Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑвашла стенд кӑмӑла кайрӗ

Аçтахар Плотников13.01.2011 17:173849 Пурĕ пăхнă
Чӑрӑшкассинчи стендПаян Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулне кайса килтӗм. Сӑлтавӗ пурччӗ — пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче эп хамӑн кивӗ флешкӑна ҫухатрӑм. Чулхула-Шупашкар автобусран тухнӑ чухне кӗсьерен тухса ӳкнӗччӗ. Сисмен те. Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗрентекенӗ вара ӑна тупнӑ иккен. Тупнӑ ҫеҫ мар, флешкӑри файлсене тишкернӗ хыҫҫӑн хушамата пӗлсе пӗлӗшсем урлӑ мана шыраса тупнӑ. Маларах май пулмарӗ, халӗ вара пушӑ вӑхӑт тупӑннӑран кайса килес терӗм. Пуш алӑпа каймарӑм — ҫав ырӑ ҫын валли ҫӗнӗ флешка туянса кайрӑм.
Шкула ҫитнӗ-ҫитмен мана пӗр япала тӗлӗнтерчӗ — алӑкран кӗрекенсене чӑвашла стенд кӗтсе илет иккен! Тӗплӗ тунӑ, ячӗшӗн мар! Кунашкаллине чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те тупаймӑн...

Интереслӗ, чӑвашла стендсен ӑмӑртӑвне ирттерсен мӗнле пулӗ-ши?..
//сӑмах май ҫамрӑксен клубӗ ҫине ыттисенни пек «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» вырӑсла шухӑша мар, чӑвашлине — «Килсемӗр!» — вырнаҫтарнӑ. Шкулӗ ҫине те чӑвашла анчах ҫырнӑ — «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!», вырӑслисӗр...
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2011.01.13 20:03
Шкул директорĕ чăваш чĕлхи учителĕ пулĕ. Чăвашла стендсен ăмăртăвне ирттерсен лайăх пулмалла.
2011.01.13 20:08
Аçтахар Плотников
Çук, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ мар. Грант шучĕпе стенда та улăштарма шутланă та вĕсем, «атя чăвашла туса пăхар» тенĕ. Шутланине пурнăçланă.
Пер херарам // 1636.59.7469
2011.01.14 21:42
Вăт маттурсем!

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj