Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Аксар Чунтупай: Патшалӑхӑн Пӗтӗмлетӳ Аттестацине (9 класс) пӑрахӑҫланӑ иккен

Аксар Чунтупай06.02.2012 20:087790 Пурĕ пăхнă
Ӗнер пире (те ырӑ хыпар тес, те ырӑ мар тес) ҫакна пӗлтерчӗҫ: Патшалӑхӑн Пӗтӗмлетӳ Аттестацине (9 класс) пӑрахӑҫланӑ иккен. Ку вара, ман шутпа, ҫакна пӗлтерет: чӑваш чӗлхин статусне тата аяларах антарни. Вырӑс чӗлхипе ГИА вара пӑрахӑҫламаҫҫӗ. Апла пулсан, ял шкулӗнче те чӑваш чӗлхине вӗренмесӗр пурӑнма пулать. Пӗтрӗ чӑваш чӗлхи! Пире никам та илтмест, пирӗнпе канашламасӑрах пӑрахӑҫласа пыраҫҫӗ... Намӑссӑрсем! Ҫакна чӑвашсемех тӑваҫҫӗ вӗт-ха. Тата, никам та шарламасть...
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Акулина // 1104.24.3415
2012.02.09 19:09
Галина, пирĕн районĕпех хăйсен шкулĕсенче экзамен тытаççĕ, никам та чăваш чĕлхипе экзамен парассинчен тăрса юлмасть. Кăçал кĕна çакăн пек терĕç, тепĕр çул гиа пулать тенĕ тет Шупашкарта ЧРИОра вĕренекенсене. Сирĕн районта гиа тытаççĕ-и?
Акулина // 1104.24.3415
2012.02.09 19:12
Аксар, ан кул манран. Хăв вĕрентекен ачасене ăçта экзамен тыттаратăн-ха? Садикренех ачасем вырăсла калаçнишĕн ман чун ыратмасть тесе шутлатăн-и?
Владимир // 3466.50.4718
2012.02.10 07:50
Халĕ ачасене 4мĕш класс пĕтерсен экзамен тыттарма юрать. Чăваш чĕлхипете. Экзамен çирĕпрех пултăр тесессĕн ашшĕ-амăшĕн çине тăрас пулать. Родительский комитет е Попечительский Совет урлă. Вĕрентекен хальхи вăхăтра экзамена çирĕп тумасть. СТИМУЛИРУЮЩИЕ! "2" е "3" паллăсем пулсассăн укçу сахалрах пулать.
Галина // 3352.86.4882
2012.02.10 20:09
200 тенкĕ анчах сахалрах пулать.
2012.02.11 19:05
Аксар Чунтупай
Ман шутпа, ГИА ирттерессине пăрахăçлама мар, ăна малалла аталантармалла. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнă май унпа вырăс класĕнче те ГИА тытмалла...
Вол // 3487.64.5022
2012.02.11 21:09
ГИА на никам та пăрахçламан. Ăна пурте параççĕ. Хăвăн кăмăлу.
Вол // 2506.97.7086
2012.02.17 16:48
Вырăса, ман шутпа, чăвашла калаçма хистеме кирлĕ мар. Вырăсан хăйĕн чăвашла калаçас туйăм çуралмалла. Пирĕн, чăвашсен, вара, вырăса çак ĕçре пулăшмалла. Мĕнле майпа? Шутлас пулать. Анчах та, ман шутпа, пирĕн халĕ хамăр халăх культурин ыйтăвĕсене малти вырăна кăлармалла.
Улатимер Ярхун Кибеке // 1252.12.9243
2012.02.23 23:39
Тавронсан та весем, паллах, нимен те манмещ. Пите авалхи йола-йеркесене пелещще, паллах верентещще, курайпа калама верентещще. Пирен те щапла пулмалла. Гиа тытас тещще тек, пожалуйста, Човаш щеренче кона мар, тулашенче те.
Акулина // 2980.18.9619
2012.03.07 23:08
http://inset.chv.su/ Çак каçăпа кĕрсе чăваш чĕлхине вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ журналпа паллашма пулать тесе çырнă. Анчах уçăлмасть-ха вăл. Мĕнле кĕмелле-ши унта?
Акулина // 2980.18.9619
2012.03.07 23:29
Каçарăр, хамах тупрăм. Питĕ аван журнал!!!

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj