Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243278 Пурĕ пăхнă

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ют Ҫын // 1123.01.7669
2015.04.06 07:50
Йÿтев процесне кам чараять? Ҫав процеса чаракан улӑп ҫуралаймарӗ пулмалла. Тепӗр тесен,пирӗн хушри ҫыравҫӑсем Улӑпа ним вырӑнне хумаҫҫӗ. Куштанраххисем пур пирӗн хушра.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.06 09:34
Чӑн та,Пасар хӑта,Сÿ-тĕк-сем!!!!!!!!!!!!!
Эпӗ тахҫанах ҫапла калатӑп.Анчах та Пасар ҫырать Акасапар патне:"Акапасар, мĕн тумалла ку аркатуçăсемпе?". Акасапарӗ хӑй те кӗмеҫ-и ҫав аркатуҫӑсем хушшине?
Акапасар // 1384.6.2416
2015.04.06 16:56
Нимĕнле Улăпсем те çук. Кунта, пирĕн патра çук.

Мĕнпур Улăпсем Кремльте лараççĕ.

Ют Ҫын // 2566.53.5956
2015.04.06 20:18
Кремльти Улӑпсем ҫине ална сулха эсӗ,хӑвӑн Улӑпусене хисеплесе вырӑна хур.Халлӗхе пӗркенчӗке унталла-кунталла турткалани ытларах курӑнать.
Agabazar // 1677.02.0449
2015.04.06 23:22
Agabazar
Калап-çке-ха ĕнтĕ, кунта Улăпсем çук тесе. Апла пулин те хăйсеннех переççĕ. Кам кунти Улăп? Таймер-и? Туркай-и? Е.... Юрий Виноградов-и?
Конми // 3526.4.1784
2015.04.06 23:28
Каллех кирлĕ мар çĕртенех шăв-шав çĕклетĕр. Диалектсем - челхемĕрĕн пуянлăхĕ. Диĕалектсемпе тăмсайрах чĕлхеçĕсем кĕрешеççĕ. Диалектсенчен кулни-мăшкăлланин сиенне пĕлмесĕр чĕлхемĕрти нумай сăмаха çухаттартăмăр. Анне, апай, апи вырăнне ахальтен мар МАМА кĕрсе ларчĕ чылай вырăнта. Хамран ХĂНЧА ЧĂВАШĔ тесе кулнине епле манăп.
Конми // 3526.4.1784
2015.04.06 23:43
Диалектсем пăсăк чĕлхесем мар. Çакна шкулсенче тĕрĕс ăнлантармалла. Литература чĕлхин хăйĕн вырăнĕ: хаçат-журнал, театр, радиопа телевидени, обществăллă форумсем, ача сачĕсемпе шкулсем. Диалектсем, вырăнти калаçу - кил-йышра, пускилте, урамри хутшăнура, хамăръенсен тĕлпулăвĕнче. Анатрисемпе вĕсем патĕнче анатрилле, турисемпе - турилле калаçать чăн чăваш, тăван халăха хисеплеме пĕлет пулсассăн.
Agabazar // 4051.43.3901
2015.04.07 06:14
Agabazar
Конми юлташ,
Сăмах унта диалектсем пирки пымасть. Чăваш чĕлхинчен темĕнле ытти УЙРĂМ ЧĔЛХЕСЕМ уйăрса кăларасшăн.

Пĕлетĕр вĕт 1920-мĕш çулсенче тутар чĕлхинчен пушкăрт чĕлхине уйăрса кăларнине?

Халь вара, паянхи кун, пушкăртсемпе тутарсем, çав тери çывăх чĕлхеллĕ халăхсем пулин те, йытăпа кушак пек пурăнаççĕ. Мĕн, çав япаларан тĕслĕх илмелле-им пирĕн?

Диалектсем пуррине кам пелмест? Паллах, пур вĕсем. Чĕлхе чĕрĕ юлсан, малашне те пулĕç.
Agabazar // 4051.43.3901
2015.04.07 06:19
Agabazar
Вырăс чĕлхинче наречие сăмах пур. Вăл уйрăм чĕлхепе калаçакансен кĕçĕнрех пĕрлĕхне пĕлтерет. Эп çав сăмаха чăвашла ЧĔЛХЕВ теме сĕнетĕп. http://termin.chv.su/term/3077.html

татах та кĕçĕнрех пĕрлĕхе диалект теççĕ. Татах та кĕçĕнреххине — калаçу.

Язык. Наречие. Диалект. Говор. https://ru.wikipedia.org/wiki/Идиом
Ют Ҫын // 1876.75.8586
2015.04.07 10:59
Пит тӗрӗс ҫырать Конми чӑваш.Анне,Апай,Апи текенсем сахалланчӗҫ, пӗтӗм ял ачи упкелешсех Мама тесе чӗнеть. Эпӗ "чӗнет" тата "чӗнеть" тесе калама пултаратӑп. Маншӑн ним те улшӑнмасть.

Paĝoj: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj