Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Этем иртӗхӗвӗ

Аçтахар Плотников23.09.2010 10:143960 Пурĕ пăхнă
Ӗнер Алексей Зайцевӑн «Ачалӑхри пӗр кун» хайлавне вуларӑм. Асаилӳ (ӑна ҫак жанрпа ҫырнӑ) ҫапла вӗҫленет:

«...Ҫитмӗл ҫула ҫитрӗм ӗнтӗ. Унччен кун пирки шухӑшласах кайман. Халӗ ытла та сисӗнме пуҫларӗ. Ҫын тени, пурте мар та-ха, саккун пӳлмесен, патшалӑх ирӗк парсан мӗн чухлӗ май пур — ҫав таран иртӗхме пултарать. Патша вӑхӑтӗнче те, Сталин саманинче те, паян та ҫавах...»

Ҫакнашкал асаилӳсене вуланӑ май ӗненме те йывӑр — чӑн та вӗт, пуҫлӑхсем хуть те хӑш саманара алхаснӑ; чӑн та, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем йывӑр пулнӑ. Халь крахмал ҫитер-ха — нумайӑшӗ вӑл мӗн япала иккенне те пӗлмест. Эп те пӗлместӗп... Анне каласа панине ҫеҫ асилме пултаратӑп — пӗчӗккӗ чухне вӑл та крахмал пуҫтарма ҫӳренӗ.
Совет ҫӗршывне ҫӗнӗрен тӑратас тесе халӑх чӑн та вӑйне чылай панӑ.
Халӗ вара пирӗн пурнӑҫра — карас телефонӗсем, супермаркетсем. Кашни яла ҫитерме пултаракан такӑр ҫулсем пур — тӑватӑ сехет хушшинче республикӑн пӗр енчен тепӗр енне ҫитме пулать... Вӑйпа вара эпир самай хавшакрах пулӗ — хальхи халӑха крахмал ҫитереймӗн.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

insetchuv // 2067.60.2448
2010.09.24 19:42
Паян та çапла... Пурнăç яланах пĕр пек çав, çыннисем, вĕсем калакан сăмахсем çеç расна, ĕçĕсем яланах пĕр пек, ытти те çаплипех çапла...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj