Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.10.28 20:26 | |
Аксар Чунтупай // 5450.7.1696
2013.10.28 20:26 | |
Agabazar политологи ятлă наукăна начар шĕкĕлченĕ курăнать... | |
Аксар Чунтупай // 1892-0768
2013.10.28 20:30 | |
Атнер, уçса пăх-ха официаллă сайтсене - унта Лукианов çинчен пĕр сăмах та... Шăпăрт... Паллах, телевиденисĕр пуçне. Турра шĕкĕр, Марина Карягина маттур... Наци телевиденине пăхаймарăм-ха... | |
Аксар Чунтупай // 5450.7.1696
2013.10.28 20:35 | |
Чăваш наци телевиденийĕ те - шăпăрт... Çук унта пĕр хыпар та ку пулăм çинчен... | |
Аксар Чунтупай // 1892-0768
2013.10.28 20:41 | |
"Сăмах май, ун чухне, пуçлăхра Николай Фёдоров ларатчĕ пулин те, Аслă пухăва лекме нимĕнле йывăрлăх та çукчĕ."
Аслă Пухăва чăваш чăвашах кĕме чарни вара, чăн та, никама та чыс тумасть. Анчах та ăна пĕр кăлтăксăр, хирĕçÿ-тавлашусăр ирттерсе ярас тĕллевпе туни куçкĕрет вĕт-ха. Апла пулсан, ăна видеотрансляци тумалла пулнă. Вара пурне те килĕшÿллĕ пулатчĕ. | |
Аксар Чунтупай // 5450.7.1696
2013.10.28 20:45 | |
Сăмах май, мĕншĕн-ха тин кăна уçнă ЧНК сайтĕнче нимĕнле хыпар та çук? Должноçсене пит вăйлă çунă курăнать... "Çур литрне" кам лартнă-ши? Е каллех ĕçлемен сайт пулĕ-ши? | |
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 20:54 | |
Кибеч вăл çыравçă, музыкант. Нимĕнле "...радикал" та мар вăл. Çавăн пекех Угаслвпа Ивантаев та нимĕнле "...венниксем" мар. Пĕри усламçă, тепри — влаç обойминчи "кадр". Çавă çеç. | |
ял ачи // 4277.62.6492
2013.10.28 21:35 | |
Аксар Чунтупай: "Чăван наци телевиденийĕ те - шăпăрт. Çук унта пĕр хыпар та ку пулăм çинчен..." Лайăхрах шырамалла. Конгресс умĕнхи "Çапла пултăр!" ток-шоура Хусанкай та, Лукианов та пулнă.http://www.youtube.com/watch?v=2I2N6rfwUWk | |
Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:06 | |
Админ, Аксар тата Акапасар( в первую очередь)-эсир питĕ интереслĕ чăвашсем. Тытăр та уççăмăн тĕрек парăр Лукианова. Пĕрле сÿтсе-явăр ыйтусене, урама тухăр. Пухăва мандат илме тăрăшăр, кайран трибуна çине тухса по существу Лукианова тĕрек парăр. Мĕн кунта пĕр-пĕринчен ыйтса ларатăр? Может сире Еврейсен килсе пулăшмалла( Лукианов пĕр вăхăтра вĕсен укçи çине ставка турĕ те). | |
Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:14 | |
Аксар: "Чăван наци телевиденийĕ те - шăпăрт . .. " Эсир ачасем тĕпсакайĕнче ларнипе политика тăвасшăн пулас. Наци телевиденине Тĕреклĕ те Тăнлă чăваша тупса лартма слабо. Тавай пĕрле сÿтсе-явмалла. Тимĕр чупрĕ Пухуччен, Çавра сĕтелсем йĕркелерĕ. А эсир кама кĕтсе ларатăр, кирлĕ мар пулсан ан та çырăр "политики". |
2007 çулхи пухура Станьяла сăмах парсаччĕ / вăл вăхăтри сăнӳкерчĕк пур, ĕненмесен...