Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тинех пур хайлава та хакласа тухрӑм

Аçтахар Плотников25.11.2010 11:053633 Пурĕ пăхнă
Кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗ малтанхисемпе танлаштарсан уйрӑлса тӑрать — вӗренӳ министерстви хутшӑнманнине палӑртмӑпӑр. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 140 хайлав хутшӑнать. 2008 ҫулхине 120 яхӑн килнӗччӗ, пӗлтӗрхине — самай сахалтарах. Кӑҫалхинче эпир 1-5 классене хутшӑнтармарӑмар (вӗсене хаклама питӗ йывӑр — хӑшне ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ, хӑшне ачи хӑй ҫырнине уйӑрса илме питӗ йывӑр) пулин те хайлавсем ытларах килчӗҫ. Аслӑрах классенчи ачасем нумайрах хутшӑнни те савӑнтарать пире.
140 хайлав пулнӑран ӑмӑрту йӗрки-шывне пӑсса ушкӑнсене урӑхларах йӗркелерӗмӗр: 6-7, 8-9, 10-11, вӗрентекенсем. Пӗр студент хутшӑнчӗ, ун ӗҫне вӗрентекенсемпе тан хаклас терӗмӗр.
Хальхи вӑхӑтра эп хам енчен пур хайлава та хакласа тухрӑм — 140 хушшинче вырӑн йышӑнма тивӗҫлисене суйласа тухрӑм. 8-9, 10-11 тата вӗрентекенсен ушкӑнӗсенче вырӑнсене те палӑртрӑм (хальлӗхе сирӗншӗн вӑртӑнлӑх пултӑр — раштавӑн 1-мӗшӗнче пӗлтерӗпӗр). 8-9 классенчи прозӑра вырӑнсем пама питӗ йывӑр пулчӗ — нумай шухӑшлама тиврӗ. Чӑн та тивӗҫлисене уйӑртӑм тесе шутлас килет. 6-7 классенчи ӗҫсенче вара тата та йывӑртарах килет пулӗ. Анчах та пурне те вырӑн пама ҫук...
Чӑн та тивӗҫлӗ шайра ҫырнӑ хайлавсене вара кӑҫал урӑхларах хавхалантарас тетӗп-ха — вырӑн лекмесен те ҫак ӑмӑртури пичете юрӑхлӑ хайлавсене ман шутпа пурне те кӗнекен кӑлармалла.

Мӗнех, раштавӑн 1-мӗшӗ инҫе мар — эрне те ҫук. Кама вырӑн лекнине пӗлме чӑтайратӑр пулӗ теп. :)
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Алекс // 1272.95.6527
2010.11.28 20:24
Калăр ĕнтĕ, кам вырăнсем йышăннине!
Ф.А.Р // 1272.95.6527
2010.11.28 20:25
Манне хакламан..
2010.11.28 20:31
Аçтахар Плотников
Пурне те хакланă. Комментарине пуринне те çырман.

Ăмăрту йĕрки-шывĕ (положенийĕ) тăрăх пирĕн раштавăн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетмелле. Çав кун пĕлтерĕпĕр те.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj