Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫынран яланах ҫӗннине кӗтеҫҫӗ

Аçтахар Плотников18.01.2011 23:314465 Пурĕ пăхнă
Елена Беловӑн ҫырӑвне асра тытса

Ҫӗнӗ ҫын хӑйӗнпе яланах ҫӗннине илсе килет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуҫлӑх улшӑннӑ вӑхӑтра пӑлхавар тунин усси ҫук теҫҫӗ — ҫӗнӗ пуҫлӑх халӑхра шанчӑк ҫуратать. АПШ президенчӗсем те яланах улшӑнни вӑл тӗлӗшпе лайӑх — пӗр пуҫлӑхӗ тунӑ йӑнӑшсене тепри килсен манса каяҫҫӗ, е манма тӑрӑшаҫҫӗ... Пирӗн президент улшӑнни те халӑха шанчӑк пачӗ пулас — унран чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлас, чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Вӑл шутра ЧНК пуҫлӑхӗ улшӑнасса та шанаҫҫӗ пулас.
Халӑх конгресӗн пуҫлӑхне кама лартасси пирки ҫеҫ ыйту пур пулас. Ҫакна шута илсе ман хамӑн шухӑша пӗлтерес килчӗ. Ман сӑмахӑм Архипова улӑштарасси пирки мар, урӑххи пирки — наци пуҫне кама лартмалли ҫинчен. Ҫав ертӳҫӗн пӗтӗмӗшле сӑнне, сӑнарне эпӗ мӗнле курни пирки.

Чӑваш халӑхӗ ӗҫчен халӑх. Кунпа тавлашакан ҫук. Ав вырӑссем те пире, пӗлсех каймансем, чӑвашсене тутарсемпе танлаштараҫҫӗ. Тутарсем пекех ӗҫчен, вӗсенчен те ирттереҫҫӗ теҫҫӗ. Чӑваша пӗр япала ҫеҫ ҫитмест — лайӑх пуҫлӑх, вӗсене тӗрӗс ҫулпа ертсе кайма пултараканни. Пуҫлӑха халь кама лартаҫҫӗ? Пӗлӗшсене, хӑйсене майлӑ ҫынсене. Ятарлӑ пуҫлӑх пулма вӗреннӗ-и унта, вӗренмен-и — ку вӗсене интереслӗ мар. Ларать вара ҫӗнӗ пуҫлӑх... ӑшӑ вырӑн тупнӑшӑн савӑнса. Хушу пама пурте пултараҫҫӗ — вӑл та хӑйӗнчен пуҫлӑх пулма пултарать тесе ӗненет. Пуҫлӑх тени вара вӑл ансат япала мар. Кунта хушусем пама пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Кунта тӗллевсене палӑртма пӗлни, вӗсене пурнӑҫа кӗртме план хатӗрлени кирлӗ. Ку та ҫителӗксӗр — ӑна пӑхӑнакан ӗҫченсемпе пӗр чӗлхе тупаймасан темле сумлӑ ӗҫ те вырӑнтан тапранаймӗ. Тӑшманӗсем те хӑйсене кӗтмӗҫ — тупӑнсах тӑрӗҫ. Вӗсене те вырӑна лартма пӗлмелле, ӗҫе чӑрмантарма ирӗк памалла мар. Ҫавнашкал ҫынсене менеджер теҫҫӗ. Вӗсене ятарлӑ вӗрентеҫҫӗ. Вӑт шӑп та лӑп чӑваш культурине ҫӗклеме, чӑвашлӑха аталантарма вӗреннӗ ҫавнашкал пӗлӳллӗ ҫынсем пирӗн ҫукрах.
Патшасене те вӗт мӗн ачаран патша пулма вӗрентнӗ. Ӑруран ӑрӑва хӑйсен пӗлӗвне парса пынӑ — ҫавӑнпа та вӗсем патшалӑх епле пулмаллине питӗ лайах чухланӑ. Шел те, пирӗн чӑваш патшисем юлман, вӗсен юнӗ халӑхра пур пулин те, ытла та шӗвелнӗ.
Наци пуҫӗнче 35-50 ҫулсенчи ҫын тӑмалла ман шутпа. Ватти е ытла ҫамрӑкки кирлӗ мар. Ватти ваттисен хуралне ертсе пытӑр, ҫамрӑкки — ҫамрӑксен ушкӑнне. Паллах, ҫав 35-50 ҫулсенчи ҫын таса пулмалла. Чӑвашлӑхшӑн ӗҫлекен маттурсем халь пайланса пӗтнӗ, шел те вӗсене пӗр ҫӗре пухма вӑхӑчӗ халь ҫитмен, ҫавӑнпа ҫав ҫынӑн пур ушкӑнпа та ҫыхӑнса ӗҫлеме пӗлмелле. Пӗр-пӗринпе хирӗҫкелеҫҫӗ пулин те кашни ушкӑн чӑвашлӑхшӑн ӗҫлет — ҫавӑнпа та кашнипе ӗҫлемелле, чӑвашлӑха аталантарма пурне те явӑҫтармалла. Менеджер манашкал ӗҫ ҫынни пулмалла мар. Ӗҫлекенни вӑл ӗҫне тутӑр, менеджерӑн тӗллевӗ — ӗҫсене палӑртасси.
Эп калакан менеджер чӑваш пулмалла, чӑвашла пӗлмелле. Хӑшӗ-пӗрисем чи кирли ӑсӗ пултӑр теҫҫӗ, эп унпа килӗшместӗп. Чӑвашла пӗлмен ҫын чӑвашлӑхшӑн чунне парса ӗҫлемӗ. Темле ӗҫе те, банкир-и вӑл, тракторист-и — юратса туни килӗшӳллӗ.
Требованисем пысӑк, ҫавӑнпа та менеджера ятарласа вӗрентмелле. Хальхи ҫамрӑксене те явӑҫтарас пулать — халӑхра чӑвашлӑхшӑн ӗҫлеме пултаракан менеджер сахалтан та пӗр 3-5 ҫын пулмаллах (ятарласа 20-30 ҫамрӑка вӗрентмелле, вӑхӑт иртнӗ ҫем вӗсенчен шӑп та лӑп 3-5 ҫын тарса юлӗ. Ыттисем тен хӑйсен пӗлӗвне урӑх сферӑра усӑ курма шутлӗҫ). Хальхисен вырӑнне йышӑнма пултаракансем пулмаллах.
Пирӗн чӑвашсен хӑйне евӗр уйрӑмлӑхсем пур. Эп вӗсене ҫитменлӗх теместӗп — кӗвӗҫесси, кашни хӑйне уйрӑм патшан туясси. Менеджерӑн ҫак уйрӑмлӑхсене мӗнле те пулин хӑйӗн ӗҫӗнче вырнаҫтарма пӗлмелле пулӗ.

Ку манӑн шухӑш ҫеҫ. Манран ӑслӑраххисем пур, вӗсен пуҫне ҫакнашкал план хатӗрлесси кӗнех ӗнтӗ. Эп вӗсемпе, пур пулсан та, паллашман ҫав. Ҫеҫпӗл Мишшин пур теҫҫӗ, ӑна та пулин вуламан-ха.

Ҫакнашкал менеджера халӑх хушшинче тупсан пирӗн халӑх ман шутпа чӑн та вӑранма пултарӗ, чӑн та чиртен сывалӗ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Атнер // 8568.8.6851
2011.01.19 12:48
Питĕ тĕрĕс каланă.Кам кама кĕвĕçни ним те ăнланмарăм.Мĕскĕнреххисем тен,çавăн пек.Анчах конкретлă ĕçпе палăрнă,вăхăтне те укçине те шеллемесĕр ĕçпекенсем паллах критиклеççĕ президиумра кăна ларса тата тăнлă сăмахсем кăна калакансене.Вĕсем патшалăх тата халăх шучĕпе пурăнаççĕ,анчах уссине ним те тумаççĕ.Хатĕр менеджерсем вара пур вĕсем.Анчах Федоров режимĕ вăхăтĕнче наци темине çĕклеме юраманнине пула кашни ушкăн уйрăммăн ĕçленĕ.
Пер херарам // 1636.59.7469
2011.01.19 18:10
Çав вăхăтрах никам та чăвашлăхшăн ятарласа ĕçлемен саманасенче те сыхланса юлнă вĕт-ха эпир, ачасем те чăвашлах калаçнă, çыравçăсем хушшинче те арçынсем ытларах пулнă, халĕ вара ятарлă ĕçлекенсем, ЧНК,тĕрлĕ обществăсем пур, чăвашлăх пĕтет тетĕр, пĕтместпĕр, эпир вĕсемсĕрех пурăннă, пурăнатпăр та...
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.19 19:05
Глобализаци тени пирĕн пек халăхсемшĕн хăрушла япала.Юнеско та ав чăваш чĕлхине çухалса пĕтекенсен списокне кĕртнĕ.Унта ухмахсем мар.Тепĕр тесен вĕсемсĕрех ăсчахсем пĕлеççĕ:çавăнпекех ним те пулман пекех пурăнсан чĕлхемĕр тепĕр 60-80çултан пĕтме пултарать.Ан ĕненĕр:мĕнпе-ха ун пек,чăваш вăл пин çул пулать текенсене.Суяççĕ,мĕншĕн тесен вĕсен ачисем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ.Хăйсем те лавккасече тĕрлĕ учрежденисенче çине тăрса тăван чĕлхене хÿтĕлеме хал çитереймеççĕ.
2011.01.19 22:00
Аçтахар Плотников
«Çав вăхăтрах никам та чăвашлăхшăн ятарласа ĕçлемен саманасенче те сыхланса юлнă вĕт-ха эпир»
Ун чухне вăхăчĕ урăхла пулнă, самани паянхи пулман. Эсир çавна манатăр. Тĕслĕхрен, Хусан ханлăхне аркатнă хыççăн чăвашсен хăй патши пулсан хальхи вăхăтра самай урăхла пулĕччĕ чăваш халăхĕ.
Малтанхи вăхăта илес пулсан — ун чухне телевизор пулман, шкулсенче ятарласа пурне те вырăсла вĕрентмен. Чăваш халăхĕ те куçса çӳремен, ялтан хуланалла тарас туртăм вăйлă пулман. Халĕ мĕнле? Телевизорĕ кунĕн çĕрĕн вырăсла палкать, чăвашли пĕтĕмешле илсен те 95% çитеймест. Маларах чăвашла лозунгсем çырнă пулсан, халĕ ăçта унашкаллине курма пултаратăр? Шупашкартан инçех мар (7-10 çухрăм) ларакан Шоркка арманĕсем патĕнчи хурал çурчĕ çине «Тырă нумайрах — çĕршыв пуянрах», «Уй-хирти ĕçсене ...» (лайăх вуланмасть) çырни халĕ те пур — сăрламаннине пула, çĕнетменнине пула сăррийĕсем тĕпренсе пĕтнĕ, хăш-пĕр сăмахĕсене аякран вулама май çук. Анчах чăвашла пулнă! Хальхи саманара çыртарсан ним шухăшламасăр вырăсла çырса хурĕç.
Мĕншĕн апла? Сăлтавĕ ман шутпа чăваш чĕлхине пурнăç уттинчен аякалла сирсе янинче. Малтан техникăра усă курма пăрахнă, кайран вара калаçу чĕлхинчен те тухса пырать.
Вăл малтан, телевизор, интернет çук чухне чăваш чĕлхи хăй аталанма пултарнă. Ытти чĕлхесем ăна кансĕрлемен, ун тивĕçĕсене туртса илме хăтланман.
Чăваш чĕлхине çыру чĕлхине кĕртни XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ăна çăлса хăварма пултарнă. Ун чухне çĕршывра çыру аталаннă пулнă. Халĕ техника, интернет аталанать — çавăнта чĕлхе пулмалла. Анчах çук вăл унта. 1960 çулсенче акнă вăрлăх та чĕлхене самай сиен кӳрет — чăваш чĕлхине малтан Канашран кăларман пулсан (чăваш чĕлхи Канаша çитме çеç кирлĕ имĕш), халĕ ялта çĕртесшĕн. Унтан та хăвалаççĕ — хуларан хăнана килекенсем чăвашла калаçас вырăнне вырăсла калаçтараççĕ.
Кая юлнă эпир. Вырăсла вуншар-вуншар телеканал. Радио та чылай. Тутарсем тапăçланаççĕ, пирĕннисем вара укçа çук тесе мăкăртатаççĕ. Сăмах май наци радиовне те вырăсла-чăвашла мар, чăвашла анчах тумалла пулнă. Ун чухне вăл чăваш чĕлхине усă парать, хальхи форматпа — ни усси, ни сиенĕ тенĕ пек. Шупашкарта тахçанах тухмалла. Лицензине илнĕ тенĕ хыпар тахçанах тухнăччĕ — халĕ те эфира тухаймаççĕ пулас.

Тата... ЧНК ĕçлессе, патшалăх тăвасса кĕтсе лармалла мар пирĕн. Вĕсем ĕçлесен, паллах, ĕç хăвăртрах каять, анчах пирĕн те ĕçлемелле. Майне çитернĕ таран.
2011.01.20 19:17
Аксар Чунтупай
Мана юлашки ЧНК ларăвĕ (конгресс ларăвĕ) пит тĕлĕнтернĕччĕ. Чăвашлăха ялта упраса хăвармалла тени чуна пăлхатса ячĕ. Мĕншĕн-ха? Ялта çынни те юлмарĕ вĕт-ха... Ват çынсем ахаль те чăвашлăха парăннă çынсем. Çамрăксем вара - хулара. Хулара чăвашлăха çĕклемелле тесе никам та каламарĕ. Хула культури пуç пулса тăнă вăхăтра ял пĕлтерĕшĕ чакса кайрĕ. Апла пулсан чăвашлăх ыйтăвне хулара татса памалла.
Якур // 8568.8.6851
2011.01.20 21:59
Ял пур чухне чĕлхе пĕтмест-ха-терĕç çав конгресра президиумра ларакансем ун чух.Хамăр пурте çăмăл пурнăç шыраса хулана тарса килтĕмĕр,ачасене тăван чĕлхене вĕрентеймерĕмĕр.Мĕн чулĕ пирĕн писатель-поэтсем,журналистсем,артистсем,вĕрентекенсемпе профессорсем.Министерство пур.Чăваш чĕлхи хулара янраса тăмалла,анчах троллейбусра кăна хăш чух илтĕнет чĕлхемĕр.Асăннă çынсем ĕç вырăнĕсенче,урамра,хăйсем хушшинче,ачисемпе вăтанаçĕ тăван чĕлхепе калаçма.Вара ирĕксĕрех хăйсене лăплантарма ял çинелле пăхать пирĕн интеллигенци чĕлхемĕр пирки аса илсен.Республика президентне шанас килеть.Хăй чăваш,арăмĕ те чăваш.Хăйĕн пек маттур çынсене пĕрле пухма пултарсан лайăх пулĕччĕ.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj