Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: М7 ҫул...

Аçтахар Плотников19.02.2007 10:024590 Пурĕ пăхнă
2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче эпӗ хамӑн кун кӗнекине ҫакна кӗртсеччӗ:
http://chuvash.org/blogs/comments/130.html

Ун чухне эпӗ ҫулта 8 сехет пулса. Юлашки хутӗнче Шупашкара кайса килнӗ чухне ку рекордран иртрӗм. 9 сехет! Ӗнер 5 сехет каҫхине тухрӑмӑр та паян 2 сехет ирхине киле ҫитрӗм. Автобуспа кайсан — тата та нумайрах пулӗччӗ. :) M7 ҫулӗ чаранса ларнӑ. Ҫулӗ тӑршшӗпех 5-6 ҫухрӑмлӑ /хӑш-пӗр вырӑнсенче тата та вӑрӑмраххисем пур/, пробкӑсем тӑраҫҫӗ. Москакасси патӗнчен пуҫласа М7-рен Етӗрне еннеле пӑрӑнса каякан ҫул таран (унта ҫывӑхра тӑвайкки пур) пӗрремӗш пробки вырнаҫнӑ. Тата тепри Чулхула облаҫӗнчи Варганы патӗнче пуҫланатчӗ /ку хирӗҫ енчеччӗ/. Кунта вара ҫулӗ тикӗс, анчах та малта пӗр-икӗ фургонӗ ҫывӑрса кайнӑ та темиҫе ҫухрӑмлӑ питӗркӗч йӗркеленӗ. Ку питӗркӗче пирӗн енчен те иртсе кайма йывӑрччӗ — нумайӗшӗ машинсем тапранса каясса кӗтмесӗр хирӗҫ ҫул тӑрӑх кайма пуҫланӑ. Виҫӗ рет пире хирӗҫ пыраҫҫӗ... Фурисем те питӗ ухмахла. Хӑйсем те каймаҫҫӗ, ыттисене те ямаҫҫӗ — каяймастӑн пулсан — ыттисене ирттерсе яр! — вӗсем вара юриех айӑккине тӑраҫҫӗ. Айӑккинчен ҫамӑл машинӑсем ан иртсе кайччӑр тесе.

Чулхулана паян ҫитейместӗп тенӗччӗ. Ӗнер 11 сехетре 16 сехетри газель ҫине билет илме кайрӑм та мана калаҫҫӗ — Чулхулари автобуссем ҫитсен ҫеҫ сутатпӑр. Киле чуптартӑм та хӑвӑрттӑн пуҫтарӑнтӑм та 13 сехет валли вокзала ҫитрӗм. 14 сехет ҫурӑра 17 сехетре автобус пулать тесе пӗлтерчӗҫ, ун ҫине вара билет илтӗм. Вокзалта кӗте-кӗте Чулхуларан килнӗ пӗрремӗш автобуса кӗтсе илтӗм. Ку вӑл Чулхуларан 8:40 тухнӑ газель пулчӗ. 17 сехетре Шупашкара ҫитрӗ. Ҫавӑнпа каясшӑнччӗ ӗнтӗ маларах,.. вӑл 16 сехетре Шупашкартан тухмалла. Ахал вӑхӑтра вӑл 12-13 сехетре Шупашкара ҫитет. Кунта, ав, 17 сехетре ҫеҫ ҫитнӗ.
Ыттисене вара ҫул ҫинче куртӑмӑр :) 6 сехетре Чулхуларан тухнине те, каяраххисене те. Чулхуларан Шупашкара 12 сехет ытла килеҫҫӗ...
Кӗҫнерникун та нумай ҫулта пултӑм. 13:40 минутра тухса 23 сехетре ҫеҫ киле ҫитрӗм. 7 сехет ҫурӑ.

Гаишниксем пирки. Ӗнер-паян эпӗ вӗсене курмарӑм. Кӗснерникун вара вӗсен ӗҫне лайӑхах сӑнама тӳр килчӗ. Чулхула облеҫӗнчи тата Муркаш районӗнчи питӗркӗчсене лекрӗмӗр ун чухне. Чӑваш Енри гаишниксен ӗҫӗ лайӑхрах килӗшрӗ. Тӑвайккине хӑпарайман фурӑсене хӑйсем техникине усӑ курса кӑларатчӗҫ, ҫӑмӑл машинӑсене черетсӗр ирттерсе яратчӗҫ. Тата пирӗн водитӗлӗн правине туртса илсе пире кӗттерекен гаишнике те салам каласшӑн /чӑвашла вулама пӗлмест пулсан та, кунта нихӑҫан та кӗреймӗ пулсан та/. Салам сана Сергей! Сан ӗҫӳ чӑнах та питӗ япӑх. Пирӗн пек хирӗҫ енпе васкаканнисемпе харкашса сассу та пӗтсе ларчӗ пулӗ. Ҫапах та правине каялла патӑн, пире малалла кайма симӗс ҫул патӑн.

ХК: Чулхулана ҫитрӗм те... кунта юрне пӗрре те тасатман иккен! Ак халӗ те ӗҫре пӗрле ӗҫлекенсенчен никам та ҫук... Килеймен. Шупашкарта ҫакӑн чухлӗ юр ҫуни эрнекун кӑна палӑратчӗ. Ленин проспекчӗ тӑрӑх пӗр-пӗрин хыҫҫӑн троллейбуссем тӑратчӗҫ. Те хӑпараймаҫҫӗ, те урӑххи. Нумайӑшӗ Мускав проспекчӗ тӑрӑх иртмелле те (Мускав кӗперӗ урлӑ хӑпарса кайса) — унта вара пӗр фура хӑпарайманнипе ҫула пӳлсе лартнӑччӗ... Тен ҫавӑнпа.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2007.02.19 10:49
Аçтахар Плотников

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj