Тимер усă курнă афоризм авалхи грексен мар. Чăннипе унăн авторĕ Жозеф де Местр(1811-мĕш çулта каланă). Унран та маларах çавăн евĕрлĕрех афоризма Шарль Луи Монтескье "çуратнă".
Якур // 1039.8.4424
2012.11.15 12:33
Саймана: илсе кăтартнă афоризмсем эсĕ унтан авалрах çырнă сăмахçаврăнăшсене мĕнпур архивсенче е алçырăвĕсенче паллашманнине кăна пĕлтереть.
Игорь Сайман // 2881.29.0074
2012.11.15 14:43
Пурпĕрех авалхи грексене тĕлли-паллисĕр вăратма кирлĕ мар.
Игорь Сайман // 2881.29.0074
2012.11.15 15:05
Авалхи грексем вырăсла пĕлмен, калаçман. Çавăнпа та вĕсен(вĕсенех пулсан!) сăмахĕсене те ЧĂВАШЛА текстра çав чĕлхепе илсе кăтартни корректлă мар. Авалхи грекла сăмахăн вырăсла куçарăвĕ теес пулать. Е чăвашла пĕлтер!
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.16 11:09
Чăвашлăхшăн "тăрăшакансене"чăвашлăха хÿтĕлесе йĕркеленĕ митингра кураймăн.Чĕлхене судра та хÿтĕлеме хал çитместь.Пĕр май влаçран укçа ыйтаç,чăвашла калаçма ыйтнă пекки тăваç.Килĕнче вара"чăвашлăх"çук.Акă ăçта вăп провокаци.
Игорь Сайман // 1350.52.1880
2012.11.16 16:36
Юлашкинчен Тимер мĕн каланипе килĕшме те пулать пуль. Çапах та Патăрьел ача сачĕ пирки çаплипех хăйĕн шухăшне каламарĕ-ха вăл...
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.17 08:48
Эпĕ "мĕскĕн" вирьял чăвашĕ.Хамăр патра та ял ячĕсене ырăсла кăна çырнине улăштарймап.Патăрьелте вара пурте маттур чăвашсем.Ультияр кăна мĕне тăрать.Турцинче чăвашлăха сарать!
Якур // 1039.8.4424
2012.11.17 13:00
Сайман, тăванăм! Патăрьелĕнчен пилĕк çынна пух та, ыйтса пĕл вĕсенчен садик пирки. Эпĕ санран Етĕрне педтехникумĕ çинчен мĕн калăн тесе ыйтма пуçласан. Ыйтăва вĕтетсе ямалла мар: "бывшийсен"почеркĕ ку.
Атнер // 1039.8.4424
2012.11.17 16:05
Патăрьелте пур Юхма Мишши Сарби конгресри президиумра Бахмисов тата ытти питĕ паллă çынсем.Сайманăн çавсене илсе каймалла Глухов патне.Ĕçĕ те пĕтнĕ.
Игорь Сайман // 5447.2.1970
2012.11.17 17:14
"Вĕтĕ" ыйту мар ку. Патăрьел-и, Етерне-и е Тăхăрьялпа Аслă Нагаткин - маншăн пурте пĕр пекех хаклă. Эпĕ апла-капла уйăрмастăп. Ыйту килĕшмест пек пулсан - тема ятне тепĕр хут аса илĕр:мĕн сÿтсе яватпăр эпир?