Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫинҫе е Иван Купала?

Аçтахар Плотников07.07.2015 22:3816772 Пурĕ пăхнă

Хайхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ачасем Иван-Капала каҫне уявланӑ пулать. Ку вара чӑваш культури пӗтсе пынине кӑтартакан паллӑ пулни пӗрре те иккӗленӳллӗ мар. Мӗншӗн-ха ҫав ачасенех Ҫинҫе уявне уявлас мар? Мӗншӗн Иван-купала? Ҫатракасси ялӗнче вырӑс ачисем пурӑнмаҫҫӗ вӗт, чӑваш ачисемех. Иван Купала уявӗ чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ма чан ҫапмасть ЧНК? Ӑҫта «Хыпар»? (Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан тӳре-шарана асӑнас та килмест...) Чӑн та ҫапларах ыйту ҫине ыйту ҫуралать.

Тӗрӗссипе кунти ыйтусем вулавӑш ӗҫченӗсене пырса тивӗҫҫӗ — уявне вӗсем йӗркеленӗ-ҫке. Мӗншӗн вӗсен пуҫне «Иван Купала каҫӗ» пырса кӗни те вӑрттӑнлӑх мар пуль. Сӑлтавӗ — вӑл уяв пирки халӑх ытларах пӗлет. Пирӗн пурнӑҫа телекурав ярса илнӗ пирки вырӑс культури ҫинчен эпир пурте тенӗ пекех сахал мар пӗлетпӗр. Чӑвашӑн йӑли-йӗрки пирки вара сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Ак, пӗр пӗлӗш хӗре тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать (йӑмӑк упӑшкин йӑмӑкӗ). Вӑл хӑйӗн ушкӑнне, ҫулӑмпа тӗрлӗ номерсем хатӗрлесе кӑтартаканне, вырӑс туррин ятне панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш. Хӑй те чӑваш. Анчах чӑваш йӑли-йӗрки пирки пач илтменрен уншӑн вырӑс вут-ҫулӑм турри ҫывӑхрах пулса тӑнӑ...

Юрать, Акатуйӗ хӑлхаран тухмасть, анчах «Ҫинҫе» текен уявсем пирки пи-и-итӗ сахал чӑваш пӗлет. Вулавӑшри кӗнекесене илес пулсан та, пӗлсех тӑратӑп, Иван-Купала пирки ҫырнисем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракассинче ытларах. Тен, Ҫинҫе пирки каласа паракансем те пур пуль те, анчах вулавӑш ӗҫченӗ вӗсене шаларах пытарса хунӑ пулинех…

«Хыпар»-тан тата ЧНК-ран ыйтиччен ҫак уяв пирки малтан хамӑртан пуҫлас терӗм. Ҫапла вара ятарласа Ҫинҫе уявӑн страницине ҫырса тултартӑм — вулаччӑр, пӗлччӗр. Кунта ман Владислав Николаевӑн «Асамат & Шевле» журналне ырӑпа асӑнас килет. Пӗлтӗрхи 7-мӗш номерне вӑл шӑп та лӑп ҫак уяв статьипе пуҫланӑ иккен. Кӗскен пулин те уяв пирки туллин ҫырса кӑтартнӑ. Шел, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫак журнала сахал ҫырӑнса илеҫҫӗ пулас...

Ҫинҫе уявӗ вара чӑваш йӑли-йӗркинче уйрӑм вырӑн йышӑнать тесен те йӑнӑш мар. Вӑл — канмалли уяв. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна йраш шӑркана ларсан уявлама пуҫланӑ. 12 кун тӑршшӗ тӑсӑлнӑ вӑл. Уяв вӑхӑтӗнче ҫӗр чавма, ҫум ҫумлама, шӑтӑк алтма юраман. Кану вӑхӑчӗ пулнӑ вӑл — малалла утӑҫи тата вырма пуҫланмалла-ҫке. Шурӑ тум тӑхӑнмалла пулнӑ. Улине тӑхӑнсан ятланӑ, хывтарнӑ та.

Ҫинҫе уявне халӑх пачах та манса кайман. Статья валли информаци шыранӑ май Шупашкарта вӑл уява пӗрре (пӗлтӗр) ирттерни пирки те тупрӑм. Тата 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле ачисем ӑна уявлани пирки хыпар пур. Кусем вара ятарласа шурӑ кӗпесемпех тухнӑ.

Тӗрӗссипе, Ҫинҫе йӑли-йеркине хальхи саманара та тытса пыма май пур ӗнтӗ. Ара, икӗ эрне хушши «отпуск» тума кам чарать? Хулара пурӑнакансем унсӑр та ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемеҫҫӗ, 12 кун ним мар «дачӑна» каймасӑр ирттерме пултараҫҫӗ. Шурӑ тум та тӑхӑнса ҫӳреме йывӑр мар.

 

Ҫинҫе уявне манар мар! Ӑна паянхи саманара ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1381.49.1484
2015.07.16 21:27
Agabazar
Миккуль // 4292.84.0894 2015-07-16 08:14: <<Перевоспитани тӗлӗшпе Agabazar текеннине пӗр-пӗр стройкӑна ӑсатсан пит вырӑнлӑ пулмалла.>>

Ну, мĕнле шутлатăр, Чăвашоргăн хисеплĕ вулаканĕсем? Çак япалана сĕнÿ темелле-ши е унăн ячĕ пачах та урăхла? Мĕнле стройка? Беломорканал? Колыма? Е стройбатпа çеç çырлахасшăн-ши?

Атила // 3913.58.4645
2015.07.17 11:28
Йорат ку крематорине аса илмен.Шутник.Сталин храххи.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.17 15:15
Халь Беломорканал та, Волгодонканал та, Ылтӑн приискисем те ҫук. Стройкана каяс пирки шикленмелле мар. Атьӑр пурте пухӑнса ҫурҫуллӑх стройкӑна каяр пӗр командӑра. Вара кам мӗнле ҫын пулни пӗтӗмпех курӑнать-кто чего стоит. Кам кайма хӑрать-вӑл хӑравҫӑ та каппайчӑк. Ку вӑл О.Цыпленковпа Алтайсем тӑрӑх ярӑнса ҫӳресси мар.
Agabazar // 2144-2149
2015.07.17 17:01
Agabazar
Ĕнтĕ Акапасара çеç мар, Олег Цыпленкова та "хăлха чикки" лекме пуçларĕ иккен борсенчен.

...ну Атила пирки калама та кирлĕ мар, вăл тахçанах "пĕтнĕ çын" темелле. Крематорисемпе, Сталинпа шÿт тумаççĕ. Ав Ходорковский хоспочын шăп та лăп 10 çул ларса тухрĕ. Юлашки çулĕсене Беломорканал таврашĕнче (Сегеж хули). Карттă çине пăхăр.

Тухăç çиппи çинçе. Ăçта ÇИНÇЕ — çавăнта татăлать.
Agabazar // 2144-2149
2015.07.17 17:30
Agabazar

Ăçта ÇИНÇЕ — çавăнта татăлать.

bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.17 20:36
Акасапара пурпӗрех, татӑлать-татӑлмасть. Ӑна палкаса пултӑр.
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.17 21:51
Акапасарӑн шӑпи ҫавӑнпек.Тата ӗҫӗ те.Кунӗпе вула та ҫыр.Ӗҫ тума тӑван халӑхшӑн васкамарӗ пулас.
Agabazar // 5214.1.2075
2015.07.17 22:26
Agabazar
Тимĕр, яланхи пекех, пит человой вара.

Человой пулсан, мĕн темĕнле пустуй уявсемшĕн хĕрĕнсе çÿремелле? Ĕç пулать-и çакă?

Кирпĕч купаламалла, тислĕк хырмалла, бетон çăрмалла, цемент миххисене (40кг е 50кг) йăтăрламалла, станок умĕнче тăмалла — акă ăçта вăл ĕç!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.18 09:33
Акасапар хӑта,Тимӗршӗн ан хӑра. Вӑл кирпӗч те хӗртеть. кирпӗчпе цемент та йӑтать( сана каллех фотоматериалсем кирлӗ пулӗ-ха),кирпӗч те купалать, бетон та ҫӑрать тата ыт те,тата ыт. те. Хӑвӑншӑн шухӑшла-ха пӗртак, ачамккӑ. Мӗнле пустуй уяв пирки калаҫатӑн Эсӗ,пирӗн ӑсчахӑм? Эсӗ ӑсчахланса ларни вӑт чи пустуй япала.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.20 22:42
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: темӑпа ҫыхӑнман!

Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj