Конституцине пите хирĕç..Путин пулни юрĕ-ха анчах та ун хыçĕнче Петĕр хулин вăрă-хура шуйтанесем,чиновникесем тăраççĕ..Пĕтĕм влаçа вĕсем ярса тытрĕç..халăха пусмăрлаççĕ.Путин пулсан малта вăйлă вăрçăсем пулаççĕ тен тата Грузипе(унта НАТО та кресе кайса пулашма пултарать),Кавказпа(ислам джихаче тата вăйлăланса пырать-ха)..
Лидия Шурзьол(Мавлютова) // 4115.41.6074
2011.09.30 20:57
Ман шутпа Путин президентран тухманпа пĕрех.Вăл пур пурнăç йĕркине хăех ертсе пынă пек. Суйлав вăхăчĕ кĕтсе тăнă тейĕн.Медведевпа калаçса татăлнă пулĕ те,влаçа пĕлнĕ пĕлмен çынна париччен, хăйсен аллисенче упраса хăварнă пулĕ? Эсир мĕнле шутлатăр? Мана вĕсем иккĕшĕ те килĕшеççĕ.
Лайăх çын (Мана вĕсем иккĕшĕ те килĕшеççĕ)тенипе вакка та сикме пулать. Халăха мĕн парĕ, çĕршыв мĕнле пулĕ малашне, усси пулĕ-и унран - çавна пăхмалла... Çĕршыв коррупципе витĕннĕ... Апла пулсан РАççейрен нимĕн те юлмĕ. Общесвовед-политиксем каланă тăрăх, тепĕр 50 çултан çĕр çинче 2 хут ытларах ирĕклĕ патшалăх пулмалла...
Лайăх.Админпа килĕшетĕп. "Ни один диктатор не уйдет добровольно"-çак сăмахсем аса килеççĕ. Путин чăн та кам пулнине тин ăнланма тытăнĕç пулас.
Тайр // 5574.4.5423
2011.10.01 23:55
Авалхи грексем каланă:"Каждый народ достоин своего покровителя". Е Позднер калашле:"Такие времена" .Тепĕр 50 çултан тен ирĕке тухăпăр.
Тайр // 5574.4.5423
2011.10.01 23:58
Анчах,поэт калашле:;...жаль в ту прекрасную пору жить не придется ни мне ни тебе."
Атл // 4046.07.8655
2011.10.02 04:04
Хальхи пек ташă ташласан пулать - и чăваш ун чух Çĕр çинче?
Акулина // 3512.44.5642
2011.10.02 17:55
Мĕншĕн Путин кпллех президента ларассишĕн тапаçланать? Путин мана килĕшет пулсан та вăл кун пек хăтланни килĕшсех каймасть. Унран маттуртарах çынсем çук-и вара çĕршыва ертсе пыма? Е вăл хăйне çеç пултаруллă çын тесе шутлать? Тĕнчере ун пек темиçе срок президентра ларнисем тата нумай-ши?
Володя // 2523.98.8800
2011.10.05 14:28
Акулина "Тĕнчере ун пек темиçе срок президентра ларнисем тата нумай-ши? " Пайтах. США-ри Рузвельт кăна мĕне тăрать.