 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Игорь Сайман // 3438.34.8939 2012.11.22 21:23 | |
| Умстатьяра чиркÿсем пирки асăнни пур. XVIII-XIX ĕмерсенче чăвашсем хушшинче мĕнлерех хăватлă чиркÿçĕсем пулнă: Ермей Рожанский, Виктор Вишневский, Митрофан Дмитриев, Даниил Филимонов... Паянхисем вĕсем патне çывăха та пыраймаççĕ! Чăваш ялĕнче ĕçлесе чăвашла служба ирттерме  пĕлмен пупсене те пĕлетĕп эп. Халăхран хăрушла аякра тăраççĕ!  | |
| унтри // 9964.6.2231 2012.11.24 07:17 | |
| Чиркÿ политикăна кĕме пултараймасть. Анчах чăваш пупĕ халăх кĕтÿçи пулма пултариять! | |
| Игорь Сайман // 5057.6.0555 2012.11.25 01:54 | |
| Хальхи вăхăтра чиркÿ çеç мар, Чăваш наци конгресĕн çыннисем те "эпир политикăран аякра!" тесе мухтанаççĕ. Эс политикăна кĕмесен, политика хăй сан патна кĕрет! Чылай чухне - сĕмсĕррĕн! | |
| Владимир // 4164.05.7638 2012.11.25 11:17 | |
| Чăвашсен спутник телеканал та çук. Туслăх теççĕ? Тен çав спутник телеканала ытти Атăл халăхĕсемпе, ирçе-мăкшă, çармăс, пушкăртсемпе пĕрле уçмалла? | |
| Владимир // 4164.05.7638 2012.11.25 11:22 | |
| Тутарсем Раççей бюджечĕ умĕнче 85 миллиард таран укçапа парăмра. Мускав хули хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Мускав хулине правительствăпа президент унта ларнишĕн 200 миллиард парăмĕпе шутлама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Анчах та чăваш пуçлăхĕсем укçа ыйтма пĕлмеç пулас. | |
| Владимир // 4164.05.7638 2012.11.25 11:26 | |
| Эпир никама пăхăнман патшалăх пулнă пулсан пирĕн спутник теле канал та пулатчĕ.Культура та аталанатчĕ. Çав Уренгой-Ужгород труби тăрăх газ транзитленĕшĕнех пире хальхи бюджетран 20 хут нумайрах тÿллечĕç. | |
| Владимир // 4164.05.7638 2012.11.25 11:30 | |
| Экономика енĕпе те çак шайран ытла арканмастпăрччĕ пуль. Çурри ытла халăх çавах Мускавра çÿрĕччĕ ĕçлесе. Мĕн парать пире Раççей, пирĕн халăха Мускавран этноцид политикипе пĕтернисĕр пуçсăр? | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.11.26 21:52 | |
| Чнк "эпир политикăпа çыхланмастпăр" тени импотент "хĕрарăмсем мана килĕшмеççĕ" тенипе пĕрех.Ленин атте пире вĕрентнĕ"Плитика есть концентрированное выражение економики" | |
| Игорь Сайман // 6066.4.3842 2012.11.27 00:10 | |
| ЧНК влаçа ХĂЙ ярса илессишĕн кĕрешме пултараймасть(парти мар!). Ытти енĕпе вăл политикăра пулма тивĕçлĕ. | |
| Игорь Сайман // 1071.58.5468 2012.11.29 17:14 | |
| XIX ĕмĕрте паллă вырăс историкĕ чăвашсем пирки "Раççее пусса илнĕ çумкурăк"  тенĕ. Çаврăнса пăхăр-ха паян йĕри-тавралла, çавнашкал "хаклава" аса илтерекен япаласене курмастăр-и? Уйрăм детальсемпе вак-тĕвексем таранах!!! | |
