Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Эпир сире пусмӑрлатпӑр, эсир вара сас пама ан хӑйӑр!

Аçтахар Плотников29.11.2017 19:1617325 Пурĕ пăхнă

Тутарстанра паян кӳршӗри Патшалӑх Канашӗ чӗлхе вӗрентесси тавра калаҫу ирттернӗ, пӗр саслӑн постановлени йышӑннӑ. Ӑна ӗненес пулсан патшалӑх чӗлхине вӗренме май пур, анчах хӑйсен ирӗкӗпе кӑна. Сӑмах, паллах, республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисем пирки пырать. Вырӑс чӗлхи вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шутланать, ҫавна май ӑна имӗш пурин те вӗренмелле. Тепӗр май каласан тем тесен те пирӗн чӗлхесем ҫак патшалӑхра пӗр тан пулма пултарайманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе кӑтартрӗҫ.

Сӑмахӗ, паллах, вӗренӳ пирки мар. Сӑмахӗ хисеплесси ҫинчен. Путин киличчен вӑл хисеп кӑшт та пулин пурччӗ пулсан, вӑл ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм ирӗклӗхсем майӗпен ҫухалса пыма пуҫларӗҫ. Президент пулма май ҫук, Конституцири «патшалӑх» сӑмах та тухса ӳкрӗ. Халь ак, вӗренӳ системинчен пирӗн чӗлхене урапа тапса кӑлараҫҫӗ. Путин тата Мускав политики пире уҫҫӑн кӑтартать — вырӑс халӑхӗ улпут шайӗнче, чӑвашсем — тарҫӑ-чура.

Пусмӑрлаҫҫӗ пулин те пирӗн хамӑр сасса калама та май ҫук. Тутарстанра иртнӗ сессирех Тутарстан прокурорӗ чӗлхе таврашӗпе экстремистла чӗнсе калама юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах мӗн тумалла-ха пирӗн? Темле ӑслӑ-тӑнлӑ ӑнлантарса пама тӑрӑшсан та пире итлесшӗн мар. Вӗсен ҫулӗ тӗрӗс маррине кӑтартсан та хӑйсеннех переҫҫӗ. Нивушлӗ пирӗн чӗлхен статусне вӗренӳре ют чӗлхесенчен те аяларах (калӑпӑр, акӑлчан чӗлхинчен!) антарса лартни — тӗрӗс япала?

Паллах, вӗсем ӑна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗллевӗ те чӗлхере мар. Вӗсем вырӑс мар халӑхсене хӑйсенле тӑвасшӑн, вырӑслантарасшӑн. Вӗсем вак халӑхсен культури ҫине яланах йӗрӗнчӗклӗ пӑхнӑ. Пирӗн йӑла-йӗрке самаях паха пулнӑ пулсан та тӳре-шарана вӗсем нихҫан та килӗшмен (калӑпӑр чӑваш туй йӑли-йӗрки хальхи вырӑс йӑли-йӗркинчен мӗнпе кая??? Ҫук вӗт, пӗтерчӗҫ!), хӑйсенне кӑна чи ҫӳллӗ шайри шутне хунӑ. Чӗлхере те ҫавах. «Великий могучий русский язык» теҫҫӗ. Мӗнлерех эпитетсем! Тӗрӗссипе вара ҫак сӑмахсенче ытти чӗлхесенчен мӗнлерех йӗрӗнни кӑна курӑнать. Ҫавӑн пекех-ши вара чаплӑ та мӑнаҫлӑ вӗсен чӗлхи? Усал сӑмахсемпе ҫавӑрттарса хума пултарнине те ялав пек ҫӗклеҫҫӗ-ҫке. Ҫак-и вӑл мӑнаҫланмалли сӑлтав? Е, тен, усӑ куракан сӑмахсенчен ҫурри ытла ют чӗлхерен кӗни-ши? Шовинистла калани кӑна пуль.

Эпир ҫак вырӑсланассине хирӗҫ тӑни вара — прокурорсен шучӗпе экстремизмла чӗнӳ. Пире пусмӑрласан хирӗҫ тӑни — эктремизм шайӗнче. Сана хӗнеҫҫӗ, эсӗ вара чӑт?

Ку шухӑш ман пата тахҫанах пуҫа килсе. Усалӑн вӑйӑ Ырринчен вӑйлӑрах. Анчах Усалӗн вӑйӗ ҫав тери пысӑк — вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйне хӑй пӗтерет. Вӗҫӗнче вара тем тесен те Ырри юлать. Ҫӑвӑнпа Ырри усала ҫӗнтерет тесе калаҫҫӗ те. Мускаври хальхи тӳре-шарана пирӗн пек пусмӑрланакан халӑхсем мар, Мускав хӑйне хӑйех аркатӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2966.12.7379
2017.11.29 19:37
Agabazar
Тутартстан, Тутарстан текелерĕç, ĕнтĕ вăл юлашки бастиона та ишсе тăкрĕç.

Ĕнтĕ малалла республикăсене тĕп тăвасса кĕтсе тăрасси çеç юлать.
Agabazar // 2966.12.7379
2017.11.29 20:02
Agabazar
Чăваш наци телевиденийĕпе ялан пĕр клип янраттараç.

Юлашкинчен хăратса юнанипе вĕçленет: "... не дождётесь!"

Калăн, чăваш темĕнле "мăйракаллă шуйттан" та унран хăраса тăмалла. Çавнашкал пулса тухать. Çавă пулать-и ĕнтĕ вăл халăхсен туслăхне мухтани?

Мухтани мар ку , хăратни!
Нивушлĕ чăваш çав таранах хăрушă çын?

Чăваша "йăваш, йăваш" теççĕ. Йăвашран çав таран хăрамалла-и вара?

Paĝoj: 1, 2, 3, [4]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj