Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Патриотлӑха мӗншӗн хӗсӗк ӑнланатпӑр?

Аçтахар Плотников15.04.2015 11:5323091 Пурĕ пăхнă

Юлашки вӑхӑтра патриотлӑх пирки чылай калаҫа пуҫларӗҫ. Те чӑн та эпир хамӑр ҫӗршыва юратма пӑрахнӑ, те патриотлӑх туйӑмӗ пирӗн хавшанӑ — хаҫат-журналсем те телекӑларӑмсем те сахал мар ку темӑна хускатаҫҫӗ.

Шел те, илтетӗн-вулатӑн та патриотизм пирӗн ҫӗршывра пурӗ те пӗтӗмпе ҫарпа-хӗсметпе кӑна ҫыхӑннӑн туйӑнать. Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулсан — эсӗ патриот. Ытти енпе ҫӗршыва ҫӗклес тесе ӗҫлен пулсан — хастар ҫын кӑна, патриот шайне ҫитеймен-ха мӗн.

Анчах капла пӑхсан патшалӑх экономикине ҫӗклекен хастар усламҫӑсем (вӗсем — хӑйсен кӗсьисемшӗн кӑна мар ҫунакансем — ҫук мар, пурах!), тӑван тӑрӑхне пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем патриотсене айӑккинчен кӑна сӑнаса тӑрайраҫҫӗ пулать. Тем чухлӗ тӑрӑшсан та хӗҫ-пӑшаллисем вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрӗҫ.

Паллах, ҫӗршыва хӳтӗлени кирлӗ. Анчах та патриотизм туйӑмне вӑратас тесе тем тесен те ятарласа «тӑшман» тупасси, ӑна хирӗҫ кӗрешӗве хатӗрленесси вырӑнлӑ япала мар пуль. Те лӑпкӑ пурнӑҫ сисчевлӗхе хавшатать тесе шутланӑран паянхи влаҫри ҫынсем кампа та пулин «кӗрешмесӗр» пултараймаҫҫӗ. Те лӑпкӑ пурнӑҫра хӑйсем кирлӗ мар пулса тарасран хӑраҫҫӗ… Пӗлсе пӗтерме ҫук.

Патриотизм определяется, как нравственный и политический принцип, социальное чувство, содержанием которого является любовь к Отечеству и готовность подчинить его интересам свои частные интересы. Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины, желание сохранять её характер и культурные особенности и идентификация себя (особое эмоциональное переживание своей принадлежности к стране и своему гражданству, языку, традициям) с другими членами народа, стремление защищать интересы Родины и своего народа.

Википединчи ҫак ӑнлантару патриотлӑха лайӑх уҫса парать теме пулать. Кунта чӑн та культури те пур, хӑвӑн ҫӗршывупа мӑнлаҫланасси те пур. Анчах влаҫрисем пӗр «стремление защищать интересы Родины и своего народа» сӑмахсене кӑна вулаҫҫӗ пулас, вӑл кӑна вӗсен пуҫне кӗрсе вырнаҫайрать пуль.

Тата тепӗр япала пирки каласа хӑварас килет. Ак, ҫӗршыв ялавне, гербне илес. Раҫҫей ялавне уявсенче сахал мар салатса ҫӳреҫҫӗ — утса ҫӳренсене параҫҫӗ. Укҫине те сахал мар уйӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ валли. Анчах та мӗншӗн-ха чӑн-чӑн патриот пулса уявсенче Чӑваш Енӗн хитре ялавӗсене те валеҫес мар? Ку ӗҫе пирӗн Правительство та, влаҫри ытти ҫынсем те — хӑйсене чӑн-чӑн патриот тесе шутлаҫҫӗ пулсан — йӗркелесе ямаллах. Георги хӑйӑвӗ вӑл кирлӗ япала — иртнине мантарса ямасть, анчах пирӗн малашлӑх пирки те шухӑшламалла-ҫке. Ачасемпе ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ӳстерсен вӗсем тӑван чӗлхене те хӳтӗлӗҫ, ӗҫлеме те таҫти шӑтӑксене тухса каймӗҫ, Чӑвашра юлӗҫ, тӑван кӗтесӗн экономикине ҫӗклесе пурнӑҫе лайӑхлатӗҫ, аталану ҫулне уҫӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимӗр // 4916-2612
2015.04.20 17:37
Патриот тени тӑван чӗлхепе мӗнле пулать?.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 17:37
Agabazar
Эй, мерекке! кураторсем çапла çырма хушаççĕ-ши? Е хăварах кунта çакнашкал йĕр хăварма тавçăрса илтĕр?

Апла-и, капла-и, хам тĕве мар иккенне ĕнентерес çул çине тăрасса ан кĕтĕр!

Кулянăр, кулянăр. Кулянни сывлăхшăн питĕ усăллă. Çапах та эп сирĕн пата: "Эп патрио-о-о-о-о-о-т!" тесе пырса йĕрессе ан та кĕтĕр. Хам ирĕкпех унашкал кĕлмĕçленес çук.
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 21:32
"Каппайчăксем шăп!çÿреме юратаççĕ"-Agabazar капла мӗншӗн ҫырнине тин ӑнланса илтӗм.Ара,кашни кун кӑкӑрне ҫапса кӑшкӑрать ҫке форумра.Мӗнле хыт кӑшкӑрашакана "каппайччӑк" тесе калӑн? Кай,мерекке тӗк мерекке,чӑнах.
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.21 06:26
М-да-аа. Адер пеккисем пит сахал.Ытларах Ваҫли Микулайӗ пеккисем, веҫ харпӑрлӑха татса хыпса ярасшӑн.
Agabazar // 3504.11.6349
2015.04.21 19:04
Agabazar
Гогольсене алла илмелле те, вĕсемпе ют çăварсене "пăкăласа" хумалла!
Ют Ҫын // 4268.15.7121
2015.04.22 08:07
Гоголь тут причем вара?
Эсӗ Agabazar текенни пурне те пӑкӑласшӑн,админ ку пулӑма курман пек тӑват. Ыттисене куран микроскопсӑрах.Это называется "что хочу-вижу,кого хочу-не замечаю".
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 09:13
Акасапар хӑта, "эсӗ патрио-о-о-о-о-о-т!" тесе кӑшкӑрнипе патриот пулаймастӑн ҫке. Хӑв патриотлӑхне ӖҪсемпе палӑртмалла. Авӑ ҫулталӑк каялла мӗн чухлӗ кӑшкӑртӑн :"Илле паттӑр","Илле Иванов Херой" тесе. Ним те пулӑшмарӗ. Ни Илле герой пулаймарӗ,ни Акасапар паттӑр пулаймарӗ. Ҫавӑнпа та кӑшкӑрмасӑр тӗрӗс тӑватӑн. Кӑшкӑрнин усси сахал.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.22 09:28
Салтыков-Щедрин Тверьте вице-кĕпĕрнаттăр пулнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 10:55
Пасар:"Салтыков-Щедрин Тверьте вице-кĕпĕрнаттăр пулнă.".Пит лайӑх. Ҫырма ӑна ку пулӑм чӑрмнтарман. Эп те Акасапара ҫаплах сӗнетӗп. Ӗҫле кочегаром,дворником, да хуть охранником-это тебе опусы писать не может помешает. Наоборот,поможет. Почувствуешь себя человеком,нужным обществу,получишь вдохновение на великие дела.
Agabazar // 1821.25.1871
2015.04.22 13:25
Agabazar
Никколай Ваççилччă Фёдорова, министртан кăларнă хыççăн, никам та дворник пулма хăваламасть пулмалла. Паллах, унашкал хăватла париотсен кочегарта, охранникра çÿремелле мар ĕнтĕ...

Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj