 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 4139.52.4672 2012.12.24 19:16 | |
|  | Авансем-и? Часах Çĕнĕ Çул, унтан сурхури.Çак сăмаха сурх ури(овечья нога) тесе ăнлантараççĕ. Чăннипе апла мар иккен. Н.Петров проф. шучĕпе сур хури. Дунайçи пăлхарсен чĕлхи çапла хушать. Кам та пулсан çакăн пирки тĕплĕнрех каласа памĕ-ши? | 
| Владимир // 8748.0.0237 2012.12.25 10:03 | |
| Эпĕ ăна нихăçан та сурăхпа çыхăнтарман, вăл уява. Чăвашсен ĕлĕк çулталăкĕ(çул татăлăкĕ)икĕ тапхăртан тăнă. Пĕр тапхăр, йĕпе тапхăр пĕтсе, тепĕр тапхăр пуçланнине, хур(хĕрÿ, ăшă) тапхăр пуçăннă.Вăл вăхăта, пĕр çултатăлăкĕ пĕтсе тепĕр çулталăк пуçланнине сур хури тенĕ. Тата мĕн темелле пулнă ши вăл вăхăтсем улшăннă саманта? Çĕнĕ çул пуçланнă уяв пулатьте ĕнтĕ вăл.    | |
| Владимир // 8748.0.0237 2012.12.25 10:10 | |
| Нимле сурăх та çук ку сăмахра, ĕне кăна тупма пулать, сурăхсен урисем пирки шухăшласан. Чăваш аваллăхĕ вăл чăн-чăн чăваш кĕнеки. "Чăваш кĕнекине ĕне çынă(чăвашсем хăйсен аваллăхне,историне маннă) "- çав кăна палăрать сурăхпа хутшăнтарсан ку уява. | |
| Agabazar // 3126.18.5031 2012.12.25 22:59 | |
|  | Николай Петрович Петров(1929-2008) профессор 1985-86 çулсенче София университетĕнче(Болгари) чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Çавăн чухне "сурхури" сăмах мĕне пĕлтернине пĕлсе килнĕ, статья пичетленĕ.Çав статьяна эп курнă,ăçта иккенне аса илейместĕп.Кам пĕлет? Тавтапуç. | 
| Игорь Сайман // 3404.61.0989 2012.12.31 15:24 | |
| Пурне те "Ирекле сăмах" ирттерекен ыйтăма хутшăнма сĕнетĕп тата чĕнетĕп: "Çулталăк çыннисем - 2012 .  | |
| Тимер // 3992.83.5676 2012.12.31 18:19 | |
| Çулталăк çынни паллах наци паттăрĕ Мочалов.СĔТЕВ хаçатра наци проблемисем пирки анлă та тарăн статьясем кăларчĕ.30 пин тираж.ХЫПАР канать.Хăйне экстремизм статьипе айăпларĕç. | |
| Игорь Сайман // 2948.04.3696 2013.01.01 01:55 | |
| «Ирĕклĕ сăмах» ыйтăм ирттерет. "Çулталăк çынни - 2012". Пурне те хутшăнма сĕнетĕп тата чĕнетĕп. | |
| Agabazar // 1818.00.7550 2013.01.01 14:54 | |
|  | http://www.irekle.org/articles/i31.html
 Хăвăртрах пултăр тесе ыйтăм адресне те кăтартмалла пуль... | 
