Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Округа чӑвашлатмалла-и?

  22.05.2023 02:21 | 1710 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхинчи пысӑк йывӑрлӑхӗ тесе орфографине калаҫҫӗ. Анчах, ман шутпа, унтан йывӑртарах вырӑн та пур — ку вӑл терминологи. Ҫак статьяна ҫырма шухӑш тахҫанах ҫуралнӑччӗ. Анчах ниепле те алӑ ҫитеймерӗ. «Пиҫсех» те ҫитейменччӗ пуль вӑл. Нумай пулмасть «Чӑваш ТВ-ра» «округ» термина асӑнчӗҫ те ҫырмаллах пуль терӗм вара. Ыйтӑма хутшӑннӑ 870 ытларах ҫынран 70% ытла «округа» чӑвашлатмалла тесе сасӑланине кура ман шухӑш хӑшӗ-пӗрне, тен, чылайӑшне те, кӑмӑла каймӗ пуль.

Далее...

 

«Сасӑла» проектӑн уйӑхри ӗҫӗ

  12.05.2023 22:34 | 1213 Пурĕ пăхнă

Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать.

Mozilla Common Voice проектран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

Mozilla Firefox браузера тӑвакан ушкӑн тӗрлӗ чӗлхепе сасӑ пухас ӗҫе тахҫанах пуҫӑннӑччӗ.

Далее...

 

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем

  07.05.2023 16:05 | 1653 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхинче сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем пур. Калӑпӑр, «путлӗ», «путек», «кансӗр»… Чӑвашла вӗсене йӑнӑшсӑр ҫырас тесен ҫак сӑмахсем мӗнле пулса кайнине лайӑх пӗлмелле. Уйрӑмах ҫакӑ «путсӗр» сӑмаха пырса тивет: кӗнекесенче те сахал мар ӑна «пӳтсӗр» пек ҫырнине асӑрхатӑп. Чи пысӑк сӑлтавӗ ӗнтӗ кунта ӑна каланӑ чухне эпир «путсӗр» мар, «пӳтсӗр» тенипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫырнӑ чухне те «пӳтсӗр» тесе ҫырас килет. Ку сӑмахӑн тепӗр форми те пур-ха: «путлӗ». Анчах ку чухне ӑна никамах та «пӳтлӗ» тесе каламасть те, унашкал йӑнӑш тӑвас хуйхӑ ҫук.

Далее...

 

«Еркӗн» поэмӑри топонимика

  24.04.2023 10:12 | 802 Пурĕ пăхнă

Николай Шупуҫҫынни

Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх.

Далее...

 

Карӑш-карӑк-карӑшлӑх...

  23.03.2023 13:32 | 626 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Авалхи чылай сӑмаха эпир халӗ ӗнтӗ манса пӗтнӗ, хӑшпӗр чухне вара тата сӑмах пӗлтерӗшне улӑштарса, хальхи чӗлхере урӑх ӑнланупа ҫӳретнине те куратпӑр. Акӑ, Карӑшлӑх ятлӑ ял пур пирӗн Чӑвашстанра. Мӗне пӗлтерет-ши ку?

Далее...

 

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

  05.03.2023 19:10 | 914 Пурĕ пăхнă

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ. Ҫухалаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех мар-тӑр? Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль. Чӑвашсен ниме текенни те паянхи кун иртнӗ куна юлчӗ пулас. Мӗншӗн? Ҫак ыйту мана кӑсӑклантарчӗ те ак мӗнле шухӑшсем патне ҫитрӗм.

Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать. Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть.

Далее...

 

Ҫын аллинчи кукӑль тутлӑрах-ши?

  15.02.2023 10:24 | 1068 Пурĕ пăхнă

Хӑшӗ-пӗри питех те чӑваш халӑхне катӑк тесе кӑтартма тӑрӑшать. Ун пеккине сахал мар курнӑ. Хамӑр чӑвашсем те «ахах»-па «мерчен» шырама ютталла ытларах тӗмсӗлеҫҫӗ. Ытти халӑхсенчен вӗреннинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах та ҫав хушӑрах хамӑра ыттисенчен катӑкран теме хӑтланни ман шутпа киревсӗр япала.

Сӑмахӑм ман паян «Илемлӗ, илемлӗ…» чӑваш халӑх юрри пирки пулӗ. Нумайӑшӗ, вӑл илемлӗ юрӑ тесен, хирӗҫ пулмӗҫ ӗнтӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Пӗр енчен ансат юрӑ.

Далее...

 

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑвашсене мӗншӗн персе вӗлернӗ?

  09.02.2023 19:33 | 1092 Пурĕ пăхнă

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ.

Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм.

Далее...

 

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха!

  26.01.2023 13:51 | 939 Пурĕ пăхнă

Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.

Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук.

Далее...

 

2022 ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2022 09:01 | 1503 Пурĕ пăхнă

Акӑ, ҫак ҫӑмӑлах мар ҫулталӑк вӗҫленсе те пырать. Вӑл вӗҫнелле шуса пынӑ май, яланхи пекех эпир ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвне тӑватпӑр.

Пӗлтӗр эпир 2022 ҫула пысӑк шанӑҫпа кӗтсе илеттӗмӗр. Шел те малашлӑх епле пулассине пӗлеймен ҫав. Пӗртен-пӗр савӑнӑҫлӑ хыпар: кӑшӑлвирус пире ытлашши пӑшӑрхантарма пӑрахрӗ. Ҫук, вӑл пӗтмен-ха, сысна грипӗпе пӗрле пирӗн хушӑрах явӑнса ҫӳрет, анчах 2022 ҫул кӑтартса панӑ тӑрӑх ҫав чир ытлашшиех хӑрушах мар иккен, унтан хӑрушши те пур. Ҫавна май ун пирки шухӑшлама пӑрахрӑмӑр.

Далее...

 

Иртнӗ кунӑн ҫуттипе хӑҫанччен йӑпанӑпӑр-ши?

  06.12.2022 13:04 | 1695 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет.

Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та.

Далее...

 

Илемлӗ хайлав ҫутталла туртмалла

  28.11.2022 21:32 | 1430 Пурĕ пăхнă

Юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫыравҫӑсем хайлакан произведенисенче ытларах енӗпе малашлӑх курӑнманни вӑйлӑ сисӗнни пирки эп кӑна мар, ыттисем те асӑрханӑ. Пӗрине пӑхатӑн, теприне — таҫта та нушапа терт, пуласлӑхра ним ыррине те курманни. Геннадий Дегтярёв пӗррехинче Борис Чиндыковӑн хайлавне хакланӑ чухне ҫапла сӑмах каланӑччӗ: «йытти те пулин ҫакӑнса вилет». Тӗрӗссипе калас пулсан, хам эп вӑл хайлава вуламан, паллашман, ҫавӑнпа та ҫын сӑмаххи ҫине таянса калама кӑна пултаратӑп.

Далее...

 

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ!

  03.11.2022 19:12 | 4920 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.

Далее...

 

Пӳрт тата ҫурт

  11.10.2022 14:58 | 1298 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.

Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке.

Далее...

 

Алмас-и, Алмуш-и?..

  03.10.2022 20:35 | 1456 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Вуннӑмӗш ӗмӗрте пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем патне арабсен Багдатри халифӗн элчисем килнӗ. Вӗсен хушшинче Ахмед ибн-Фадлан ятлӑ ҫыруҫӑ та пулнӑ. Вӑл пӑлхарсем ҫав вӑхӑтра мӗнле пурӑннине, вӗсен патшипе тӗл пулнине тӗплӗ ҫырса кӑтартать.

Далее...

 

Ытлашши укҫана ӑҫта хывма пулать?

  16.09.2022 17:12 | 1074 Пурĕ пăхнă

Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ.

Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм.

Далее...

 

Чӑваш халӑх сайчӗ — 17 ҫулта

  07.09.2022 14:01 | 1765 Пурĕ пăхнă

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.

Иртнине тишкерсе

«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ.

Далее...

 

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар?

  02.09.2022 13:12 | 3732 Пурĕ пăхнă

Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче хыпар тухрӗ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата ҫитес ҫултан хупма палӑртнӑ. Чӑннипех те тӗлӗнмелле хыпар пулчӗ маншӑн. Ара, 2020 ҫулта йышӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн (ӑна эп кунта тишкернӗччӗ) чӑвашла тухакан хаҫатсен тӳпи 70%-ран чакмалла мар-ҫке! Вӑл программӑра (тӗрӗссипе ҫумпрограмма темелле те, анчах каплах калӑпӑр) тӗллевлӗ кӑтартусен пайӗ пур.

Далее...

 

Культурӑна аталантарни клубсене ҫӗнетнинче-и?

  19.08.2022 15:21 | 1288 Пурĕ пăхнă

Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм).

Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ!

Далее...

 

Йывӑҫ кӗперсем

  08.08.2022 18:55 | 1750 Пурĕ пăхнă

Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.

Йывӑҫран тунӑ кӗперсем

Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 46
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)