Хурапа шурă
ББК 84 Чув
Э 45
Пичете Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи «Хисеп Палли» орденлă чĕлхе, литература, истори тата экономика наука
тĕпчев институчĕн Аслăлăх канашĕ çирĕплетнĕ
Пухса йĕркелекенĕ, ум сăмахĕпе асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ
филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г. Родионов
С. В. Элкер. Хурапа шурă. Тĕрлĕ вăхăтра çырнисем. Проза, поэзи, аса илӳсем, кун кĕнекинчен, çырусем, хаклавсем. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1994. — 447 с.
Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер (1894—1966) хăй вăхăтĕнче хурапа шурра чылай тӳссе курнă. Унăн хăш-пĕр произведенийĕсене пăсса е кĕскетсе пичетленĕ, поэт архивĕнче халиччен кун çути курман хайлавсем те чылай. Çак кĕнекери произведенисем тĕпрен илсен С.Элкерĕн çырнисен пуххине кĕмен. Вĕсене вуланă май куç умне иртнĕ самана туллин те чăррĕн тухса тăрать.
Редакцирен
Çак кĕнекери хайлавсем, çырусемпе куллен çырса пынисем С. Элкерĕн пилĕк томпа тухнă çырнисен пуххине (Шупашкар, 1960—1964 çç.) кĕмен. Кунта çав пухăра пичетленнĕ «Хурапа шурă» повеçĕн тулли вариантне кĕртнĕ.
Кăларăмра ум сăмах, текстсем тата асăрхаттарусем пур. Текстсене жанрне тата çырнă вăхăтне кура вырнаçтарма тăрăшнă. Хăш вăхăтра çырни паллă пулсан текст вĕçне çырнă çулĕсене лартса кăтартнă.
С. Элкер çырнă çулсенче орфографи правилисем темиçе хут та улшăннă. Кĕнекере çав вăхăт сĕмĕ вырăнăн-вырăнăн палăрать. Хăш-пĕр сăмахсене, вăл шутра вырăнти калаçурисене те, автор çырнă пекех хăварма тăрăшнă. Вырăсла çырнисенче чăвашларах шухăшласа каланă вырăнсем те, стиль шăйрăкĕсем те çук мар. Вĕсене çаплипех хăварса вуланă чухне шута илме ыйтатпăр.
Кĕнекене хатĕрлекенсем кĕскетнĕ вырăнсене кĕтеслĕ скобкăпа [...] кăтартнă. Текст малтанласа хăçан тата ăçта пичетленни, ăçта упранни çинчен асăрхаттарусен пайĕнче вуласа пĕлме пулать. Ăнланма йывăртарах сăмахсене е паллах мар ят-хушамата та çав пайрах ăнлантарнă. Автор асăрхаттарăвĕсене страницăсен айĕсене вырнаçтарнă.
Тупмалли
- Проза
- Чăваш хаçачĕ | Очерк | 3 205
- Хурапа шурă | Повесть | 240 146
- Кушлавăш уйĕ | Очерк | 103 481
- Ху чĕлхӳне ан хурла! | Очерк | 3 147
- Пурнăçра икĕ япала кирлĕ | Очерк | 7 670
- Йывăр вăхăт | Очерк | 3 531
- Поэзи
- Çынпа хăйăр | Сăвă | 617
- «Шухăш çунаттисем çинче ярăнса...» | Сăвă | 552
- Çĕнĕ çул | Сăвă | 723
- Улăпсем | Поэма | 15 783
- Çулла ку... | Сăвă | 1 029
- Манăн кăмăл | Сăвă | 590
- «Чăн-чăн поэт пулман пуль эпĕ...» | Сăвă | 227
- Киле таврăнсан | Сăвă | 1 551
- Ыраш пусси — тыр пусси | Сăвă | 764
- Сантăр хĕрĕ — сар Васса | Сăвă | 2 227
- Хура вăрман хушшинче... | Сăвă | 1 822
- Çăлăнăç | Сăвă | 383
- Сахрун Мучи калавĕсем | Сăвă | 7 325
- Выçлăх аллинче | Сăвăллă калав | 17 258
- Асаилӳсем
- Милли ушкăнĕнчен — «Канаш» союзне | Асаилӳ | 10 138
- Курни-илтнисем | Асаилӳ | 11 489
- Чăваш халăхĕ хăй телейсĕр пулни çинчен | Асаилӳ | 1 595
- Хĕр (Киря) шыв ячĕ ăçтан тухнă? | Асаилӳ | 7 699
- Мура вĕлерни | Асаилӳ | 3 871
- Вĕри çĕлен | Асаилӳ | 5 327
- Хам илтни-курнисенчен | Асаилӳ | 5 276
- Атте каласа панисем | Асаилӳ | 2 889
- Çамрăксене хам çинчен | Асаилӳ | 6 509
- Аса илнисем | Асаилӳ | 21 230
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...