Чăрăш


Чăрăш йĕкелĕсем


Речĕпе, йĕркеллĕ,

Çӳллĕ туратран

Чăрăшăн йĕкелĕ

Усăнса тăрать —

 

Юмахри вут-кайăк

Вĕçнĕ аташса,

Ир çывхарнă майăн

Ларнă пытанса...

 

Ман сире татасчĕ,

Шăкăр йĕкелсем:

Сирĕнпе выляччăр

Кӳршĕ ачисем.

 

Пӳрт çаврăннăçемĕн

Манăттăм йăлтах:

Вĕçленмен поэма

Вырттăр сунтăхрах.

 

...Эсĕ пуррине те

Халь манасчĕ ман, —

Тĕлĕке кĕретĕн,

Пурнăçра — курман.

 

Пурнăçра — çӳренĕ

Иккĕн ик йĕрпе.

Çил анчах кĕрленĕ

Çул аяккипе.

 

Çил çӳрет çил витĕр —

Çĕкленет тусан:

Тăр пĕччен тени те

Пĕччен мар нихçан.

 

Ĕмĕртен — юлташлăх:

Уйăха — хĕвел,

Ачана — ачашлăх,

Чăрăша — йĕкел.

 

Анăçĕшĕн — Тухăç,

Кĕпере — сăвай,

Маншăн — сан яту çеç,

Рита... Рита-тай!..

«Тунсăхласа тăрать çап-çамрăк чăраш...»


Тунсăхласа тăрать çап-çамрăк чăраш,

Çуртри илем ăна пĕрре те кирлĕ мар.

Савăнтарас тесе ăна ан тăрăш,

Ун хăйĕн пурнăç, эпĕр кирлĕ мар.

 

Çĕнĕ çула кĕтсе илеç епле телейлĕн:

Ташлаç, юрлаç, кулаç кунта çынсем.

Смала куççулĕпе йĕрет-çке темшĕн,

Çак чăрăш вăрмана аса илсе.

Хуралти чăрăшсем


Аллейăпа утса пыратăп.

Ик енĕпе те чăрăшсем.

Вĕсен хитрелĕхне туятăп:

Ытла та капăр тумĕсем.

 

Хĕл кунĕнче, тен, уйрăмах та

Туяп вĕсен илемлĕхне.

Тупаймăн нимĕнле сăмах та

Хурлас тесе эс вĕсене.

 

Шап-шурă шупăр-кĕрĕк — уртнă

Йăп-йăрăс пĕвĕсем çине.

Кун пек сăнпа камах-ши курнă,

Иртсе пыруçăн, вĕсене?

 

Хама парадри пек туятăп.

Хуралтисем-çке — чăрăшсем.

Вĕсен енне пуçа таятăп,

Салтаксене аса илсе.

 

...Яш каччăсем хурал тăраççĕ

Çĕршывăн тĕрлĕ чиккинче.

Вĕсем-и тăшманран хăраççĕ?

Çук, ун пекки пулман хальччен.

 

Хитрелĕхпе шав тĕлĕнтерччĕр

Паян, ыран та чăрăшсем.

Ыр хуралта кăна ирттерччĕр

Чикĕсенчи патвар яшсем.

«Çутă кĕтме тытăнатăп...»


Çутă кĕтме тытăнатăп

Эпĕ Çĕн çул çитеспе...

Пĕчĕк пĕр елка лартатăп —

Чăрăш çути килтĕрех!

 

Килтĕр-ха, тетĕп, çав чăрăш,

Кĕтĕр-ха, тетĕп, шăрши.

Эпĕ пулса пуль, тен, чăркăш

Халь ак пулам Хĕл Мучи!

 

Пулăп та — чăрăш та ларĕ

Хăй куççульне кăларса.

Кам-ха мана халь каларĕ —

«Чăрăш пек эсĕ таса!»

 

Чăрăш пек, чăн та, ларатăп.

Чăрăш пек, чăн та, пĕтеп...

Пĕчĕк хунар çутса ярăп —

Эпĕ сана вĕт кĕтеп!

 

Эпĕ сана вĕт кĕтетĕп,

Пулăн-ха, тен, кун çути.

Тен, çавăнпа та пĕлетĕп

Чăрăш лартма каç пултти.

«Симĕс куçлă чăрăшăм...»


Симĕс куçлă чăрăшăм,

Çĕнĕ çул хăни.

Ах, ытла та капăр-çке

Эс, юмах хуçи.

 

Сăрт-тусем, кĕрт çийĕн

Юр ашса утса,

Эс епле çĕтмерĕн

Маннă тăрăхра?

 

Маннă пулĕ алăк,

Маннă укăлча.

Такама такам та

Манĕ пурнăçра.

 

Ĕмĕр çамрăк чăрăш,

Ĕмĕрех ĕлккен.

Çĕнĕ çул асамĕ

Кивелми тĕнчен.

Вăрманти çумăр


Çинçе ураллă çумăр тăпăр-тăпăр,

Тиха пек,

Вăрманта тĕпĕртетет.

Çăвар тулли шыв сыпнă пек хырлăх

шăпăрт.

Ав, çĕмĕрт çеç,

Çӳçеннĕскер, чĕтрет.

Хыр лăссисем çинче йăлтăртатаççĕ

Хăлха çакки пек шыв тумламĕсем.

Ăна татса илесшĕн кармашаççĕ,

Аллисене тăсса,

Шур чечексем.

Тураттине çунат пек сарчĕ чăрăш, —

Кăркка ами пек ларчĕ хутланса.

Пусарăм чĕпписем пек,

Ушкăн кăрăç

Ун хӳттине вырнаçрĕ хуçланса.