Ан çап, ан çап! Чĕнетĕп, — çухăрса ячĕ çав хĕрарăм. Суслейкин лайăхрах тинкерсе пăхрĕ те хыçалта пыраканни Хреççи иккенне палласа илчĕ. Ак тамаша! Темле хал кайнă пек, пуç çаврăннă пек туйăнса кайрĕ ăна.
— Хреççи! Эсĕ-çке ку! — тĕлĕнчĕ Суслейкин.
— Эпĕ, ара. Çӳлтикасран таврăнатпăр та, хыçран лашапа чуптарса килни илтĕнчĕ. Çĕрле çул çинче тем те пулма пултарать. Пăрăнтăмăр вара. Çынни тата ют çынах та мар. Халĕ чун кĕрсех кайрĕ. Аха...
— Çӳлтикасран мĕншĕн çур çĕр тĕлĕнче таврăнмалла пулчĕ-ха? Кала тĕрĕсне?!
— Ара, тĕрĕснех калатăп ĕнтĕ. Нумайрах калаçса лартăмăр. Ара, çĕр нумай пулнине те сисмен. Пĕччен çӳреме хăранăран Мариçе чĕнсе тухрăм. Ăсатма.
— Ытла инçене ăсатать-çке.
— Пĕр тухрĕ те, утрăмăр. Ара...
— Ку Мариçе пĕлетĕп-ха эп. Чиркӳсем тăрăх çӳрекене...
— Турăран хăра ун пек калама, — хĕрес хывса илчĕ Мариç.
— Те турă çынни эсир, те шуйттан чури. Нимĕн те пĕлместĕп. Айтăр-ха туртăрсене каялла çавăрăр. Ну, хăвăртрах. Ман сирĕнпе лăпăртатса тăма вăхăт çук.
— Ăçта илсе каяс тетĕн эс пире? Пире, хĕрарăмсене, хăратса çӳреме кам ирĕк панă сире? Акă эп сана! Халех хурах кăшкăратăп, — хирĕçрĕ Мариç.
— Татах тăратăн-и эс? Ут Çӳлтикаса! Утăр! Унсăрăн эп сире! Часрах!
Мариçпе Хреççин ирĕксĕрех Çӳлтикас еннелле утмалла пулчĕ. Суслейкин вĕсене хуралласа пычĕ.
Хура пĕлĕтсем йăлтах тасалса çитрĕç темелле. Тӳпере халь çăлтăрсем, çăлтăрсем. Уй-хир çуталнăçем çуталчĕ. Халĕ çывăхри улмурисем, телефон юписем уççăнах курăнаççĕ.
«Çăва шуйттанĕсем» çинчен тепĕр куннех пĕтĕм ял-йыш пĕлчĕ: шавларĕç, кулчĕç, тарăхрĕç. Часах пурте паллă пулчĕ: Хреççипе Мариç юриех Иван Никифоровича сехĕрлентерме шутланă иккен. Турра хирĕçле лекцисем вулакан çынна мăшкăлласшăн, унăн чыс-хисепне халăх умĕнче вараласшăн пулнă.
Хреççи хăй тĕллĕн, паллах, кун пек ĕçпе çыхланас çукчĕ. Ăна Мариç хĕтĕртнĕ. Ара, Улаттие çавăрасшăн тем тума та хатĕр пулни илсе тухрĕ-çке ăна çак каçхине. Мариç хăйне «пĕр ĕç» тума пулăшсан Улаттие çавăрса паратăп тенĕччĕ ăна. Анчах Улаттие çавăрни мар, татах сивĕтни пулчĕ.
Каçхи истори хыççăн Хреççи урама тухса курăнма та вăтанчĕ, пĕрмаях килĕнче ларчĕ. Ун пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ. Мĕн тумалла-ши ĕнтĕ? Ăçта кайса кĕмелле? Хреççи пуçне çак вăхăтра усал шухăш та сахалах пырса кĕмерĕ. Вăл тем те шутласа пăхрĕ. Тен, пĕр-пĕр меллĕрех вăхăтра, ачисем килте çук чухне, Улатти пӳрчĕ çумне ăвă кăмпи тивертсе пăрахмалла мар-ши? Вара Улатти ирĕксĕрех Хреççи патне пурăнма куçĕ. Урăх çын патне пурпĕрех каяс çук. Татюкăн хулара вĕренекен ывăлĕ пур. Вăл таврăнма пултарать. Тем чул шухăшласан та Хреççи çакăн пек хаяр ĕç тума хăюлăх çитереймерĕ. Тен, хăюлăхĕ те çитетчĕ пуль унăн. Çапах та пĕлес-мĕн пулсан хăйне мĕн лекессе чухларĕ вăл. Каярахпа Хреççи Татюка ухмах курăкĕн вăррине çитерме шутласа хучĕ. Çав вăрра хатĕрлерĕ те вăл. Майлă вăхăт тупăнасса çеç кĕтрĕ. Анчах кăна та кайран Улатти сисесрен шикленчĕ. Вăл сиссен пĕтрĕ пуç вара! Хреççин ыррипе хăтăласси çинчен асăнма та кирлĕ мар.
Çапла пурăнсан-пурăнсан Хреççи Вăтакас ялĕнче пĕр питех те чапа тухнă, ăста юмăç пурăнни çинчен илтрĕ. Хайхи кăпăр-капăр пуçтарăнчĕ те ун патне тухса кайрĕ. Вăтакас Анаткасран вун пĕр çухрăмра. Çулĕ йывăр. Тĕллĕн-тĕллĕн кĕрт хӳсе кайнă. Хреççи çапах та малаллах лĕпĕстетрĕ. Ара, малашнехи пурнăç мĕнле пулассине пĕлни пит аван-çке. Тен, ăçтан пĕлетĕн, унăн шăпи ытла илемсĕр те мар. Тен, унăн Улаттипе пĕрлех ĕмĕр ирттерме тивет.
Вăтакас ялне Хреççи кăнтăрла иртсен çитсе кĕчĕ. Пĕринчен ыйтрĕ, тепринчен, анчах юмăç старик ăçта пурăнни çинчен никам та пĕлмест. «Мĕнле-ха капла? — шухăшларĕ Хреççи. — Таврари пĕтĕм ялсенче мухтаса тăракан юмăçа хăйсен ялĕнче никам та пĕлмест. Тен, суйса ямарĕç-ши мана? Тен, Вăтакас вырăнне Виçĕкас ялĕнче темерĕç-ши?» Хреççи татах ик-виçĕ çынна чарса пăхрĕ, вĕсем те: «Çук, çук, илтмен ун пек юмăç пурри çинчен», — терĕç. Пĕр мучи тата чарăнмасăрах иртсе кайрĕ. «Эпир хамăр ялта юмăç таврашне усрамастпăр», — тесе хăварчĕ. Ним тума аптранипе шкул ачисемпе те калаçса пăхрĕ вăл. Лешсем пĕр-пĕрне пăхса кулчĕç те хăйсен çулĕпе вĕçтерчĕç.
Таçти урама та, таçти тăкăрлăка та кĕрсе тухрĕ Хреççи. Çапах ним усси те пулмарĕ. Юмăç çинчен пĕри те тĕшмĕртмеççĕ. Йăлăхсах, тарăхсах çитрĕ Хреççи. Юлашкинчен пĕр лăпăс-лапăс тумланнă хĕрарăма тĕл пулчĕ. Вăл пилĕксĕр кивĕ кĕрĕк тăхăннă. Пуçĕнче саплăклă хăмăр тутăр. Ăна йĕркеллĕ çыхма та ӳркеннĕ пулас, вăл халь-халь каяллах сĕвĕнсе анассăн туйăнать. Çак çын тинех Хреççие юмăç ăçта пурăннине каласа пачĕ.
— Çак урампа ниçта пăрăнмасăр тӳп-тӳр кай. Ял хĕррине çитеспе сылтăмалла пăрăн. Çавăнта çырма хĕрринче пĕр-пĕччен пĕчĕк пӳрт ларать. Çав пӳртре пурăнать ĕнтĕ Пахилкке юмăç, — терĕ вăл.
Хреççи пуçран çапнă пекех анаталла талкăшрĕ.
Пахилкке пӳрчĕ çырма хĕрринчех. Çыран ишĕлсе пыра-пыра ун патнех çитнĕ. Тепĕр çултан çак пӳрт хăй те шăкăрти-макăрти ишĕлсе таçта çитичченех кусса, ывтăнса каяс пек туйăнать. Çурт патĕнче пĕр йывăç та çук. Картине те тытман. Хреççи тĕлĕнсе унталла-кунталла тинкерчĕ. Иçмасса, пӳрт çумĕнче пĕр пуленке вутти те курăнмасть-çке мăнтарăн çыннин. Мăнтăркка арăм алкум алăкне хуралнă кантраран туртса уçрĕ те хуллен кăптăртаттарса кĕрсе кайрĕ. Пӳрт алăкне ула йыт тирĕпе ашăкланă.
— Кĕме юрать-ши? — ыйтрĕ Хреççи.
— Аха! Аха! — илтĕнчĕ шалтан сасă.
Ывăннă арăм тинех лутра, пĕчĕк пӳрте кĕрсе тăчĕ. Пӳртре хуппипе пĕçернĕ паранкă, сухан, кĕрĕк шăрши сисĕнет. Пăчă, кăштах сĕрĕмлĕ. Тĕпелте хĕрлĕ çӳçлĕ, хĕрлĕ сухаллă, хĕсĕк куçлă мучи тăрать. Хăй кивĕ, çĕтĕк-çурăк пиншак тăхăннă.
— Иртĕр, иртĕр тĕпелерех. Ларăр, — тарават чĕнчĕ вăл. Хреççи пысăк тутăрне салтса хучĕ те малалла иртсе ларчĕ. Пахилкке çивĕч те вăш-ваш çын иккен. Вăл çак мăнтăркка хĕрарăм çине питех те сăнаса пăхрĕ, ăшшăн кулам пекки турĕ. Хреççие хуллен-хуллен калаçтарма пуçларĕ. Пахилкке сасси чылаях уçă, янăравлă. Мучи кашни сăмаха асăрханса калать.
— Мĕн çинчен пăхса парас-ха сана? — ыйтрĕ Пахилкке.
— Ара, пĕтĕм пурнăç çинчен пăхтарасшăн эп сана, — терĕ Хреççи.
— Кăмăлу пулсан пурне те пăхăпăр, — çаплах тӳлеккĕн, ăшшăн калаçрĕ мучи. — Эсир аякран килнĕ çын. Сирĕншĕн хам пултарнă таран тăрăшăп. Эпĕ хуйхă-суйхăллă çынсене хĕрхенетĕп. Çынна ĕç мар, хуйхă пĕтерет.
— Ара, çавăнпа килтĕм-çке. Тăрă шывпа çусан кĕпе шуралать, ырă çынпа калаçсан хуйхă сӳрĕлет теççĕ.
— Çапла, çапла, — картне илсе салаткалама тытăнчĕ мучи. — Курайманăн куç шăтнă, тӳсейменĕн тӳш шăтнă. Лайăх çын çилли катан пир типиччен çаврăнать. Час çилленекен çын час ватăлать. Тĕмпĕр-тĕмпĕр пирĕн ĕмĕр, тĕмпĕр-тĕмпĕр, пурте пĕлĕр, тĕмпĕр-тĕмпĕр, тĕмпĕр-тĕмпĕр...
Хреççи хăй çумĕнчи мучи темле ăнланмалла мар сăмахсем каласа карт вылятнине тĕлĕнсе пăхрĕ. Пахилкке çапла чылайччен аппаланса ларчĕ. Хăй Хреççи çине кăмăллăн тинкерчĕ, тинкерчĕ. Унтан каллех:
— Тĕмпĕр-тĕмпĕр, тĕмпĕр-тĕмпĕр, — терĕ те карчĕсене сунтăха хучĕ. — Паян вылясшăн мар картсем. Ыран ирхине пăхăп. Кĕçĕрлĕхе кунтах çывăрма пултаратăн. Кансĕрлекен çук.
Хреççи сумкинчи апат-çимĕçе, пĕр литр эрехе кăларчĕ. Кĕçĕр кăштах ĕçтерсен те юрĕ-ха кăна, ыранччен урăлĕ терĕ вăл. Вĕсем шăкăлтатса калаçса нумайччен ларчĕç. Çапла-çке вăл, ĕçкĕ-çикĕ пуçласа ярасси кăна, пĕр пуçласан вăл сана хăех малалла сĕтĕрсе каять. Кусен те çапларах килсе тухрĕ пулмалла. Вĕсем пуплешнĕ май кĕленчери эрехе тĕппипех пушатрĕç, чылаях хĕрĕнкĕленчĕç. Хреççи кутник çине çывăрма выртрĕ. Пахилкке — кăмака çумне. Ывăнса килнĕ арăм часах йывăр ыйхăпа харлаттарса çывăрса кайрĕ.
Ирпе Хреççи çăвар ăш-чикĕ типнипе, питне темле çеп-çемçе япала лекнипе вăранса кайрĕ. Хыпашласа пăхрĕ те, хайхи сар сухаллă старик ун çумĕнче вырта парать. Сухал пĕрчисем Хреççи çăварнех кĕнĕ. Тĕлĕннĕ хĕрарăм ним чĕнме те, хускалма та аптрарĕ. Çири тумтирĕ вырăнтах-ши тесе тĕрĕслесе пăхрĕ те Хреççи хăй ним туйми çывăрнăшăн чăтма çук кӳренчĕ. Пахилкке ним те туймасть-ха, харлаттарать. Хреççи пуçне тепĕр еннелле çавăрса хучĕ те тек чĕптĕм ыйхă та курмарĕ.
«Юрать-ха кунта килнине никам та пĕлмест. Хамăр ялта пулнă пулсан пĕтеттĕм», — шухăшларĕ вăл.
Ирхине Пахилкке мучи Хреççие юмăç пăхрĕ. «Сан пурнăçу малалла йĕркеллех, тикĕсех пырĕ, — терĕ. — Санăн кунта икĕ карт тухать, пĕри — сарă арçын, тепри — хура.
Вĕсенчен пĕри, малтанхи, санран аяккарах тăнă пек туйăнать. Тăтăр ĕнтĕ, кăмăл пĕрре сивĕнсен кăмака çинче ăшăтаймăн. Уншăн çилленме те, тарăхма та кирлĕ мар. Çилĕ килнипе, усал шухăшпа ун пек-кун пек тума та ан тăрăш. Сулахай аллу сулса ярсан сылтăм аллупа тытса чар. Эпĕ сана çав сарă çынна çавăрса пама та пултаратăп. Анчах çак чашăк тĕпне тепĕр вун тенкĕлĕх укçа хурас пулать...»
Юмăç чиперех калаçрĕ, çав тери ăшшăн ăсатса ячĕ пулин те, Хреççи килне кичеммĕн утрĕ. Çук, темскер килĕшмерĕ ăна.
— Эй, ватсупнă! Çав та пулин лăпкă çывăрмасть-çке, — терĕ Хреççи ас тумасăр тенĕ пекех.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...