Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхи ӑҫта?

Аçтахар Плотников13.01.2011 20:0315298 Пурĕ пăхнă
Паян 14-мӗш маршрутпа вокзала ҫити ярӑнтӑм. Ҫула май билбордсене сӑнаса пытӑм. Шел те, пӗрин ҫинче те чӑваш сӑмахӗ тупӑнмарӗ. Социаллӑ рекламӑра та пулин (ӑна администраци вырнаҫтарать пулӗ...) чӑвашла ҫырни ҫук. Йӑлт вырӑсла. Саккунпа вырӑс чӗлхи те чӑвашли те пӗр танах. Пурнӑҫра вара — пач урӑхла. Такама «тав тумалла» ӗнтӗ куншӑн... Те чӑвашсен наянлӑхне, те вырӑссен «маттурлӑхне»...
2-3 хут чӑвашлӑхшӑн вӑйлӑрах ӗҫлес вырӑнне, «йывӑр, йывӑр» тесе ларнипе ӗҫ мала кайӗ-ши?
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2011.01.22 19:56
Аçтахар Плотников
Паллах, конгресăн та чупмалла. Анчах та хула администрацийĕ хăй, хăй ирĕкĕпе туса пынă пулсан — конгрес ытти ĕçпе ĕçлĕччĕ. Чăвашлăха хӳтĕлемелли вырăн унсăр та пайтах.
Ман шутпа чăвашлăха чи малтан влаçран çĕклеме пуçламалла.
MIKISH // 2111.44.9405
2011.01.22 23:25
"влаçран" пуçлăхран тесесĕн кăмăлăрах пек туйăнать мана ))
Любовь // 2666.15.0778
2011.01.23 10:44
Сирен сайта пĕрремĕш хут кĕтĕм.Чăвашлăха упрас тесе калаçатăр пулсан çав билборд сăмаха ăçтан тупса çыртăр,хамăнра мар- хамра темелле!Грамотейсем!Эсир хускатакан ыйтусем пурте тĕрĕс.Пирĕн район пуçлăхĕ вара яланах чăвашла калаçать.Шкулсенче те ачасем чăвашла çеç калаçаççĕ.Хăш район иккенне пĕлтĕр пуль тетĕп,кун пекки республикăра пĕрре кăна.
Якур // 8568.8.6851
2011.01.23 11:12
Влаçăн тата хула администрациĕн пин тĕрлĕ ыйтусем.Тата унта чăвашсем сахалтарах.Конгреса вара пĕр тĕллевпе йĕркеленĕ хăй вăхăтĕнче:чĕлхене халăха упраса хăварасси.Халăх ячĕпе ĕçлесе питĕ пысăк ĕçсем тума пулать.Билбордсене транспорт чарăнăвĕсене чăвашла çыртармалла тата ыттите.Пĕр май акатуй пирки калаçнипе хулара ĕç туни çук.
MIKISH // 2111.44.9405
2011.01.23 13:55
Любовь аппа, пĕлеймерĕм районна )) Ельчĕк пулчĕ ши? ))
2011.01.23 17:40
Аçтахар Плотников
Любовь, ара мĕн вăтанасси пур — пĕлтерĕр ĕнтĕ хăвăр районна :)
Билборд вырăнне ман «реклама хăми» темелеччĕ-им? Унашкал реклама хăмисем тĕрлĕрен — пĕрисене хӳме çине çаклатнă, теприсене — подьезд умне. Билборчĕ вара — 6х3 метр калăпăшли. Сăмахĕ мĕн япали пиркине тĕп-тĕрĕс кăтарас тесе çапла çыртăм-ха.
//реклама хатĕрĕсем тĕрлĕрен, билбордсем пуçне «стритбордсем» тата ытти тĕрлĕрен япала пур.

«Хамăнра» пирки вара — мана унашкалли кансерлемест.

//ытла тиркешетĕр пулсан ма вара «Грамотейсем» çыратăр? «Капкăнра» чăвашлатса «пĕлейкинсем» тетчĕç пулас :)
Пер херарам // 3142.98.5051
2011.01.28 19:34
Админа пĕр асăрхаттару тума та юрамасть,хăшне-пĕрне хуравламасан та юрать пуль ĕнтĕ ăна, алай тесен те пăсмасть тепĕр чух, тĕрĕссишĕн кÿренмелле мар, хуçан ун
çиленмелле мар.
Любовь // 9512.4.5989
2011.02.01 19:17
Администрацине тавтапуç.Билборд мĕн иккенне чăнах та пĕлменччĕ.Ялтан тухсах каймастпăр та.Микиш вара район ятне тĕрĕс пĕлнĕ.Чăнах та Елчĕк районĕнчен эпĕ.Май пулсан олимпиада ыйтăвĕсене,кăсăкла ĕçсем вырнаçтараймастăр-и сайтра.Питĕ пысăк тав.
Атилла // 8568.8.6851
2011.02.01 21:24
Любовьта любовь теть хăйне.Юрату тесен мĕнле хитре пулĕччĕ.
Çилюка Валери // 3097.78.3927
2011.02.09 20:24
---Чаплăччĕ Пăлхар,сумлăччĕ Пăлхар Таçти элче те кунта килетчĕ.Чаплăччĕ Пăлхар, сумлăччĕ Пăлхар,Кийÿ хули пек çиçсе ларатчĕ.Вутлă тăвăл пек кильчĕ Супетей,Пăлхар хулине йăлтах çунтарчĕ.Кильчĕ те пусрĕ хаяр Супетей,Пăлхар хулине çильпе вĕçтерчĕ.Ватти - хĕттине,ачи-пăчине Хуса путарчĕ Акăш кÿллине.Паттăр арсене,йĕкĕт яшсенеТискер нÿкерсем тухрĕç вĕлерсе.Нар пек хĕрсене,пике хĕрсене,Ильсе кайрĕçĕ хуса хăрхăма.Çапла тĕп турĕ пусах Пăлхара,Хура тăвăл пек ишрĕ Пăлхара. Чаплăччĕ Пăлхар,сумлăччĕ Пăлхар,Кийÿ хули пек çиçсе ларатчĕ !
Аса илер тăвансем хамăр историне . Камран пирĕн вăтанас ? Пирĕн пек халăх çĕр çинче сайра .

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj