Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

: «Ватӑлатӑп ӗнтӗ,пуҫӑм та шуралчӗ...»

05.05.2015 10:482594 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

 

Ватӑлатӑп ӗнтӗ, пуҫӑм та шуралчӗ,

Кӗмӗл пас та йӑлтӑрать тӑнлав ҫинче

Аттем сӑнӗ куҫӑмран каймарӗ,

Шав сӑнать вӑл ӑслӑ куҫӗпе.

 

...Вӑрҫӑ ҫулсене часах аса илетчӗ,

Сывлӑхӗ хавшакчӗ,сывлӑш пӳлӗнет,

Виҫӗ ҫуллӑх фашистсен хӗсмечӗ

Пурнӑҫне, пӗр шелсӗр вӑтӑрнӑ чунне.

 

Ирсӗр мӑшкӑла чӑтса тӳсмешкӗн,

Вӗсен парӑннӑ чури пулма,

Ҫынлӑха ҫухатнӑ нимӗҫсен

Ури умӗнче чӗркуҫленме-тӑма...

Выльӑхсен те пурнӑҫ ун пек мар-тӑр.

 

Вилес марччӗ,мӑшкӑл курас марччӗ-

тесе шутлаттӑм ҫил вӗрнипелех ӳксе.

Епле эп чӗрӗ юлтӑм-ши, пӗлместӗп,

Чылайӑн юлчӗҫ нимӗҫ ҫӗрӗнчех.

 

-Эх,салтак шӑпи!Ӑҫта вӑл ҫитермерӗ,

Ӑшшине те,сиввине туйса.

Анчах пирӗн халӑх парӑнмарӗ,

Темӗн те тӳссен те вӑрҫӑра!

 

Мухтав! Мухтав сана совет салтакӗ,

Ҫӗре ҫити пуҫа таятпӑр тав туса!

Вилӗмсӗр паттӑрлӑхна сума сӑватпӑр,

Ан пултӑр вӑрҫӑ урӑх нихҫан та!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Сашук Типшĕм мар // 4186.57.1361
2015.05.06 07:47
Ура!!!!!!!!!!!!!!! Ура!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!Ура!!!!!!!!!!!!!!!!!
Владимир // 3601.0.5846
2015.05.08 20:55
Прозӑлла ҫирсамччӗ - шухӑшу паха.
Agabazar // 1988.38.6935
2015.05.08 21:06
Agabazar
Ку вара, çырни, проза мар-им? :-)

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj