Улăх


«Улăх паян ас тутарчĕ...»


Улăх паян ас тутарчĕ

Çуркунне тĕл пулнине.

Кăвак сирень чечекреччĕ,

Эсĕ шурă кĕпепе.

 

Вăтăр çул иртмен пек халь.

Улăх ларать чечекре.

Чĕре анчах хытă тапрĕ

Иртнĕ куна ас илсе.

 

Чечек çыххи эп тытнăччĕ,

Парнеленĕччĕ сана.

Иксĕмĕр çуммăн утнăччĕ

Сар чечеклĕ улăхпа.

 

Килмен пулсан çак вырăна

Эсĕ аса килместĕн.

Тахçанах сӳннĕ туйăма,

Улăх, эсĕ чĕртместĕн.

«Ешĕл улăхĕ астарчĕ...»


Ешĕл улăхĕ астарчĕ

Кăн-кăвак чечексемпе.

Тусăм чĕрене çунтарчĕ

Хура çĕмĕрт куçсемпе.

 

Чечек татрăм та — вăл шанчĕ

Çурăлса çитичченех.

Туса саврăм та — вăл манчĕ,

Тăрса юлтăм пĕчченех.

 

Ман пуласчĕ кăвакарчăн,

Вĕçеесчĕ тӳпене.

Тек нихçан та курас марччĕ

Çак ултавлă куçсене.

«Пăрланнă кантăк эрешне сăнарăм...»


Пăрланнă кантăк эрешне сăнарăм:

Шап-шурă улăх тухрĕ куç умне.

Чупать пек курăк хумĕ ярăм-ярăм,

Шух çил турать ун кĕмĕл кăтрине.

 

Йăлтăртатса выртать асамлă улăх,

Сукмак чупать е сивĕ шыв юххи…

Такам васкать пек çакă улăх тăрăх,

Те эсĕ пултăн çав, те урăххи.

Улăхра шухăша кайни


1

Пин-пин чечекĕпе куçа шартса

Тĕлкĕшекен вут-хĕмлĕ улăхра

Çӳренĕ чух

Пĕр чечекне татса

Эп илтĕм: пултăр терĕм асăмра.

 

Сăрта хăпартăм.

Кăпăшка çерем

Çул хыççăн кăшт ларса канма аван.

Васкавлăрах тапать иккен чĕрем,

Туять иккен вăл çӳллĕ сăрт-тăва.

 

Ман аллăмра чечек.

Имшер кăна!

Кăвак куç пек вăл кăмăллăн пăхать.

Пит пĕчĕккĕ.

Çавах ман ăс-тăнра

Тем тĕрлĕ шухăш тĕввине çыхать.

 

Имшер кăна, çӳхе кăна чечек!

Пĕрулăхрах усеççĕ-çке ун пек

Ытти пиншер-пиншер тантăшĕсем,

Çав улăхăн кăвак лĕпĕшĕсем.

 

Таçти-таçти тĕнче уçлăхĕнче

Çӳреççĕ пуль çĕмрен-ракетăсем.

Шалт тĕлĕнет халь вĕсенчен тĕнче,

Кӳреççĕ шик те савăнăç вĕсем.

 

Анчах туятăн:

Çав «çĕмренсене»

Ăсталакан тĕлĕнмелле çынсем

Ак çак имшер кăна чечексене

Тăваймĕç — пар эс хăть триллионсем.

 

2

Ӳсет туна.

Хăй вăхăчĕ çитсен,

Малалла

Улăхри чечексем


Улăхра пин-пин чечек:

Кăвакки, хĕрли…

Кăррипех епле чечен,

Тусăм, сан валли.

 

Кăвакки сан куçусен

Лапкăлăх палли.

Çăлтăрлă çу каçĕсен

Савăнăç алли.

 

Ав, хĕрли, асилтерет

Хĕвелтухăçа.

Таврăнулăх тивертет

Манăн ик куçа.

 

Шап-шурри — савни тутри —

Ытарми пĕр лаптăк.

Хуçса иртнĕ кам ури?

Тутăра хуратнă.

 

Куç тулли илемлĕхе

Кам чĕри савман-ши?

Пурнăçри телейлĕхе

Çавă çын туйман-ши?

Улшăну


Çĕн çул каçĕ маншăн пур-и, çук-и —

Савăнăç-кулянăç сивĕнмест,

Ылмашуллă çур çĕрте сехет куккукĕ

Авăтсан та — улшăну сĕнмест.

 

Çулсерен çулла утта тухатăп,

Сулăнса çулатăп çарана.

Çавăн хыççăн хумлă ĕшнере туятăп

Чунăма çӳренĕн çарранах.

 

Çулнă курăк чикнипе пĕрех-çке

Ыратать, темскер кăшлать шалта.

...Улăх чиперехчĕ, тулăх çеçкереччĕ —

Халь выртать çĕрте, типет йăлтах.

Ирхи уйăх пăхма çеç хитре...


Ирхи уйăх пăхма çеç хитре,

Сивĕ сывлăм ярать вăл чуна.

Йĕлпĕрсе тăрăхлать те питрен,

Шеллеми тискерлет çĕн куна.

 

Кĕрхи улăх пăхма çеç хитре,

Варкăш çил вылямасть улăхра.

Ирхи тăм çатăрланчĕ ӳтре,

Асап хуçнă чунра — шур тăхлан,

 

Сталин-улăп пăхма çеç хитре,

Çăпати шăнăçмасть урана:

Атте хучĕ пуçне инçетре,

Ăшăтаймĕ никам та мана.

 

Казак улăхĕ.

Улăхра


Улăха тухса эс кур:

Тĕрлĕ чечек кунта пур:

Хĕп-хĕрли, кăвак, сарри,

Эмел курăкĕ — варри.

 

Чупса пычĕ ачапча,

Ярса тытнă ав, хачча.

Чечеке касать ача,

Ку пулать чечен «мачча»

 

Ытарма çук улăха,

Пит илемлĕ вĕт, пăх-ха,

Хăвала кунтан чăхха,

Юратмастăп эп сăхха.

 

Ан таптатăр хитрене,

Кирлĕ вăл ялан пире.

Шыв ярам-ха витрене,

Чечексем, чĕртеп сире.

 

Илемлĕ-çке улăхра,

Лĕпĕш вĕçет савăнса.

Вĕлле хуртран ан хăра,

Пыл тăвать вăл тăрăшса.

 

Мĕн чул ырлăх халь кунта:

Паха эмел çумăнта.

Хитрелĕхĕ — чун уççи,

Улăхăн та пур усси.