Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Арматӑна» пула анӑҫри танксем кивве юлаҫҫӗ

Аçтахар Плотников06.05.2015 10:1611700 Пурĕ пăхнă

Ҫитес кунсенче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмелле. Унта Раҫҫей патшалӑхӗ хатӗрлеме пуҫланӑ «Армата» йышши танксене те кӑтартмалла. Нумай пулмасть вӗсен шутне кӗрекен «Армата» танка, «Армата» тата «Курганец-25» БМП-на, «Курганец-25» тата «Бумеранг» БТР-сене ытлашшиех пытармасӑр кӑтартрӗҫ. Мерикканри МИХсенче вара пирӗн ҫӗнӗ танксем ҫӗнӗлӗхсем енчен вӗсен «Абрамсӗсемпе» «Леопарчӗсенчен» чылай лайӑхрах имӗш, лешӗсем кивве юлаҫҫӗ имӗш.

Ак, Assotiated Press мӗн ҫырнинех илсе парар:

Раҫҫейри тата анӑҫри хӑш-пӗр ҫар ӑстисем «Армата» анӑҫри танксенчен лайӑхрах пулни пирки калаҫҫӗ. Вӑл — виҫӗ ҫынлӑх хӳтӗленӗ капсулӑллӑ пӗрремӗш танк, башнине унта радиохумӗпе ҫавӑрма май пулӗ, тупине те автоматизациленӗ авӑрлав механизмӗпе тивӗҫтернӗ. Ку вара экипажа хӳтӗлеме те пулӑшать, танкӑн эффективноҫне те вӑйлатать.

Информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх ку танк чӑн та анӑҫрисенчен лайӑхрах. Анчах вӗсене Раҫҫей ҫар промышленноҫӗ ҫак машинсене кирлӗ чухлӗ тума пултарасси иккелентерет имӗш. Яппунсен The Diplomat кӑларӑм та ҫӗнӗ танка асӑннӑ. Вӗсен шучӗпе «Армата» тӗнчери чи хӑрушӑ танк пулса тӑма пултарӗ.

Breaking Defense кӑларӑм вара БТР-сене тишкернӗ. Мерикансен «Stryker» БТР-не ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ имӗш. Раҫҫейӗн ҫӗнӗ БТР-ӗсенче 30 мм-лӑ тупӑсем тӑраҫҫӗ иккен, вӗсен вара халӗ те 12,7 мм-лисем кӑна. Тупӑна ҫӗнетсен «Stryker» хӑвачӗ икӗ хут ӳсмелле имӗш.

Ҫар ӑстисем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, эпир ҫӗнӗ танксен ӗлкисене кӑна куратпӑр имӗш. Шалта мӗн вырнаҫни, вӗсен характеристикисене пире хальлӗхе ҫавах пӗлтермӗҫ. Тата танк тӗрӗслев витӗр тухса пӗтмен, вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн вӑл ҫав-ҫавах ҫӗнӗ хӳтӗлев системисемпе пуянланӗ.

«Арматӑна» хатӗрленӗ май мериккансем те хӑйсен бронемашинисене ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Анчах вӗсен танкӗсем классикӑллӑ майпа хатӗрленӗскерсем пулнӑран ҫӗнни пулмӗ, хӳтӗлев енчен кӑна улӑштарайӗҫ имӗш. Ку ӗҫсене вӗсем 2017–2018 ҫулсенче кӑна пуҫӑнасшӑн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3954.44.9691
2015.05.11 00:29
Agabazar

Венедиктов — Газпромхолдинг аллинче тăракан Эхо Москвы радион тĕп редакторĕ. Патшалăх çынни. Ун патне пырса перĕнейместĕн. Вăл патшалах ĕçне тăвать, çав позицирен пăхса хайхи радио çул-йĕрне тытса пырать. Паллах, кашни патшалăх çыннинчен Жириновский пекки туса хураймастăн. Патшалăха, куратпăр ĕнтĕ, Венедиктов пеккисем те кирлĕ.

Ют Ҫын // 1995.55.2877
2015.05.11 05:39
Кам тӳлет ҫав музыкине сакас парат теҫҫӗ.Ҫӳлерех каланӑ шухӑш ҫавӑн ҫинчен пулнӑ пулмалла.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 07:56
Венедиктов каланӑ ҫапларах-"около половины Эха Москвы принадлежит Газпрому,остальная часть-коллективу радиостанции. Чӑннипе вара-33,3 % проценчӗ Амерсен аллинче. Вара кам чӑннине калат,хисеплӗрен те хисеплӗ чӑнлӑхшӑн ҫунакан Админ,Микула Плотников.Мӗншӗн ман Венедиктова,Каспарова,Гудкова ӗненсе лармалла?Эсӗ ӗненме пултаратӑн,тархасшӑн.
Айван // 2528.00.4208
2015.05.11 09:16
Ҫук пулӗ, йӑнӑшатӑр айвансем Айванпа пӗрлех. Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, леш Гусь-Гусинский хӑйӗн акцисене 18 % парса хӑварнӑ Венедиктова,истори учительне. Вара ку тӑрӑшат, контрольнӑй пакет -50 % та 1 акци патнелле аллине тӑсат.
Agabazar // 2370.75.2615
2015.05.11 10:38
Agabazar
Каллех хайхи Айвансене ансат япаласем пиркиех тăн пама тивет
Ачамсем, хăçан та хăçан Венедиктов хăйĕн 18 процентне 50%+1 патне çитерет, çавăн чухне эсир хускатнă ыйтупа калаçăпăр. Унччен — шăпăрт тăмалла. Алла тăсассисем пирки калаçни те — пустуй сăмах. Калăпăр, эпĕ те унталла ала тăсатăп, вара мĕн? Шапа та аллине тăсать? Ал тăснипе кама тĕлĕнтерме пулать? Ăçта халь Гусинский? Ăçта Брезовский? Ăçта Немцов? Хальхи лару-тăрура никам та Венедиктова 50%+1 тыттарас çук!

Туман тихан пилĕкне авма хушмаççĕ!

Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 14:16
Вара Венедиктов текенни мӗнле майпа "независимый" пулма пултарат? Унӑн ҫав укҫа тӳлекен хурана пӑтратсах тӑмалла, унсӑрӑн кӑвайт сӳнет.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.11 19:41
Гусинский лерен ертсе пырать,вӑл чеерех Березӑпа Немецран пулнӑ.Эсӗ,Акасапар хӑта,семибанкирщинӑ вӑхӑтӗнчи СМИ-сене вуламан-курман-им? Мӗнлерех "демократи"-ччӗ ун чухне?Ҫавӑнпа та пире Гусинский те,Венедиктов та кирлӗ мар. Пире Акасапар пурри питӗ вырӑнлӑ, эпир Акасапар пуррипе пуян.Сывӑ пултӑр Акасапар!
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.11 20:44
СССР вӑхӑтӗнчех лайӑхчӗ.Вуланӑ эпир ПРАВДА тата ИЗВЕСТИ.Пӗлсе тӑрнӑ:тӗнчери чи телейлисем пулнине.Халь вулан та ЭХО МОСКВЫ хӑруш пулса каять.Тен суяҫ?.Тен пулман репресси,ГУЛАГ?.Раскулачивани пирки,тен,Гусински юриех суять амерсемпе кавар туса?.ГОЛОДОМОРне кам тунӑ?.
Ют Ҫын // 2015.28.0510
2015.05.11 22:36
Гусински хӑйӗн ӗҫне тӑват. Timerпе bor1959 лӑпланӑр, сирӗн пур Админ,Акташ,Agabazar. Вӗсене ытларах итлӗр.Вара телей пулат.
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 21:32
Agabazar
<<Точная цена одного Т-14 не публикуется, известно только, что она «очень большая». С учетом того, что на Т-14 стоят самолетного типа радар, всякие сенсоры и примочки, цена, наверное, будет сравнима с ценой современного самолета (вертолета)

и во много раз выше, чем у Т-90 или у самых современных западных танков, — может, даже десяток-другой миллионов долларов, то есть где-то до одного миллиарда рублей за штуку.>>


Вăт çапларах калакансем пур. http://www.novayagazeta.ru/comments/68416.html

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj