


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.03 15:54 | |
Атнер хăта,Михайловский ПиАР валли кăна кăшкăрчĕ,килте вырăсла,хăйĕн тăванĕсемпе вырăсла калаçать.Кун пек "ПĔРРЕ"-мĕш вырăн мана кирлĕ МАР.А мĕншĕн вăл Н.Федоров эпохинче Патшалăх Канашĕн пĕр ларăвне те пулин тăван чĕлхепе ирттереймерĕ.Ытларах та калап: ирттерме хăтланса та пăхимарĕ.Татах калап:мана ун пек яльчикизм кирлĕ мар- вĕсем пĕр ушкăна пуçтарăнса кăшкăрашу туни.Айкăран пăхсан питĕ килĕшÿсĕр.Сана килĕшет,эп хирĕç мар.Килĕшÿллĕ хăçан Станьял,Мадуров, Лукианов тата ыт-сем пуçтарăнса ыйтăва илемлĕ тăван чĕлхепе сÿтсе явни. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.03 22:09 | |
Тата Атнер Хусанкай,Кибеч,Юхма,Туркай,Праски Витти тата ытти наци элити пĕрле пухăнма пултарсан?.Килĕшмелле санпа Бор хăта.Нивушлĕ Михайловски Депутат килте чăвашла калаçмасть ачисемпе?.Ĕненес килместь.А хăш депутачĕ калаçать килте чăвашла? | |
Галина Зотова // 3670.26.2806
2014.04.03 22:46 | |
Пирĕн унта çывăх тăвансем пурăнаççĕ. Ачисем шкулта çур предметне украинла вĕренчĕç, çуррине вырăсла. Хулара вырăсла та украинла та калаçаççĕ, килте вырăсла, упăшки вырăс, украинла пурте пĕлеççĕ.Иртнĕ çул ачасем унта хăнана кайса эрне пурăнса килчĕç, шахтăна та кайса курнă. Хамăр та туй хыççăн 2 эрнелĕх хăнара пулсаччĕ. Кăçал тепре кайса курас тесеччĕ, пулмасть пулас. Тен йĕркене кĕрет тĕнче.Çав таранах пурте ухмахах ермен пулĕ,вăрçă та асран тухман, ялти пахчасенче салтаксене пытарнă вырăнсем курсан тĕлĕнсеччĕ çамрăк чухне. | |
Якур // 3925.31.5385
2014.04.04 00:39 | |
Нумай ан калаçăр ха, тархасшăн! Тем каласа хурăп! Итлĕр тутар пики Фарида "МАн килес" тата ытти юрăсене чунтан чĕререн тухакан сăмахсемпе чăвашла шăрантарнине. Нимле Праски Витти те, Юхма Мишши те,Атнер те ,Туркай та кирлĕ мар. Çав тери чăвашлăх туйăмне туйса пĕр чăваш ачи те юрлаймасть пулĕ. Пирĕн юрĕçсем пурте ПИАРщиксем. Каçарăр, эмоцилле пулса тухрĕ. | |
Agabazar // 3461.98.0301
2014.04.04 08:54 | |
![]() |
Федераци Совечĕ мартăн 1-мĕшĕнче тунă йышанăва пăрахăçламан. Эппин тем те пулма пултарать. Тепĕр тесен кунашкал лару-тăрура никам та хут татки çине пăхса тăрас çук. |
Agabazar // 3461.98.0301
2014.04.04 08:54 | |
![]() |
Вилеймен-ха Украина теесси çеç юлать. |
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.04 11:20 | |
Украинăна йывăр вăхăтра ăнăçу сунар.Арăмпа урăлнă чухне те лайăхпа уйрăлмалла.Кÿршĕпе лайăх пурăнма вĕренмелле ĕнтĕ Раççейĕн.Йĕркеллĕ пурăннă çĕртех пуринпе те хирĕçни мĕн патне илсе тухма пултарни каламасăрах паллă.Польша,Латви,Литва,Эстони тата ытти çĕршывсемпе ма хирĕçмелле?. | |
Agabazar // 3483.56.0971
2014.04.04 14:33 | |
![]() |
Эх, Атнер, чĕлхÿ-çăвару ытла та пыл та çу—çке! :-) |
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.04 16:46 | |
Тата мĕн килĕшмерĕ,Акапасар шăллăм.? | |
Agabazar // 3902.42.0012
2014.04.04 17:55 | |
![]() |
Тата мĕн килĕшмерĕ, Атнер пиччемĕр? |