Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243277 Пурĕ пăхнă

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Пĕр хĕрарăм // 1864.03.5410
2015.03.30 15:30
Эпир çапларах çав,"пултаримастпăр", эсир пултарăр.
Agabazar // 1355.73.9782
2015.03.30 16:33
Agabazar
Ĕнтĕ халь хуть те мĕн кала, хуть те мен ту, пурпĕрех Туркай Атнер пирки çырнă статьяна ниçта та пытарса хураймастăн
Agabazar // 1355.73.9782
2015.03.30 16:33
Agabazar
Тинĕс çинче çӳренĕ
Колчак ятлă адмирал;
Аслă улпут таврашпе
Хура халăх юнĕпе
Ĕçкĕ-çикĕ ĕçнĕ вăл.
Революци пулсассăн,
Колчака та вырăнтан
Кăларнă та пăрахнă.
(с)
bor1959 // 1039.8.4424
2015.03.30 19:17
Нумай ҫынна кӑларса пӑрахрӗ РЕВОЛЮЦИ текен япала, анчах халӑх пурнӑҫне йӗркелесе яраймарӗ.Халь те ҫӳреҫҫӗ революционер Касьянов/Каспаров/Удальцов...сем.Хӑйсем ӑҫта,кам патне чӗннине те чухлимаҫҫӗ пулмалла.Пӗри чӗнсе ҫитерчӗ пулмалла, ҫӗр ҫывӑрмасӑр халӑха чӗнчӗ(Прослушкӑра мать/перемать, хӗрарӑмӗ-арҫынӗ пурте пӗрлех-как же в светлое будущее без матерных слов то?).Кай,пӗтрӗмӗр. А леш шахмӑтла выляканни тата Америкӑран вӗрентет, пӗттӗр пуҫ.
2015.03.30 21:55
Аçтахар Плотников
Мӗн эсир кашни шӑтӑка Каспаровӗ-Касяновӗсене чикетӗр? Телевизорӗ вӑрҫни ҫитмест, тата эсир вӗсем ҫине вӑслататӑр. Жириновский пин хут та ухмахларах калаҫать - эсир асӑрхамастӑр. Те лешӗ хальхи влаҫрисемшӗн пулнӑшӑн, оппозицире тӑманшӑн.
Тепӗр чух тӗлӗнетӗп сирӗнтен: телевизорӗ чӑн ат пуҫӑрсене вӑйлӑ минретсе янӑ пулас, урӑххи пирки калаҫма та пултараймастӑр. Темӑна пӑхӑнӑр-ха! Аттук ӑҫта уҫан — унта оппозиционерсене пыльчӑклани ҫеҫ.
Ют Ҫын // 3017.64.2848
2015.03.31 07:30
Жириновскийӗн вӑхӑчӗ иртсе кайрӗ пулмалла. Хуть те мӗн каласан та.
Атила // 3913.58.4645
2015.03.31 09:55
Бор тӗрӗс поплят.Прохановпа Кургинян тата Жириновский каланине кӑна курса лармалла сенкер зкрантан.Пирӗн ИМПЕРИ чи вӑйли!.Тата кӑштах чӑтӑр,кайран ЭПИР тата лайӑхрах пурӑнма пуҫлӑпӑр!.
Тимӗр // 4916-2612
2015.03.31 15:49
Камсем ЭПИР,кӗҫех тата лайӑхрах пурӑнма пуҫлаканнисем?.Жирикпе Проханов?.Вӗсем пирки иккӗленӳ ҫук.
Ют Ҫын // 4118.07.6468
2015.03.31 15:53
Темӑна пӑхӑнса ҫыратӑп. п.4. Шӑв-шав ҫӗклесси.
Админ статьипе килӗшӳллӗн-"Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать".
Ку сайтра шӑв-шав ҫӗклени те,ҫӗклеменни те курӑнмасть.Мӗнле ҫырнӑ унччен 5 ҫын, ҫав шайрах юлнӑ.
Чăваш ашакĕ // 2637.94.8479
2015.04.01 16:30
Анраса кайрӗҫ пулмалла кусем,Хыпар Родионов статьине пичетлени пирки нимӗн ҫырма пӗлмеҫҫӗ.

Paĝoj: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj