Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Шантарнӑ ҫула виҫӗ ҫул кӗтереҫҫӗ-ши?

Софья Савнеш17.07.2016 13:483612 Пурĕ пăхнă

Тӗнчипех кризис пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫак сӑмах пирӗн яла та пырса тиврӗ пулмалла.

Икӗ ҫул каялла пирӗн ялта, Трак тӑрӑхӗнче, ҫул сарма тытӑнсан ял халӑхӗ чӑннипех те савӑнчӗ. Ара, тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм-ҫке-ха ку. Анчах ҫул саракансем ҫав ҫулах ӗҫе вӗҫлемерӗҫ. Малтан хырса вак чул сарчӗҫ, пӗр енӗпе ҫынсене утмашкӑн тротуар пулӗ тӗрӗҫ те тӑм евӗр хутӑш сарчӗҫ.

Кӗркунне иртсе хӗл ҫывхарчӗ. Ӗҫ вӗҫленмерӗ-ха. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ҫула 2016 ҫулхи ҫулла туса пӗтермелле. Кӑҫал ҫуркунне ҫитсен ҫынсем ҫул саракансене кӗтрӗҫ. Ара, чул тӑрӑх утма, урапапа ҫӳреме питӗ меллӗ мар-ҫке-ха. Никам та курӑнмарӗ. Пӗр кунхине темиҫен килсе ҫул хӗррипе темӗнле патаксем лартса кайрӗҫ. Ӗҫленҫи туса кайрӗҫ-ши?

Паянхи кун та ял ҫыннисем туса пӗтермен ҫул тӑрӑх утаҫҫӗ. Кризис теҫҫӗ, укҫа ҫук-мӗн. Ҫуркунне урапасене яла кӗме те чарчӗҫ пӗр вӑхӑт. Капла ӑҫтан ҫӳремелле? Чул сарнӑ ҫул арканса пӗтет имӗш. Анчах хӑҫанччен капла ҫӳремелле? Юрать, кайран урапасене кӗме ирӗк пачӗҫ.

Ял халӑхӗн кризис пӗтессе кӗтмелли ҫеҫ юлать. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ ҫула сарса пӗтерӗҫ пуль. Ҫав вӑхӑтрах нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Камыш ялӗнче ҫӗнӗ ҫула уҫрӗҫ. Унта пахалӑхлӑ ҫул сарнӑ, темиҫе ҫула лайӑх чӑтать. Вӗсене кризис пырса тивмен-ши вара? Тепӗр тесен, тутарсем яланах лайӑх енчен палӑраҫҫӗ, нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ялӗсене чӑвашсеннипе танлаштарма ҫук.

Шантарнине виҫӗ ҫул кӗтсе хушаҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек пулса тухать. Анчах паян-ыран ӗҫе вӗҫлемесен кайран манӑҫа тухмасть-ши вӑл? Ҫакӑ пӑшӑрхантарать ял ҫыннине.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj