Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тафаев республикӑсене кӗпернелесшӗн?

Аçтахар Плотников20.11.2014 15:3717823 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче нумай пулмасть «АиФ. Чувашия» хаҫатра Геннадий Тафаевпа калаҫнӑ интервью пичетленсе тухнӑ. Китай пирки ыйтсан ҫак «ӑсчах», хӑйне историк тата политолог текенскер, республикӑсене кӗпернелесси пирки те сӑмах хушнӑ. Ун шучӗпе республикӑсенче ним ытти те ҫук имӗш, кӗпернесем патне таврӑнсан ҫеҫ Чӑвашра лӑпкӑлӑх пулать:

— В последнее время вся республика следит за тем как развиваются отношения Чувашии и Китая. Как вы считаете у этого сотрудничества есть будущее?

— Думаю, нам не стоит идти на этот заигрыш с китайцами. Вспомним историю. Фактически западных хунну (предков чуваш) разгромили китайцы, это было в 71 гг до Н.Э. и мы были вынуждены уйти из империи хунну. Древнее китайское наследие дошло и до нас. В чувашском языке есть более 100 слов из китайского языка. Сохранились традиции в танце, в музыке… И мы, и китайцы это знаем. Почему они сюда идут? Потому что китайцы, как не странно звучит, исторически более-менее знают только чувашский народ. А Чувашия в сегодняшнем положении сотрудничает с Китаем вероятнее всего из-за отсутствия альтернативы. Мы ищем защиты, и Китай - это наша подстраховка.

Вообще, как историк и политолог, я вижу два пути развития Чувашии. Или проведение губернизации, т.е. ликвидации национально территориальных субъектов в Российской Федерации, потому что украинская ситуация показала, что рано или поздно придется проводить административную реформу, и мы не можем существовать с той административной структурой, которая была создана ещё при Сталине. Или второй вариант, когда крупные этносы постараются включить в свою территорию малочисленные этносы. Так что на вопрос, что будет с чувашами, я однозначно ответить затрудняюсь. Вижу два пути. Верный, я как историк это понимаю, — это ликвидация национальных территориальных субъектов, чтобы не повторилась такая же ситуация как в Украине.

Ку ыйту тавра тепӗр ҫын шухӑшӗ те нумай пулмасть пичетленсе тухрӗ. Тафаева хурав панӑ евӗр Юрий Исаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра хускатнӑ:

— Статистика шелсӗр, юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн йышӗ палӑрмаллах чакнине кӑтартать вӑл. Вӑхӑт иртнӗ май Ҫӗр пичӗ ҫинчен тӗппипех ҫухалмӑпӑр-и?

— Паллах, ҫӑмӑл вӑхӑтра пурӑнмастпӑр. Культура талккӑшӗ пӗрӗнсе, чӗлхе функцийӗсем сахалланса пыраҫҫӗ. Чи позитивлӑ вӑхӑт вӑл — 1989 ҫул. Ун чухне халӑх шучӗ 1 млн 900 пине яхӑн пулнӑ. Халӗ чакса пыратпӑр. Ку юхӑм чӑваш халӑхне ҫеҫ пырса тивмест. Сӑмахран, тутарсем вунӑ ҫул хушшинче 200 пине яхӑн чакрӗҫ. Нумай-нумай чӗлхе ҫухалчӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ, урӑх халӑх шутне куҫни тата сахал ача ҫуратма пуҫлани.

Ытти ҫӗршывра наци тата чӗлхе политики питӗ ҫирӗп. Унта пӗтӗмӗшле тӗп чӗлхе пур. Ыттисем валли пулӑшмалли нормӑсем кӑна. Вак чӗлхесене йывӑртарах. Пирӗн патра условисем лайӑхрах. Конституци Чӑваш Республикине "патшалӑх” тесе ят пама чармасть. Анчах пирӗн депутатсем виҫ-тӑватӑ ҫул каялла Чӑваш патшалӑхӗ тесе калама пӑрахрӗҫ. Ҫакӑншӑн патшалӑха мар, хамӑра айӑпламалла. Халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан депутатсене суйлама пӗлместпӗр.

Тата тепӗр пурне те самай шухӑшлаттарма тивӗҫ факт, Г.Тафаев историк чӑваш пуласлӑхне тата халӑх аталанӑвне Чӑваш Республикине пӗтернинче курать. Унӑн шухӑшӗпе — Раҫҫей Федерацийӗнчи наци республикисем Украинӑри хӑйне манерлӗ «вӑрттӑн» вӑрҫӑ вучахӗсем пек. Ҫавӑнпа та вӑл наци республикисене пӗтерсе, вӗсене ытти субӗектпа пӗрлештерсе кӗпӗрнесем туса хума сӗнет. Ҫапла тусан Раҫҫейре наци ыйтӑвӗсем те тухса тӑмаҫҫӗ.

Пирӗн институт ирттернӗ социологи ӗҫӗсенче чӑвашлӑха тытса пыракан икӗ пӗлтерӗшлӗ сӑлтав куҫ умне тухать, 1. Тӑван чӗлхе пиҫӗлӗхӗ. 2. Чӑвашсем пурӑнакан талккӑш. Ҫапла вара эпӗ унӑн шухӑшӗсемпе пӗртте килӗшместӗп, ҫине тӑрсах сивлетӗп.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 5328.1.5229
2014.11.22 20:19
Бор, если ты его помнишь со студенчества, то должен знать, кем и чем был Тафаев.
Agabazar // 2985.97.9271
2014.11.23 01:15
Agabazar
Мĕн "самогоспроççилетсе" ларатăр? Тытăр та каласа парăр уççăн! Камран хăратăр?
Agabazar // 2845.8.7912
2014.11.23 02:51
Agabazar
Хушаматне улăштарнă-тăк, мĕнех вара?
Улăштартăр!
Сире мĕн ĕç?
Ч // 2609.68.3918
2014.11.23 10:51
Тафаев пур çĕрте те лару-канашусенче хăйĕн кĕнекине вăйпа сĕнсе пурне те тарăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ.Кам илмест унăн кĕнекине-çав чăвашăн тăшманĕ иккен ун шучĕпе.Намăсла хăтланмалла мар ĕнтĕ.
Agabazar // 2193.63.5968
2014.11.23 12:51
Agabazar
Ну мĕскер,
Тафаев хăйĕн кĕнекине, пăшалтан перессипе хăратса сĕнсе çÿрет-им?

Хăй кĕнекине сутса çуренипе мĕн инкекĕ пур? Уншăн ăна мухтамалла çеç. Кирлĕ мар-тăк, ан илĕр, ан туянăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.23 14:56
Тафаев хăтан пăшалĕ çук-ха,пулнă пулсан персе пăрахма та пултарать.Хăй кĕнекине сутнинче ним те япăххи çук, анчах та вăл вăйпах сĕнет, çав иккĕлентереть.
Якур // 1601.82.9918
2014.11.24 07:40
Акапасар хăта, хăв Тафаев калăпланă кĕнекесенчен миçе экземплярне туянтăн?
Agabazar // 4088.26.0765
2014.11.24 13:22
Agabazar
Пĕрне те туянман.

Вара мĕскер?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.24 13:29
Ятарласа кайса ил-ха,Акасапар хăта Тафаев кĕнекисене.Эпĕ 3 кĕнеке илнине палăртма пултаратăп.Сăмах май каласан, кĕнекери шухăшсем юмах пекрех ĕнтĕ. Анчах та пурнăçра юмах та кирлĕ. Юхма Мишши тете те юмахларах çырать.Пурпĕрех халăх илсе вулать.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.24 17:35
Шуапшкарти "Арбатра"Тафаев текен профессор иртен-çÿрене темте -пĕр каласа кÿрентерет,енчен те унăн истори пирки чăннине çырнă кĕнекисене илмесен.Халăхĕ никамăнне те илесшĕнех мар çав.Юхма та кун пирки вăрçăнать.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj