Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Вырӑс чӗлхи йывӑртарах...

Аçтахар Плотников14.01.2011 23:074178 Пурĕ пăхнă
Шкулсенче вырӑс чӗлхине миҫе сехет вӗрентнине шута илсе, тата чӑваш чӗлхин сехечӗсене асра тытса ман ҫапла шухӑш ҫуралчӗ — чӑн та вырӑс чӗлхи йывӑр! Ара мӗн кӗҫӗн классенчен вӗрентме пуҫлаҫҫӗ те вӗрентеҫҫӗ-вӗрентеҫҫӗ, ҫаплах вӗрентсе ҫитереймеҫҫӗ! Вырӑс чӗлхипе ачасене эрнере миҫе сехет минретеҫҫӗ? 5 сехет. Чӑваш чӗлхине вара? 2-3 сехет* те (хӑш-пӗр шкулсенче 1 сехетпе те ҫырлахаҫҫӗ) ҫитет теҫҫӗ. Ман шутпа вырӑс чӗлхи ЙЫВӐР пулнӑран! Унашкал нумай вӗрентни йывӑр пулнӑран кирлӗ ӗнтӗ :) Кӗҫӗн классенчен 11 класа ҫитиччен вӗрентеҫҫӗ — ҫапах йӑнӑшсӑр ҫырма пултараймаҫҫӗ :). Чӑваш чӗлхиех ҫӑмӑл!
__
* ку вӑл чӑваш шкулӗнче
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Зоя Васильевна // 3810.87.9270
2011.01.21 13:52
"Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн,
Зп пуласшăн ик ăслах",-тенĕ П. Хусанкай поэт.Вĕсене пĕлни пирĕн тавракурăма çеç аталантарать. Анчах та Чăваш çĕршывĕн тĕп чĕлхи валли 5 сехет вырăс шкулĕсенче уйăрсан мĕн чухлĕ çитĕнÿ пулĕччĕ:пĕрре ашшĕ-амăшĕсем тăван чĕлхене хисепленине курĕччĕç,тепре ачасем ашшĕ-амăшĕсене тата чăн тăван чĕлхине юратма тытăнĕччĕç.Эпир те вĕрентекенсем чăвашлăхшăн ырми-канми ĕçлĕттĕмĕрччĕ.Çак ĕмĕт пурнăçлансан нумай чăваш хăйне телейлĕ туйĕччĕ.Шанатпăр-ха,кĕтетпĕр...

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj