 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Владимир // 3049.07.7550 2015.04.24 19:06 | |
| Agabazar // 2332.44.5924 2015.04.24 19:25 | |
|  | Волоча юлташ,
 Ан çилленĕр те, анчах çакнашкал меслетсемпе ыттисем çырнисене хупласа хума аванах мар. Курмастăр-им, хăшĕсен сăмахĕсем халь те публикациленмен!!! Халь те сип-симĕссĕн ешереççĕ Тĕрĕссипе эсир калас тенисене пĕр йăварах вырнаçтарма пулатчĕ.... Ав хамăн та дубль кайрĕ. Ку та аван япала мар паллах. Мĕншĕн тесен пĕр вырăн пустуй çухалчĕ Компактлăрах мелсемпе çырма тăрăшмалла. Унсăрăн кунта калаçу мар, сăмах купи пулса тухать. Эппин тÿрленме тăрăшар-ха. Тавтапуç. | 
| Agabazar // 2332.44.5924 2015.04.24 19:25 | |
|  | Дубль.
 Тен каярахпа мĕн-те пулин çырса хурăп. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.04.24 20:05 | |
| Володя:"Эсӗ эп чӑваш тесе кӑҫкӑрса ҫӳренипе чӑвашлӑх мӑнаҫланмасть.Чӑвашлӑха мӗнле ӳстемеллине вӗрен:1)чӑваш хӗрне качча ил 2)3 чӑваш ачинчен кая мар ҫуратса ӳстер 3) Ачусем чӑвашла калаҫса ҫитӗнччӗр"- пит тӗрӗс Володя. 
 Унсӑрӑн кунта лӗпӗртетни пуш параппан панлаттарни ҫеҫ.Кама килӗшет параппан ҫапма-ҫаптӑр,анчах параппан ҫапнипе чӑвашлӑх аталаниманни-куҫкӗретех. | |
| Владимир // 3049.07.7550 2015.04.24 20:22 | |
| Пире нимӗнле вырӑс мӑйкӑчӗ кансӗрлеместь. Пире хамӑрӑн "чӑвашлӑх" мӗскӗнлӗхӗ пӑсать. Хальхи чӑвашӑн пурнӑҫне эп йшӑнман Ҫеҫпӗл те К. Ивановта ӗмӗтӗсенче те курайман. | |
| Владимир // 3049.07.7550 2015.04.24 20:30 | |
| Ҫеҫпӗле илӗрхе. Мӗнпур сӑмахӗне вырӑс халӑхне усаллать. Юри вуларӑм тӗлӗшпе, ялан макӑрать, ялан мӗскӗнленет. К. Ивановӗ вара пӗчӗкрен, шкултан кӑларса янӑ хфҫҫӑн, е, хӑй тухса тарсан, мӗрӗпе вырӑса хирӗҫҫ сикет. Унӑн "Нарспи" поэми те вырӑслӑха хирӗҫтӑру. | |
| Зина // 3470.61.1324 2015.04.24 20:53 | |
| "Зина ,нивушлӗ санӑн вӑй-хӑват ҫитет такамсене ҫичӗ хут калатарса чӑвашла вӗрентме?"
 Такамсене мар, ентешсене-вырăссене,тутарсене,ирçесене-пирĕнпе пĕрле юнашар пурăнакансене.Ман уйрăмах тутарсене ырлас килет. Вĕсем хăйсен тăван чĕлхине çеç мар, чăваш чĕлхине те тăван вырăннех хума тăрăшаççĕ.Тутарсемех чăвашсемпе-чăвашла калаçаççĕ.Хăмăр чăвашсем вара час- часах- вырăсла .Шăпах çакăн пеккисене те-хамăррисеннех 7 хут асăрхаттарма тивет.Чăнах та хăш-пĕр чухне çакă питĕ чĕрене ыраттарать. | |
| Agabazar // 3517.0.4342 2015.04.25 02:13 | |
|  | Волоча юлташ ытти комментарисене хĕссе кăларнине кура, çавсене кунта тепĕр хут илсе кăтартатăп: Атила // 3913.58.4645
 2015-04-24 11:40 Зина ,нивушлӗ санӑн вӑй-хӑват ҫитет такамсене ҫичӗ хут калатарса чӑвашла вӗрентме?.Атьӑрха реалистсем пулар.Тӑван ялта ача-пча вырӑсла поплят.Килте хамӑрӑн ачасам поплясшӑн мар.Паустовский пулӑшать?.Вула Тымарлана тепӗр хут."Ты же знаешь по русски.Че еще выпендриваешься"-тенине пур ҫӗрте те чӑвашла калаҫма тӑрӑшакан кӑна илтме пултарать. Татьяна З. Чебоксары // 4186.57.1361 2015-04-24 13:55 " кута хыçса кăмака çинче ларать", "керек арки йăвалать", "кутран тап": "кутна шарпăк кĕнĕ-и мĕн?", "лар кутна хĕссе" .. тесе чавашсем калаçура яланах усă курнă. Ку вырăссем пек намас сăмах калани мар. Атту вĕсем симĕс халлĕнех тепĕр страницăна ăсаннăччĕ | 
| Зина // 8073.1.9993 2015.04.25 06:44 | |
| Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп.Чăвашлăха аталантарас ĕçре ырă пуçару, ăнăçу,телейпе юрату сунатăп. Тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн ĕмĕтленнĕ çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр. | |
| Ют Ҫын // 3066.98.0820 2015.04.25 08:16 | |
| Тӑван чӗлхе Уявӗ ячӗпе,тӑвансем. Пурне те тӑванлӑх, пурне те сӑпайлӑх,тӑван чӗлхепе нумай ҫул хушши киленсе пурӑнма сӗнетӗп. | |

---
Чӑвашӑн иммунитечӗ ытшшипех! И.Я. Анчах та, Яковлев халалӗсем пурнӑҫлансах пыраҫҫӗ. Ухмаха перекен этемсем хыҫҫӑ каякансем хальхи вӑхӑтра сахалансах пыраҫҫӗ. Турра шӗкӗр!