 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 3497.66.8806 2014.02.10 08:25 | |
|  | Карттă çинче темшĕн Вомпукасси (Алькеш, Вунпÿкасси)  ялĕ курăнмасть. | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.10 12:08 | |
|  | Юнашар Вăрманкаспа Çĕньял та çук — вырăн çитмерĕ вырнаçтарма. Арманкассипе тепĕр ял валли те вырăн тупăнмарĕ. Ку тăрăхра ялсем ытла çăт вырнаçнă... | 
| А.Васильев // 3647.00.9975 2014.02.10 13:06 | |
| http://gallery.chuvash.org/v/users/Sant__r/maps/ Çакăнта хăшпĕр районсен картисене вырнаçтарнăччĕ.  | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.10 13:12 | |
|  | Вĕсем пичете валли юрăхлă мар. Ман шутпа картта усă курма меллĕ пулмалла — ял ячĕсене лайăх вуланмалла çырмалла.
 Эп ял ячĕсене чăваш энциклопедийĕн электронлă варианчĕпе тĕрĕслетĕп. Яндекс карттине те чăвашла ятсем кĕртнĕ, анчах шел те, тĕллĕн-тĕллĕн йăнăшсем тĕл пулаççĕ (çăлкуçне кура ĕнтĕ). | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.10 13:12 | |
|  | Эп паян 5 сехетччен тепĕр района кĕртрĕм — Сĕнтĕрвăрри районне :) | 
| Agabazar // 8078.6.9991 2014.02.10 13:45 | |
|  | Admin:"Эп ял ячĕсене чăваш энциклопедийĕн электронлă варианчĕпе тĕрĕслетĕп."
 сăлтавпа усă курса пĕчĕк ревизи тума май пулмĕ-и? Авă Красномайски районĕнче пĕр ялăн чăвашла ячĕ Янмурçин Ман шутпа чăваш сăмахĕ çавнашкал кÿлепеллĕ пулмалла мар. Пĕреххут Янмурçын темелле пуль, мĕншĕн тесен юлашки н çемçе мар. | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.10 14:54 | |
|  | Официаллă епле — эп çавăн пек кĕртĕп. Сăмахĕ вăл ман шутпа Янмăрса çын ятĕнчен пулса кайнă, вырăсла Янмурзино çырнă та чăвашла ячĕ те Янмурçин пулса тăнă. Хăй ялне ĕлĕкрех Четверти Упи (1923), Çинче Кĕпер Упи (1931) ятсемпе асăннă пулать. | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.10 14:58 | |
|  | Эп тата совет саманинче хитре ятсене улăштарнисене хăлăпра малтанхи ятне кăтартас шухăшлă: Сăмахран: Октяберьски (Ĕсмел), Советски (Шăмат). Тракпа Кăçалсене палăртаймăп пуль — хăлăпра вырăсла яне кăтартмалла-çке... | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.10 16:25 | |
|  | http://img-fotki.yandex.ru/get/9760 ... _8c0e5_5902fb22_orig — ак паян тата ĕçлерĕм. | 
| Agabazar // 3444.88.0131 2014.02.10 17:25 | |
|  | Воробьёвкăна "Воропьне" тенĕ. Воропье пулма кирлĕ. Çавăн пекех Пăрмас (Пармас мар). | 
