Леонид Атлай: Чӗремӗрсенче упранайнӑ ӗмӗрти ырӑпа Теветкелӗн таса сассин пӗрлӗхӗ
Леонид Атлай11.07.2017 19:315442 Пурĕ пăхнă
Эх, ҫухалсах ӗлкӗреймен ӗмӗтсен пире хитрен пиллекен ытарайми тӗнчийӗ... Ҫав ахах-мерченлӗ ниепле хакпа виҫейми тупра пире малашлӑх ҫулӗпех уттарать, пурнӑҫ епле пулмаллине тата пулмалла маррине куллен ытарлӑн вӗрентсе калать. «Эпир хамӑр ӗмӗрте кил-йышри ҫичӗ сыпӑка курма тивӗҫ: хамӑра, атте-аннене, асатте-асаннепе кукамай-кукаҫине, вӗсен ашшӗ-амӑшне, ачамӑрсене, мӑнуксене, вӗсен ачисене. Йӗркеллӗ, илемлӗ, сывлӑха упраса пурӑнайсан этем ӗмӗрӗ ҫакна валли ҫитет...» (В.Аванмарт).
Ҫитмелле тетпӗр, анчах ӑс-паруҫи кам? Чӑрсӑр ҫил ташшиллӗ паянхи пурнӑҫӑн таппипе куллен пире тухӑҫлӑн ӗҫлеттерме тӑрӑшакан ӑс-хакӑлҫӑ-ши.... Ҫакӑнтах Ҫынлӑх Ӑшшине куллен ҫунат хушса патваррӑн утма вӑй паракан сӑвӑҫӑн тӳпи те пысӑк. Вӗсен йышӗнче чи малта Теветкел тӑрать. Вӑл ӑста ҫыравҫӑ-сонетҫӑ-куҫаруҫӑ пулнине пурте лайӑх пӗлетпӗр.
Шӑплӑха куҫайнӑ хыҫри ҫулсене (тӗлӗнмелле, иртнисӗр пирӗн малашлӑх ҫук!) этемлӗх ӑс-тӑнӑн пӗлӳ асамӗ ҫеҫ чӗртсе тӑратма пултарать. Ыттисемпе пӗрлех ӑна пурнӑҫлаканӗ — эпир сывлакан сывлӑшпах куллен хавхаланса пурӑнакан ҫак ҫыравҫӑ-поэт та пулса тӑрать. Кунта вӑл ирне-кунне, кунне-ҫӗрне, ҫӗрне-талӑкне, талӑкне-вӑхӑтне, вӑхӑтне-ҫулталӑкне пӑхмасӑр шав тӑрмашать: хавхаланса ҫырать, пиҫейменнине — ҫурать, каллех ҫырать, шырать, вӑрҫать, тулашать, унтан каллех йӗркене кӗртет — малалла ҫӗнӗлле ҫавӑрттарса ҫырать, пичетлесси пирки ялан шухӑшлать, ӳсӗм ҫулӗпе малалла утса пыма пӗрле юнашар утакан сӑвӑҫташсем лайӑх хак парассине питӗ шанать.
Ҫап-ҫара вӗтлӗхре ҫил ачи сӗрме купӑс каланине тӑнлать-и вӑл, пурин валли те пӗр пек уйӑрса панӑ Сар Хӗвел айӗнче телейлӗ кӑмӑл ал ҫупса тӑма тӑрӑшнине асӑрхать-и, кӑвак тӳпеллӗ сарлака тӗнче тӗрлӗ йывӑр самантсенче те илемлӗ пулма пултарнине кӑтартма пӗлет-и, Пурнӑҫ Урапи нихҫан хуҫӑлман тӗнӗлӗпе пӗрлех ялан тӗрӗс ҫулпа пымалли пирки аса илтерет-и, чӑвашсен мӑн аслашшӗсемех пире валли ирхи шевлесенчен тӗртнӗ ылтӑн пир ҫине ҫырса хӑварнӑ халалсене тепӗр хут чӗртсе тӑратать-и — пӗтӗмпех вӗсем «хӑш чух юрлакан, хӑш чух ӗсӗклекен гитарӑллӑ» Николай Теветкел (Петровский) йӗркисенче пур. Этемлӗх Поэтсӑр ниепле те калчаланма пултараймасть. Унӑн йӗркисене вуланӑ хыҫҫӑн ҫакна ытларах чӑваш хӑват-сипечӗпе вӑйлах туятӑн. Сӑвӑҫпала «килӗшсе ырӑ шухӑш ал ҫупать», «пуррине ҫук теме» ниепле те пултараймасть вӑл, унӑн «шухӑш-яш кимӗҫӗ» мӗнле кӑна тупӑшпа ҫӳремест, те ҫак уйрӑмах тӑлӑх ахрӑмлӑ хир-вӑрманӑн янӑравӗпе пӗрле пушшех халь тупӑнайнӑ «айванлӑх час-часах йӳҫӗ эрӗм те хыптарать», анчах та «чӗмсӗр пӳртре кӑранклатмӗ ҫӑхан» нихӑҫан!
Чун суранӗн хайлавӗ вӑл, паллах, ҫӗнӗ сӑвӑ, поэма, сонет-куҫару... Тен, ӑмсануллӑ ырӑ туйӑм пурриех ӑна тӗнче классикӗсен (Шекспир, Байрон, Гете...) хайлавӗсене те куҫарма хистенӗ. Вӗсене курса эпир те — чӑвашсем — кун-ҫул урапинчен аякка тӑрса юлманнине туйса илетпӗр. «Тӗнче, эс пирӗн ытамра халь — парӑн!»
Ҫапла, пуҫра капланнӑ шухӑш юхӑмӗ аваллӑх кӳллинчен пуҫланать те ырӑ шанчӑк парӑсне карӑнтарса кӗнекеҫӗ-сӑвӑҫӑн шухӑ ҫулӗпе шав малаллах уттарать. Такам та тата темӗн те пур кунта. Ҫумӑр-аташук та. пӑрчӑкан пек вӗтӗркке Чӑваш пики те, усал-тӗселтен сыхлакан Сантупай та, тӑванлӑх танлӑхӑшӗн тӑрӑшакан Савкун та, тӑван ял халӑхне куллен чыс тума тӑрӑшакан Ухиме те, ӑнман шӑпашӑн саманана мар, кӑмӑллӑ тӗнчере «хамӑра тупма» хӑнӑхтаракан Алеми те, Ҫӗр-анне пилӗ те, мӑн титулшӑн йӑпӑлтатан шыҫмак та... Паллӑ сӑмахҫӑ тӗрлӗ хаҫат-журналсенче, кӗнекесенче пичетленнӗ сулмаклӑ хӑйӗн сӑмахӗпе пурнӑҫ чысне кашнин шыраса тупмаллине ҫине-ҫинех аса илтерсе тӑрать, тунсӑх кӗввипе ӗсӗклеве пӗртте парӑнмасӑр малаллах тӗлӗнтермӗш чуппиллӗ тӗркӗшӳллӗ кунсене ҫӗнтерсе пыма чӗнет. Пурнӑҫӑмӑрӑн алли тем пек хытӑ тивертсен те чи малтан чун мулне маска тӑхӑнмасӑр упраса пымаллине вӗрентет. Тавтапуҫах ӑна ҫавӑн пек ыррӑн пурӑнма калама пултарнишӗн! Тавах!
Сӑн ҫинче: пӗлтӗрхи ҫуралнӑ кун тӗлне тунӑ плакат.
Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем курасса шанса, ӗмӗтленсе тата юбилейпе саламласа — Л.Атлай.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.