Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Тӗнчери тӗлӗнтермӗш кӗперсем

Таисия Ташней31.05.2014 21:314481 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере ҫут ҫанталӑкпа тӗлӗнмелле ҫураҫуллӑ, архитектура енчен ыттисенчен уйрӑлса тӑракан кӗперсем пур. Паллашар-ха вӗсемпе.

Германири Шуйттан кӗперӗ

Die Rakotzbrück, е Шуйттан кӗперӗ, Kromlau-Park текен вырӑна илем кӳрет. Вӑл Саксонири Габленц ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 150 ҫула яхӑн каярах чултан туса лартнӑ. Devil’s bridge кӗперӗн расналӑхӗ – конструкци. Ӑна хӑйне май тунине пула вӑл кирек ӑҫтан пӑхсан та кӳлӗпе пӗрле ҫавракан курӑнать.

Йывӑҫ тымарӗнчен тунӑ Индири кӗпер

Мегхалая штатӗнчи Черапунджи ялӗнче кӗперсене кирпӗчрен, раствортан е хӑмаран тумаҫҫӗ. Стрйоматериал вырӑнне унти Хасис ӑрӑвӗн ҫыннисем тискер фикусӑн тымарне пӗр-пӗр еннелле ӳсмелле шухӑшласа кӑларнӑ. Тымара тытса тӑма бамбукпа усӑ кураҫҫӗ. Тымарсенчен пулса тӑракан кӗперсен тӑршшӗ хӑш-чухне 30 метр тӑршшӗне те ҫитеҫҫӗ иккен. Ҫавӑн пек кӗперсем 50 ҫын харӑс каҫнине ет чӑтаяҫҫӗ иккен.

Лондонри акробатика кӗпер

Разводной текен кӗперсене тӑвасси ӗнерхи куна юлнӑ. Ҫакна Лондонри 12 метр тӑршшӗ Rolling Bridge кӗпер ҫирӗплетсе парать. Вӑл Grand Union текен канал урлӑ иртекен кимӗсене ирттермелле чух пӗр ҫӗре пухӑнать. Ҫав вӑхӑтра вӑл сакӑр кӗтеслӗ конструкци пулса тӑрать. Лондонра пурӑнакансем тата унӑн хӑнисем кашни эрне кун кӑнтӑрла ҫавӑн пек илемпе киленме пултараҫҫӗ.

Голландири шыв айӗнчи кӗпер

Чылай кӗпере шыв ҫийӗн тунӑ пулсан Голландири Halsteren ялӗ ҫывӑхӗнчи Fort de Roovere кӗпере шыв айӗпе тунӑ. Кӗперӗн стенисене плотина евӗр ӑсталанӑ. Кӗпер ҫут ҫанталӑкпа килӗшсе тӑрать. Аякран пӑхсан ӑна асӑрхаймастӑн та теҫҫӗ.

Малайзири пӗлӗт ҫинчи кӗпер

Ку кӗпер ҫине тӗнче мӗнле пуҫланса кайни пирки улӑхаҫҫӗ темелле. Ара, унта хӑпарсан тискер ҫут ҫанталӑкӑн сӑмахпа каласа ӑнлантарма йывӑр илемӗ куҫ тӗлне тухать. Туллӑ-тинӗс сывлӑшӗ тата мӗне тӑрать!

Ҫуран ҫуракансене ҫӳреме ӑсталанӑ 125 метр кӗпер пӗр тӗрев ҫинче тытӑнса тӑрать. Троссене ту хысакӗнчен тыттарнӑ. Хальхи вӑхӑтра кӗпере юсаса ҫӗнетме хупнӑ. Апла пулин те туристсене пӑхмалли лаптӑка вӗрен-ҫулпа хӑпарма чармаҫҫӗ.

Йементи этемлӗхӗн чӑтӑмлӑхӗ

Профессилле чылай инженерпа архитектор шучӗпе хальхи ӑвхӑтра пӗр кӗпер те илем енчен чултан ӑсталанӑ пӗкӗ евӗр тунӑ кӗперпе танлашаймасть. Техника енчен ансат хатӗрсемпе тунӑ пулсан та вӗсем ҫирӗп. Ун пек кӗперсенчен пӗри – Йементи Shaharah.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj