Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

 
 

Чи нумай çыракансем

 

477 çыру
 
 
 
 
 
 
 
 
 

Чӑваш халӑх сайчӗ — 17 ҫулта

 

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.

Иртнине тишкерсе

«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Телеграмсемпе халӑх тетелӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш халӑх сайчӗ, тӗпрен илсен, хӑйӗн портал структурине сыхласа хӑварчӗ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр япала ҫухалчӗ, теприсем вара хушӑнчӗҫ.

Калӑпӑр, «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» хупӑнчӗ. Кунта сӑлтавӗ Чӑваш халӑх сайчӗ МИХ шайне куҫнинче те пур, унсӑрӑн пуҫне канашлӑва хутшӑнакансен шайӗ те юлашки вӑхӑтсенче самай чакрӗ: ыйтусене сӳтсе явас вырӑнне пӗр-пӗринпе харкашма пуҫларӗҫ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» вырӑнне «Хурал кӗтесӗ» уҫма тиврӗ.

Тепӗр ҫухату — «Чӑваш тӗнчи» сӑнӳкерчӗксен пуххи. Кунта ӗнтӗ сӑлтавӗ техникӑпа ҫыхӑннӑ. Пӗррехинче, сайт куҫнӑ чухне, эпир ӑна каялла тавӑраймарӑмӑр. Шел те, движока ниепле те ӗҫлеттерсе яма май килмерӗ. Анчах, сӑнсен пуххи ҫавах кирлӗ те, юлашки ҫулсенче эпир майӗпен, пушӑ вӑхӑт тупӑннӑ май, вӑл адреспа «Сӑнсен пуххи» сайта йӗркелеме пуҫларӑмӑр. Кунта ӗнтӗ движокӗ хамӑрӑн, ҫавна май унта-кунта куҫнӑ май вӑл саланса каясран хӑрамалли ҫук.

Чӑваш халӑх сайтӗнче «Блог» пай та пурччӗ. Анчах та МИХ шайне куҫнӑ хыҫҫӑн ӑна «Статьясем» шайне куҫартӑмӑр. Кашнишӗн явап тытма тивнӗрен халь пирӗн вырнаҫтаракан кашни статьяна пӑхса тухма тивет. Тепӗр май каласан, халь пурте ирӗклӗн статьясем вырнаҫтараймаҫҫӗ. Ҫакна пирӗн редакци вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тума май пур.

Ҫӗнӗ пайсенчен «Гороскоп» пая, видеосемпе сӑнсен пайне илсе кӑтартма пулать.

Паянхи самант

Паянхи вӑхӑта илес пулсан, Чӑваш халӑх сайчӗ ҫавах пурӑнать-ха. Унӑн аталану шайӗ малтанхи пек хӑвӑрт пулса пымасть пулин те ҫапах пӗр вырӑнтах тӑмастпӑр. 17 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, паян сайтпа кашни кун 700-800 ҫын паллашать (эпир чӑвашла версине кӑна пӑхатпӑр; вырӑсли, акӑлчанли — хушма версисем кӑна). Ҫуллахи вӑхӑтра та вӑтамран сайтпа 600 ҫын кунне паллашнӑ. Ку цифрӑна ӗненмесен «Чӑваш Ен сайчӗсем» сайтри кӑтартусене пӑхма пултаратӑр.

Кӑштах ҫӗнӗлӗхсене те тӗрӗслесе пӑхкалатпӑр. Калӑпӑр, Телеграм мессенджера самай ҫын куҫма пуҫланине асӑрхасан унта «Ҫӗнӗ капкӑн» канал йӗркелесе пӑхрӑмӑр. Шел, каналӗ халӑха интереслех пулмарӗ курӑнать…

Пире пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри вӑл — ҫыракансен йышӗ чакни. Ҫук, пачах ҫук мар-ха. Ак, Тимӗр Акташ питӗ нумай ҫырать, куллен пирӗн пата хӑйӗн репортажӗсене, хыпарӗсене ярса тӑрать. Ыттисем вара темшӗн ҫухалчӗҫ. Паллах, ватӑлса пыраҫҫӗ. Авторӗсем пирӗн вӗт-ха, тӗпрен илсен аслӑ ҫултисем, ҫамрӑккисем ҫук. Сайра хутра кӑна ҫамрӑк ҫынсене чӑвашлӑх ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать.

Пуласлӑхӗ, малашлӑхӗ

Сайт тытса тӑма ҫирӗп кӑмӑл кирлӗ. Манӑн, паллах, Чӑваш халӑх сайчӗ нумай-нумай ҫул аталанса пырасса шанас килет. Ҫавна май чылай ҫул хушши эпир ҫӗнӗ редактора та шыракаласа пӑхнӑччӗ, ку тивӗҫе пурнӑҫлама темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑччӗ. Ҫапах та ҫакна ӑнланса илтӗм: сайт вӑл тем тесен те хаҫат мар. Хаҫат пуҫарма тӑкаксем чылай кирлӗ пулнӑран вӑл йывӑр ӗҫ. Сайт тӑвас тесен вара — ку пӗр кунлӑх ӗҫ кӑна. Укҫи-тенки те нумай кирлӗ мар. Ҫавна май, енчен те кама та пулин сайт кирлӗ пулсан, вӑл ҫӗннине ӑсталӗ.

Ак, «Савӑнма» сайтах илес. Унашкал ҫӗнӗ сайт ӗҫлесе кайни мана хӑй вӑхӑтӗнче питӗ савӑнтарчӗ. Шел те, авторӑн кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ пысӑках мар пулас… Е урӑх сӑлтава пула халь ҫав сайт валли ҫӗнӗ хуҫа шыраҫҫӗ. Тупӑнасса шанмастӑп: кама та пулин унашкаллипе кӑсӑкланать пулсан та вӑл ҫӗннине уҫӗ. Ҫавах та, паллах, «Савӑнма» йышши сайтсем хупӑнас вырӑнне аталанасса кӗтетӗп.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» май ҫитнӗ таран аталанса пырӗ. Сиккипе мар пулин те, майӗпен. Ҫакӑн валли, паллах, укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кӑҫал эпир хамӑрӑн корреспондентсен шалӑвне кӑшт ӳстертӗмӗр-ха та, ҫавах аталанас тесен укҫи-тенки нумайрах кирлӗ. Калӑпӑр, статьясемшӗн тӳлес пулсанах ҫыракансем тупӑнасса шанӑҫ пур. Редактор вырӑнне (сайт политикине ертсе пыма) урӑх ҫынна тупсанах сайт малалла аталанса каймалла. Анчах тӳлевсӗр ӗҫлекен ҫынна тупма ҫук пуль (унашкалли хӑйне валли ҫӗнӗ сайт йӗркелӗ) — апла-тӑк укҫа кирлӗ. Шел те, тупӑш ӳсес вырӑнне чакса пырать кӑна... Ав, chuvash.org домен хакӗ кӑна 2500 тенке ҫитрӗ (хӑй вӑхӑтӗнче ru доменсенчен те йӳнӗрехччӗ).

«Чӑваш халӑх сайчӗн» чӑваш культуринчи вырӑнӗ

Чӑн та, 17 ҫул хушшинче «Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш культуринче хӑйӗн вырӑнне тупайрӗ-ши? Пӗр енчен, куллен 600–800 ҫын кӗни тупнӑ тесе калама май парать пек. Тепӗр енчен… Ҫавах та пысӑк хисепе тивӗҫеймен пуль. Калӑпӑр, «Аван-и» хаҫат 17 ҫул хушши тухман пулин те, ун пирки паянхи кун та калаҫаҫҫӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» паян-ыран хупӑнсан — чи нумаййи, тен, уйӑх аса илӗҫ.

Ҫавна май, ҫапла каламалла пуль: 600–800 ҫын куллен кӗрсе паллашакан чӑвашла сайт йӗркеленин сумӗ пур та пуль те, анчах чӑн хисепе эпир тивӗҫеймен-ха. Апла-тӑк хальхи вӑхӑтра пирӗн унашкал тӗллев пулмалла. Тепӗр тесен, редактор вырӑнӗнче тӳлевсӗр ӗҫлеме ҫын тупӑнаймӗ терӗмӗр-ха. Ҫавах та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑн та хисепе тивӗҫейнӗ пулсан ҫынсем ҫак вырӑна тупӑша-тупӑша йышӑнма тӑрӑшӗччӗҫ. Вӗсене шырама та кирлӗ мар пулӗччӗ.

Тӗллев пур. Пурнӑҫламалла кӑна!

«Чӑваш халӑх сайтне» мӗнпе пулӑшма пулать?

«Чӑваш халӑх сайтне» эпир хӑй вӑхӑтӗнче халӑх валли тӑвас тесе ҫеҫ мар, ӑна халӑхпа пӗрле аталантарма тӗллев лартнӑччӗ. Апла-тӑк эсир те ҫак ӗҫе хутшӑнма пултаратӑр. Калӑпӑр, хӑвӑр статьясене ярса парса. Енчен те статья таврашӗ ҫырма ӑсталӑх ҫук пулсан — укҫан пулӑшма май пур. Пӗр иккӗленӳсӗр калама пултаратпӑр: эсир ярса панӑ укҫа йӑлт сайта аталантарма кайӗ.

Укҫа куҫармалли мелсем:

Сбербанк: 4276 7500 2767 1261;

Альфа-банк: 4790 8723 2696 4291;

СБП урлӑ куҫарас текенсем валли: +7(905)027-61-37 (тӗп редактор телефонӗ);

Qiwi: ASTAHAR никнейм;

Ю-мани: 4100 1106 9561 50.

 

Пурне те хисеп туса, «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай Плотников

Тӗнче пӗтмесӗр Вӗрентӳ пӗтмест

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

Выдающийся переводчик чувашской литературы

«Чӑваш хӗрарамӗ» и «Хресчен сасси» закроют?

Çĕннисем

02.06.2023 13:27Ошибочка вышла

01.06.2023 20:09Топпинг для бетонного пола: улучшение прочности и эстетики

31.05.2023 14:53«Подписано, так с плеч долой»…

29.05.2023 20:44Как используется чувашский язык?

29.05.2023 14:35Как избавиться от стресса в своем доме: 7 советов

27.05.2023 13:55Ваше превосходительство – незаконнорожденный инородец

25.05.2023 17:46Электромуфтовые сварочные аппараты

25.05.2023 17:17Курьерская служба «Контакт»

25.05.2023 16:51Продукция «АБ-МАРКЕТ»

24.05.2023 20:04В Чебоксарах открылась юбилейная выставка чувашского художника Виктора Артемьева

Тематикăсем

Шухăшлаттаракансем

4959Оборудование для аргонно-дуговой сварки

1990Пропавший тираж

1727В Чебоксарах открылась юбилейная выставка чувашского художника Виктора Артемьева

1676Округа чӑвашлатмалла-и?

1643Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем

1209«Сасӑла» проектӑн уйӑхри ӗҫӗ

1206Bontel - комплексный выбор подходящих систем пожаротушения на объектах военного, гражданского и промышленного назначения

1176Воздушные компрессоры

1047Юбилей отмечают московские офицеры-чуваши супруги Ильины

1029Государственные закупки и тендеры в Казахстане

Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)