 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Конми // 2167.22.3657 2015.04.01 23:08 | |
| Юта ламсасси сĕм авалтанах пулнă. Пĕрисем, тĕпленсе пурăнас кăмăллисем, килте тăрмашнă, теприсем кăвак хуппи уçăласса шанса тĕнче касса çÿренĕ. Кăвак хуппи пурин валли те уçăлмасть-çке-ха. Пурнăç сиплевçи ВĂХĂТ юсать ку чир-чĕре. Шел пулин те ку тапхăр чылая тăсăлать: çавтери вăйлă  ШТРУМ аркатрĕ пурнăç еккине. | |
| Ют Ҫын // 4026.00.3509 2015.04.02 12:08 | |
| Тӗрӗс ҫырнӑ пек туйӑнать Конми чӑвашӗ. Шултра укҫана савакансем ҫӳреччӗр тӗнче касса. Ҫав хушрах тӑван ҫӗр ҫинче тӗпленсе пурнакансем те пурах. Вӗсене патшалӑх тата халӑх енчен тӗрев кӑна кирлӗ. Леш хайхи патшалӑхӑн шантарса каламалла фермерсемпе ялхуҫалӑх ӗҫченӗсене "Калаҫса татӑлнӑ хакпа" патшалӑх е урӑх структурӑсем вӗсен продукцине туянаҫҫех тесе. Ан тив,ҫав хакра "маржи" те нумай ан пултӑр. Ҫак ансат япалана хута яраймастпӑр. | |
| Псаки // 2365.71.5408 2015.04.04 20:51 | |
| Эп те тахҫанах ӑнлантӑм,ку форумра ҫын нуши пирки,ял пурнӑҫӗ пирки,новаторсем пирки,мастеровойсем пирки ҫырни никама та кирлӗ мар. Админ та кун пек темӑсене хускатасшӑн мар. Туркай ҫинчен,элексем ҫинчен тархасшӑн. Ҫине тӑрсах. | |
| Конми // 2899.31.7491 2015.04.12 23:30 | |
| Акмалли çĕрсем 900пин гектартан чылай катăлчĕç пулĕ. Паллах, ку çĕрсем çинче хальхи технологипе тупăшлă ĕçлеме ялсенчи пур пек вăйпитти халăх кирле мар фермера тухма. Апла пулсан фермерсемпе юнашар хушма хуçалăх тытакансем те кирлĕ. Республика пысăк мар, çул-йĕр тĕлĕшĕнчен эпир ытти халăхсенчен чылай малта. Ялта хуçалăх тытса 100 км таран аякка ĕçе çÿрекенсем пур, нумайланччăр вĕсем. 
 Укçа-тенкĕ вăл такана çинчи шыв пек. Ăна Тăван киле çирĕплетме хывсан лайăх. | |
| Конми // 2899.31.7491 2015.04.12 23:52 | |
| Хулара вырнаçса пурăнни улпутлантарать. Анчах вăл ÇАРАКУТЛАНТАРАТЬ те-çке. ТĂВАН КИЛ - пирĕн хÿтлĕх темĕнле ахăр саманара та. Вăлах ача-пăчана хуçалăх тытма, çемъеллĕ пулса пуçаруллă пурăнма вĕрентме аван. Хулари ачан пурнăçĕ диван-телевизор-компьютер таврашĕнче иртнĕрен наянлăха хăнăхтарать.  | |
| Миккуль // 2528.00.4208 2015.04.14 21:38 | |
|  Ялти йӗркеллӗ ӗҫлекен хуҫалӑхсене аркатрӗҫ Чупайспа Немцов,пирӗн чӑвашри эсир юратнӑ Василччӑ.Паллах,Эмерӗксем хӗтӗртнипе. Халь макӑрса ларатпӑр,Ялта юлакан ҫук,ӗҫ ҫук. Ун пек пулса тухасса пуҫпа шутлакансем тахҫанах асӑрхаттарнӑ. | |
| Конми // 2210.54.8249 2015.04.15 22:57 | |
| Ваçли Микулайне пĕррмĕш суйлаврах хăшпĕр демократсем сĕнме хăтланчĕç, анчах пирĕн хуртÿснĕ çынсем вăл РФ Юстици министрĕ пулнă чух ытла бюрократланса кайнă тенĕрен ун кандидатурине тăраттармарăмăр. Иккĕмĕш суйлавра ăна камсем  тăратнине пĕлетĕр. Вăл вăхăтра манăн политикăна пăрахса яла кайма тиврĕ. Ытла çăмăлттайла этемсем влаçа çĕкленчĕç унчух. Парти пресĕ тивĕçлисене суйлама памарĕ.  | |
| Ют Ҫын // 1735.3.6979 2015.04.16 11:25 | |
| Ваçли Микулайне ямалла тесе калакансене ман юлташ ҫапла калатчӗ -"туй каччисем вӗсем"-тесе. Итлемерӗҫ,халь туй каччисем белокаменнӑйра. Эпир кунта ялсенче,райцентрсенче ӗҫ вырӑнӗсем ҫук тесе макӑрса ларатпӑр. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.04.17 16:56 | |
| Ваҫли Микулайӗ тепӗр срок Чӑваш Элтеперӗнче ларнӑ пулсан электротехника кластерӗ Хусана тухса тарма пуҫтарӑннӑччӗ.Те Ҫӳлти Турӑ пулӑшрӗ,те патша.Ӗҫ вырӑнӗсем,налук тӳлекенсем Шупашкартах юлчӗҫ халлӗхе. Акконд фабрики те Шупашкартах юлчӗ халлӗхе.Админ Микулай пирки ӑнланмасӑр ҫырни, ҫиелти пулӑмсене ҫеҫ курни тӗлӗнтереть.  | |
| Тур мучи // 3135.46.4132 2015.04.17 21:10 | |
| Акконд тенӗрен . шел те - ӑна та Мускавсем ярса илчӗҫ.  | |
