Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Шупашкара куҫрӑм

Аçтахар Плотников20.02.2011 20:5617302 Пурĕ пăхнă
Ҫапла, паян эп Чулхуларан Шупашкара куҫрӑм. Унти ӗҫрен кайрӑм, халӗ ӗнтӗ Шупашкарта ӗҫ тупма тивет. Кунти ӗҫ темле пулӗ ӗнтӗ — куҫ курӗ тетӗп.
Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашлӑхшӑн ӗҫлени лайӑхланасса шанас килет. Ҫав шанӑҫпа куҫрӑм та ӗнтӗ. Килти сӑлтавсем те пулчӗҫ, анчах чи пӗлтерӗшли маншӑн тӑван ҫӗре куҫасси пулчӗ. Чулхула мана чӑнах та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. «Из рук в руки» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнӗ вӑхӑта та кӗтсе тӑмарӑм — заявлени ҫырса ӗҫрен тухрӑм.
Укҫа-тенкӗ енчен тесен пӗр 15 пинлӗ ӗҫе вырнаҫсан нимӗн те ҫухатмастӑп — тупӑш малтанхи пекех пулӗ. Интереслӗ, унашкал май пулӗ-ши?..

Тӑван Енӗм! Кӗтсе ил мана! Эп таврӑнтӑм тӑван вырӑна!
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Акулина // 1140.78.1679
2011.04.07 20:24
Каçарăр чăрмантарнăшăн. Андриянăн чăвашла биографине хамах шыраса тупрăм!
2011.04.08 09:19
Аçтахар Плотников
Яков Ухсайăн сăввисем кунта пур: http://chuvash.org/lib/author/340.html (12 хайлав çеç)
Николай Ларионов // 2484.67.1068
2011.04.08 16:49
Тăван ене килни аван,Микулай.Эс кунта кирлĕрех. Чăваш халăхне усси нумайрах пулать!
Саня матки Валерикки // 3503.36.5012
2011.04.08 18:56
Микулай!Епле вырнаçса савăнтăн? Кам хĕпĕртерĕ эс килнишĕн?
Серте Унтри // 6903.0.1973
2011.04.08 19:48
Многие возвращались, но потом обратно уехали.
Менралитет у Вас уже изменился, поэтому везде будете находить непонимане.
Вы видели ? Никто в комментариях конкретной помощи не предложил. Года через полтора сорветесь обратно только пятки будут сверкать.
2011.04.08 20:24
Аçтахар Плотников
Серте Унтри, эп кунтах-ха хальлĕхе. Чулхулана таврăнма кăмăлсем çук. Ытти хулана, тен, шăпам илсе кайсан, кайма пултаратăп.
Таврăннăранпа уйăх ытла çеç иртнĕ-ха, çавăнпа та ăнланманлăх пур-и çук-и — пăхса тăмăп-ха хальлĕхе.
Тепĕр тесен пурте тарсан кам юлĕ?

Ĕçе вырнаçман — ĕçсĕр. Куллянмас ун пирки. Чĕнекенсем пур — килĕшмен вырăнта ĕçлессĕм килмест. Укçи-тенки енчен хĕсĕк мар та (чăвашлăхшăн чăннипех те чун-чĕререн /ячĕшĕн мар/ ĕçлекенсене Турри пулăшса пыратех!) — кулянмалли сăлтав çук.
Серте Унтри // 1077.60.3749
2011.04.09 00:53
То что Вы возвратились это здорово, и радует что одареные чуваши возвращаются, но огорчает невостребованность, отсутствие создание условий для реализации потенциала таких личностей.
Предлагаю Вам серьезно задуматься об адаптации решивших возвратиться в Чебоксары. Напишите с какими трудностями приходится сталкиваться.Как вжились в коллектив если устрнитесь на работу.
Атнер // 8568.8.6851
2011.04.09 10:27
Серте Унтри. Докладываю Вам ,что я от имени фонда "СУВАР"первым оказал конкретную помощь Микулаю. Таких настоящих чувашей надо на руках носить и всячески беречь. Сколько чуваш посещяет данный сайт Если бы каждый перечислил на счет сайта хотя бы по 500рублей. Одни бесплатные советы,обидно за нас чувашей. Ведь татары не такие.
Серте Унтри // 1487.98.2165
2011.04.09 13:34
Дважды переехать все равно что один раз сгореть.
Поэтому действительно давайте поможем чем можем.
Админ, пишите номер электронного кошелька в понедельник перечислю.
саня матки Валерикки // 2484.64.6919
2011.04.10 18:32
Питĕ интереслĕ!Чăвашлăхшăн тăрăшакансем вырăсла пит чăплă калаçаççĕ иккен!Эпир пĕлмен те!Эс,Куля,кала ăçта пурнан,мĕн çиен? Атнер пани сахал пуль?... Тепĕр тесен Коляшăн савăнмалла çеç ĕнте!

Paĝoj: 1, 2, 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj