bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.16 09:27 | |
Аксар хăта, хăйма пурне те килĕшет(за исключением диабетиков и аллергеников).Научно доказанный факт-наличие сливок на поверхности молока говорит о его пороге скисания и способствует скорейшему его скисанию.Если Вы этого не знали - в этом кошка,любящая сметану не виновата. Юрать,чипер пурăнăр. | |
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.18 19:28 | |
Унăн Правда ПФОри интервьюне вуланă-и? | |
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.23 18:26 | |
Угаслов теми кивĕ-ши? | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.23 23:09 | |
Угаслов Правда ПФОра Белова питĕ тĕрĕс интервью панă.Суймасăр тата хăрамасăр.Шкулта чăвашла вăйпа вĕрентме кирлĕ маррипе çĕр процент ашшĕ-амăшĕ килĕшĕç унпа.Килте калаçмасан садик шкул пулăшаймĕ. | |
Agabazar // 2780.66.0558
2014.12.23 23:24 | |
Ку каллех хăйĕн юррине тăсать:
Пулăшаймĕ...Пулăшаймĕ...Пулăшаймĕ...Пулăшаймĕ...Пулăшаймĕ... "Пулăшаймĕ" пулсан мĕн пустуй ЧНК тавра явăнса çÿремелле? Пушатăр та Ехрем хуçа çуртне — ыттисене парăр! Никам та сире унта ирĕксĕр тытмасть! ЧНКна çынсене пулăшма тесе йĕркеленĕ хăй вăхăтĕнче!Халь кама пулăшас тетĕр? Жириновский, Дугин хоспочынсене-и? | |
Атила // 3913.58.4645
2014.12.24 11:09 | |
Пулăшма пулать чăннипех чăваш пулса çĕр çинче пурăнас текенсене.Ĕç вырăнĕшĕн кăна чупса çÿрекенсене те пулăшмалла ,паллах,анчах та ЧНК мĕнпе пулăшĕ?. | |
Agabazar // 2376.40.4402
2014.12.24 17:29 | |
Пулăшмалли меслете шыраса тупнă ĕнтĕ: "Вăйпа" чăваш чĕлхине вĕрентессине пăрахăçлас!.
Чăваша телей çитрĕ! Малашне ирĕклĕх кĕтет пире: чăвашла вĕренмессе те пултаран! Ура! Ура! Ура! Мĕн тери пысăк савăнăç! Хамăн та юлашки ик-виçĕ кун хушшинче савăннипе ура тупанĕсем çĕре тивмеççĕ! Кун пек Конгреса епле юратмăн???? | |
Якур // 3321.6.4528
2014.12.24 20:11 | |
Çынсене, предприятисене ЧНКна пулăшма тесе ыйтса каланă хăй вăхăтĕнче! Архипăф вара самаях тытрĕ хăйне валли çав пăтранчăк шывра. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.24 22:01 | |
Çĕршер çыру çырнă Эрхип ЧНКна валли пулăшу ыйтса.Пуринте конгреса пулăшмалла пулнă имĕш.Юрать-ха ку намăсран Угаслов çăлса хăварчĕ.Çĕршер пин хăйĕн укçине тăкать конгресшăн.Штат тытмалла,юсав ĕçĕсене тумалла тата тем те пĕр.Турă сывлăх патăр ăна. | |
Якур // 3321.6.4528
2014.12.24 22:21 | |
Паян тата ĕмĕрне пулман япала куртăм. 20 çул хушши ытла ЧĂВАШ ХАЛĂХ ÇУРЧĔ çĕнĕ çул ячĕпе йăлтăркка курманскер, паян гирляндă эрешĕ ăшне путнă. Халăх нумаях çÿремесен те йăлтăркка пур.Маттур, тем тесен те маттур. Кусем хуть нушнике каймалли хута списать тумаççĕ, эй тĕнче. |