Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Коммунистсен партийӗ референдумпа ҫӳрет

Аçтахар Плотников30.09.2011 22:0114481 Пурĕ пăхнă
Нумай пулмасть ман киле коммунистсен пӗр элчи килсе кайрӗ — вӗсем ирттерекен референдум ыйтӑвӗсене хуравлама сӗнчӗ. Чи малтанах, паллах, вырӑсла хут туртса кӑларчӗ. Эп ӗнтӗ, унтан хӑпас тесе, чӑвашли пур-и тесе ыйтрӑм. Пур иккен. Чӑвашлине вырӑсла ӑнланманнисем валли тунӑ иккен. Вара ҫапла, кусем хутне чӑвашла та хатӗрленӗ тесе ыйтусем ҫине хуравласах терӗм.
Халь хӑй хучӗ пирки (эп ӑна систермесӗр ӳкерсе илтӗм). Унти ыйтӑвӗсене ытла та йывӑр куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсли ӑнланмалларах. Ак хӑвӑрах пӑхӑр, чи ансатскерӗ: «Раҫҫей гражданӗсене ватӑлса пенсие тухмалли ҫула ӳстерме кирлӗ мар тенипе килӗшетӗр-и?». Вырӑсла предложение тӳрремӗн куҫарнӑ ҫеҫ. Тӗрӗссипе вара пенсие тухас ҫула ӳстермелле маррипе килӗшетӗр-и? темелле ҫеҫ пулнӑ. «Хӑвӑрӑн хурава ыйтуран пушӑ клеткӑна ҫырса хурӑр» тенинех епле кӑткӑслатса янӑ. «Хурава ыйтӑвӑн пушӑ тӑваткалне ҫырӑр» — тени самай кӗскерех те ӑнланмалларах.
Тата вырӑслинче «Да», «Нет» хуравлама пулать пулсан, чӑвашлинче вӑрӑммӑн ҫырмалла — «Килӗшетӗп», «Килӗшместӗп». «Аха», «Ҫук» теме юрамасть. Ман хӑна калашле чӑвашлинче те «Да», «Нет» тесе ҫырма ҫеҫ ирӗк панӑ терӗ.
Ҫавах, ку ӗҫпе ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калас килет. Вырӑслине хатӗрленӗ май чӑвашлине тума та вӑхӑт тупнӑ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Вол // 4132.37.7347
2011.10.20 10:52
Çителĕклĕх укçара çеç мар пулĕ,тусăмăрсем. Мул ыйтăвĕпе "Хыпарсем" çине кĕместпĕр пулĕ. Ман шутпа çынпа çын уççăн хаçат страницинче калаçма пултарни те çителĕклĕхе çывхарнине пĕлтерет. 21çул каялла çак май пурччĕ -и?
2011.10.20 21:55
Аксар Чунтупай
Уççăн калаçасси вăл çынран килет. Эп 21 çул каялла та çавăн пекех уççăн калаçнă, хам коммунистсен партийĕн ретĕнче пулнă пулсан та (халĕ нимĕнле официаллă партинче те мар ĕнтĕ, тăван халăх партин членĕ çеç...). Тата уççăн калаçнине "демократсен" (хăйсем демократ та мар-ха!) демагогийĕпе çыхантарма кирлĕ мар.
2011.10.20 21:59
Аксар Чунтупай
Вол
2011-10-20 10:52
Çителĕклĕх укçара çеç мар пулĕ,тусăмăрсем. Мул ыйтăвĕпе "Хыпарсем" çине кĕместпĕр пулĕ.

Ман шутпа, мул ыйтăвне кун кĕнекинче çĕкленĕшĕн намăс пулмасть. Мул вăл (ĕç мар!) пурнăç тыткăчĕ пулса кайрĕ те...
2011.10.20 23:18
Аксар Чунтупай
ЦИК раскрыл доходы кандидатов в депутаты от «Единой России», в том числе и Дмитрия Медведева. Средний годовой заработок претендентов колеблется вокруг 2 млн рублей, но в списке немало и очень состоятельных бизнесменов. Как заявил газете ВЗГЛЯД один из кандидатов, «это серьезные люди, которые отвечают не только за себя, но и за тех, кто у них работает»

http://www.vz.ru/politics/2011/10/20/532040.html
Вол // 1832.80.6673
2011.10.31 14:12
Çын аллинчи кукăль яланах пысăк курăнать. Хамăн кукăле пĕçермеллĕх çăнăх тумалли пирки куллянасчĕ.
Володь // 5043.2.1941
2011.11.01 21:31
Халăх! Кама суйлас? Выбор çитет. Кайяси каяс мари тесе ларап. Коммунистсене суйласи? Только ЕДРО мар. Или каяс та мари?
Вол // 2175.13.9472
2011.11.02 17:20
Выбора кймалла. Пурин те. Халăх вăйне кăтартмалла. НИКАМА -та суйлас çук! ПРОТИВ ВСЕХ! Пурне те туртмалла!
Вол // 2358.473
2011.11.04 11:39
Коммунистсемшĕн суйламастăп. Сăмах çаптарма тата пурлăа пайлама кăна пĕлеççĕ. Хушма, хутлама вĕренчĕр.
Анонимла // 3900.44.3021
2011.12.06 20:23
Коммунистсем çĕнтерчĕç! Уррра!!!!
Анонимла // 3900.44.3021
2011.12.06 20:23
Вол !

Paĝoj: [1], 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj