Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Комментари пайне хупнӑ

Аçтахар Плотников08.01.2015 13:314195 Пурĕ пăхнă

Сайт тытасси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Уйрӑмах хутшӑнакансен йышӗ нумайланать пулсан. Кашни чӑваш хӑй «патша» пулма хӑнӑхнӑранах пуль ыттисен шухӑшӗ-кӑмӑлне чӑвашсем ӑнланасшӑнах, ӑнкарасшӑнах мар, чи кирли — хӑйсен шухӑшне пӗлтересси. Кун хыҫҫӑн вара хирӗҫӳсем тухасси те инҫе мар. Ара, пӗри пӗр япала пирки калаҫать, тепри — тепӗр япала ҫинчен. Леш хайхи ик ҫынна йывӑҫа сӑнласа пама ыйтсан пӗри — «симӗс», тепри — «туратлӑ» тенӗ пекех вӑл. Унашкаллисен пӗр чӗлхе тупма чӑн та йывӑр вара.

Ҫапла май вӑхӑтлӑха комментари пайне хупас терӗм. Сӑлтавӗ — хӑйсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнишӗн мана — сайта йӗркелекене — айӑпланӑшӑн.

Тӗрӗссипе эп ҫак сайта шухӑшсене ирӗклӗн вырнаҫтармалли вырӑн пек тӑвас тесе йӗркелесе. Ытти вырӑнта калама май ҫук япаласене вырнаҫтарма май туса парса. Анчах ку, шел пулин те, пурне те килӗшмест пулас. Оппонентсене тивӗҫлӗ хурав пама пултарайманран пуль вӗсен тавлашӑвӗ мана та пырса ҫапа пуҫларӗ. Ӗҫ тӑвас вырӑнне тавлашакансене мирлештерме ман пӗрре те вӑхӑт ҫук — маншӑн комментари пайне хупма ҫӑмӑлрах.

Хальлӗхе хупасси — вӑхӑтлӑха. Уҫиччен комментари ҫырмалли йӗркене хатӗрлесе ҫитерӗп: мӗн пирки ҫырма юрать, мӗн пирки юрамасть. Мана кунта тата кама критиклеме юрать, кама юраманни пирки те сӗнеҫҫӗ — кӑна та кӗртетӗп пуль. Чи йывӑрри — критерисене палӑртасси. Унсӑрӑн чӑвашсем хушшинче (кашни хӑйне «патша» вырӑнне хунӑранах) ниепле те йӗрке тума май ҫук (ман тепӗр проект пур, вырӑссем валли, унта комментарисем вунӑ хут ытларах ҫыраҫҫӗ пулин те йӗрке тума самай ҫӑмӑлрах). Хальлӗхе вара, чӑн та хуратнӑ чухне мӗнпе сӑлтавланине те кӑтартма май ҫук.

Комментари ҫырмалли йӗрке кунта пулӗ. Сӗнӳсем пур пулсан np@chuvash.org адреспа ҫырӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2015.01.09 21:03
Аçтахар Плотников
Комментарисен пайне уҫрӑм // малашне комментари ҫырмалли йӗркене пӑхӑнманнисене пурне те хуратӑпӑр.

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj