Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5735149 Пурĕ пăхнă

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.11 09:54
Мухатнасси мескен чунла сынсен тивесе, нименпе те мухтанайманнипе «чувашское национальное движениепе" мухтанмалла енте. "Паттар" самахсемпе уса курмалла, пер-пер журналиста пер-ик хайлав сыртармалла -лавар пулче те. Хе-хе-хе..
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 20:02
Питĕ тĕрĕс çырать Ефим.Не в бровь,а в глаз.Кашни сăмах айĕнче алă пусатăп.Акасапар нимех те калаймĕ:"пĕр-пĕр журналиста пĕр-ик хайлав çыртармалла та -лавăр пулчĕ те".
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 20:53
Agabazar
Илле Иванова судпа айăпласа "уголовник" туса хунипе мухтанакан çынна мухтани , ырлани — чăтма çук мăшкăл.
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 20:55
Agabazar
"Кам чĕлхене таптать, çав паттăр —Ăçта хурас ку намăса?" (Петĕр Хусанкай, "Элкере" сăвăран)
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 12:55
Акасапар,сывлăша ан хумхантар.Ефим е bor "уголовник" туса хунипе мухтанакан вырăна тупса палăрт-ха!Пуш параппан ан çап. Çапасах килеть пулсан юрăпа ташă ансамбльне çул тытма пултаран.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.13 13:11
Шутласа пахар-ха, кама тата мен тума кирле Иллене "паттар тума"? "Паттар" пулас тесе менле меслетпе кана уса курмарес мескенсем ЧНК пухеве умен. Укса-тенки, суд, калем -пурте хута кайрес...
Agabazar // 1395.66.4544
2013.11.13 16:10
Agabazar
Мда... Ку блогсенче те чăваша таптас текен "сайтçăсем" çеç юлчĕç пулмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 17:38
Акасапар,сана та тÿлеççĕ пуль одиозныйрах çырнăшăн. Кăмăлна çемçеть пĕртак, атя ĕç-пуç çинчен калаçар.
Agabazar // 3657.8.1601
2013.11.13 18:13
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "Эс" мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 18:33
Акасапар,япалан йĕрки пур.Хамăртан,чăвашсенчен ан култар!Тавай конструктивлăх йĕрĕ çине куç.

Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj