Ир


Ырă ир


Чечек пек илемлĕ ирхи хĕвелтухăç,

Хаваслăн та уççăн сывлать сĕм вăрман.

Хирте тăрисем ав çӳлтен çӳле ухрĕç,

Каçхи шăпчăксем те çаплах çывăрман.

 

Вăранчĕ хĕвел — йăвашшăн çутатрĕ,

Лаштра йывăçсен хушшипе çĕкленсе.

Ахахăн-мерченĕн çунса ялтăртатрĕç

Çĕрле сывлăмланнă тыр-пул уйĕсем.

 

Ял халăхĕ тăчĕ, кĕтӳ хăвалаççĕ,

Яшка пĕçереççĕ чипер инкесем.

Апат çиме тăрăр, — тесе вăратаççĕ,

Анчах тăрасах та килмест çамрăксен.

 

Ачашшăн пăхса йăл кулать сар хĕвелĕ,

Хĕрӳллĕ ĕçе тытăнаççĕ çынсем.

Таçта янăрарĕ çĕн юрă телейлĕн

Хĕвел хыр тăрне хăпарса çитнĕçем.

Ирхине


Кашни ирех хĕвел, ачашшăн

Шевле сапса, вылянă чух

Васкатăп ял çумне тухасшăн,

Унта — çунатлă манăн чун.

 

Ем-ешĕл çур калчи тип-тикĕс:

Парка туналлă пур çĕрте.

Хумханнăн туйăнать мăн тинĕс,

Куçа ун хумĕ илĕртет.

 

Чăлт сирпĕнет çап-çутă сывлăм,

Мерчен пекех йăл-йăлтăрса.

Сим-пыл пек сиплĕ ирхи сывлăш

Тусансăр, уçă, тап-таса.

 

Хырвар куккукĕ тараватлăн

Пĕр вĕçĕм авăтать: ку-ку!

Асамлă шăпчăкăн янравлă

Ыр кĕввине илтет хăлху.

 

Сĕвен шур пăсй хумлăн-хумлăн

Çĕкленнĕçемĕн çӳлелле

Утрав çинчи кăтра шур хурăн

Шывра вылять мĕлкипеле.

 

Нимрен паха ирхи илемлĕх

Çулла Сĕве тăрăхĕнче.

Тахçан кайран аса илмелĕх

Ыр сунăмне пиллет тĕнче.

Ырă ир


Çут тĕнче хăвачĕ

Ырлăх кӳнипе

Кăварпа сăрланчĕ

Мал енче тӳпе.

 

Çарана çеçкиллĕн

Сарăлать шевле,

Çĕнĕ кун çеç кирлĕ

Сумлă хĕвеле.

 

Кайăк та кăпшанкă —

Пурте хĕпĕртет,

Уяври пек янкăс

Çемĕ илĕртет.

 

Тен, çапла куçланă

Çĕр питне тахçан

Тĕнчене пуçланă

Пурнăç паракан.

Тăрипе хамăр çинчен


Уçăлăхчĕ, ир уççиччĕ!

Шуçăмпа вăран, тăри,

сывлăмпа питне çăвинччĕ,

çунатне тӳрлет юри.

 

Çак çарансăр, çак тӳпесĕр

пит кичем çут тĕнчере.

Шăрантар, ырма пĕлмесĕр,

пĕр çавна хушать чĕре.

 

Уçăлăхчĕ, ир уççиччĕ!

Тăр та тух эс урама.

Çынсене куçран пăхинччĕ.

Пĕл çынсемшĕн пурăнма.

Ир пулакан çимĕçсене ан тиркĕр...


Ир пулакан çимĕçсене ан тиркĕр,

Ир пиçекен çырласене ан тиркĕр.

Вĕсем пиçмен чухне çу кунĕ тĕссĕр,

Вĕсем пулман чухне пахча та хĕсĕр.

Пăр çапасран хăрамасла ӳсеççĕ,

Çын кăмăлне савăнтарса пиçеççĕ.

Чăтăмсăрсен чарак çукне пĕлмеççĕ,

Савăнăçра инкек пурне пĕлмеççĕ,

Ир пиçекен çимĕçсене ан тиркĕр,

Йăран таптакана сим йĕрĕх сиртĕр.

 

1957, утă, 20.

Ирхине


Тин анчах-ха таврара

пит те шăпчĕ.

Савăк саслăн юррине

тăсрĕ шăпчăк.

Сар хĕвел шевлисене

шывра ухрĕ.

Сывлăм сыпнă улăха

кĕтӳ тухрĕ.

Трактор шавĕ таврара —

хир вăранчĕ.

Тӳпере тăри юрри

ярăмланчĕ.